Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах акӑ санӑн вӗсемпе пурӑнма, вӗсен хушшинче нумай ӗҫлеме тивет…

Скоро придется тебе жить и работать среди них подолгу…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӑна тума санӑн вӑй ҫитет.

У тебя хватит силы на это.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унран хӑйӗнчен ҫыру иличченех санӑн хӑвӑн ун патне ҫыру ҫырса ямалла пулӗ тесе шухӑшлатӑп.

Думаю, не дожидаясь ее письма, тебе надо написать самому.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

«Ҫамрӑк чухне ҫӳресе юл, унсӑрӑн кайран, ҫулсем иртсен, санӑн аса илмелли нимех те пулмӗ.

«Пока молод — гуляй, а то пройдут годы и тебе нечего будет вспомнить…»

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Акӑ санӑн юлташу Сережа Каплин авланчӗ те аванах пурӑнать; хӑйӗн Тосипе, ӑнсӑртран кӑна, каток ҫинче паллашнӑ теҫҫӗ-и, — хушса хучӗ анне.

— Вот твой приятель Сережа Каплин женился и хорошо живет; говорят, познакомился со своей Тосей на катке случайно, — прибавила мама.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Паллах, пакета илсен, санӑн шухӑшу ҫинчен сӳтсе явӑпӑр.

Твое предложение, разумеется, обсудим, когда получим пакет.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Санӑн шухӑш пекскерне хакласа пӑхрӑм.

В уме прикидываю ценность твоей мыслишки.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Санӑн сочиненийӳ кунта виҫӗ ҫултан тин ҫитӗ.

— Твое сочинение будет три года ползти сюда.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ку та санӑн теорипе килӗшсе тӑрать-и?

Подпадает под твою теорию?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Санӑн теори тӑрӑх, Тополев та, чул пек хытса ларнӑскер хӑйне паян мӗнпе те пулин палӑртма тивӗҫ пек-и?

Согласно твоей теории, и Тополев, эта холодная окаменелость, должен сегодня проявить себя чем-то необыкновенным?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫын мӗнлине уҫҫӑн палӑртса памасан санӑн чун чӑтаймасть-и?

— Тебе не терпится дать определение человеку?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӑшри туйӑма хут ҫине ӳкерсе кӑтартас пулсан, вӑл шӑпах ҫакӑн пек курӑннӑ пулӗччӗ: «Тӑшман Мускава хӑратса тӑрать — эсӗ мӗн шутлатӑн? Е санӑн нимӗн сыхламалли те ҫук-и?..»

Вот так выглядела бы сама совесть, если б попытаться ее изобразить: «Враг угрожает Москве — а что же ты? Или тебе нечего защищать?..»

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Е участокӑн йӗркеллӗ начальникӗ пулӑн, е санӑн каллех ҫӗнӗрен платник ӗҫне тытӑнмалла пулӗ.

Либо станешь нормальным начальником участка, либо придется тебе начинать все сначала, с рядовых плотников.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӑҫтан санӑн ҫак мӑнкӑмӑллӑх?

Откуда в тебе спесь?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Туятпӑр мӗнле иккенне: вӑл кӑшкӑрса вӑрҫать ӗнтӗ, санӑн вара сассу та илтӗнмест пулӗ! — кӑшкӑрчӗҫ залран.

— Представляем себе, как это у вас выходит: он, наверное, кричит, а тебя не слышно! — крикнули из зала.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Уйрӑмах мана: «Санӑн аҫу, Петр Васильченко, тӗрӗс коммунист, хӑюллӑ партизан пулнӑ. Эсӗ аҫу умӗнчи тивӗҫ ан ман… Шел, ман хастарлӑ юлташ, паянхи куна ҫити пурӑнаймарӗ!» — терӗ.

А ко мне обратился отдельно: «Твой отец, Петр Васильченко, был верным коммунистом и храбрым партизаном. Ты не забывай, чем ему обязана… Жаль, что он не дожил до этого дня, мой славный боевой товарищ!»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Санӑн выртмалла, больницӑна ҫӳремелле мар, — терӗ Таня.

— Тебе надо бы лежать, не ходить в больницу, — сказала Таня.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Мӗнле план вӑл санӑн, Таня, — ыйтрӗ Залкинд.

— В чем суть твоего плана, Таня? — спросил Залкинд.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Санӑн ун пек меслет пур-и?

— У тебя есть такой способ?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Тӗлӗнмелле, санӑн вӗсем хӗлле те пӗтмеҫҫӗ…

— Странно, они у тебя даже зимой не исчезают…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех