Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пирӗн (тĕпĕ: эпир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Ӗнтӗ ҫар ушкӑнӗнчи ҫынсем Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекен тарҫине кӑшкӑрса каланӑ: пирӗн патӑмӑра хӑпарӑр, эпир сире пӗр сӑмах калӑпӑр, тенӗ.

12. И закричали люди, составлявшие отряд, к Ионафану и оруженосцу его, говоря: взойдите к нам, и мы вам скажем нечто.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ионафан каланӑ: эпир ҫав ҫынсем патне каҫӑпӑр та вӗсем пире курмалла пырса тӑрӑпӑр; 9. эхер те вӗсем пире: «эпир сирӗн патӑра пыриччен чарӑнса тӑрӑр» тесессӗн, эпир хамӑр вырӑнта чарӑнса тӑрӑпӑр та вӗсем патне хӑпармӑпӑр; 10. эхер те: «пирӗн патӑмӑра хӑпарӑр» тесессӗн, эпир хӑпарӑпӑр — эппин, Ҫӳлхуҫа вӗсене пирӗн алла панӑ; ку пире систернӗ паллӑ пулӗ, тенӗ.

8. И сказал Ионафан: вот, мы перейдем к этим людям и станем на виду у них; 9. если они так скажут нам: «остановитесь, пока мы подойдем к вам», то мы остановимся на своих местах и не взойдем к ним; 10. а если так скажут: «поднимитесь к нам», то мы взойдем, ибо Господь предал их в руки наши; и это будет знаком для нас.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вара пӗтӗм халӑх Самуила каланӑ: пирӗн вилсе пӗтес марччӗ — хӑвӑн чурусемшӗн Ҫӳлхуҫа Турруна кӗлтусамччӗ; эпир ӗнтӗ, хамӑр валли патша ыйтса, хамӑрӑн мӗнпур ҫылӑх ҫумне тепӗр ҫылӑх хушрӑмӑр, тенӗ.

19. И сказал весь народ Самуилу: помолись о рабах твоих пред Господом Богом твоим, чтобы не умереть нам; ибо ко всем грехам нашим мы прибавили еще грех, когда просили себе царя.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫакӑн хыҫҫӑн Самуил халӑха каланӑ: [кӳнтеленӗ —] Моисейпе Аарона ҫӗкленӗ, пирӗн аттесене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.

6. Тогда Самуил сказал народу: [свидетель] Господь, Который поставил Моисея и Аарона и Который вывел отцов ваших из земли Египетской.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫавӑн чухне халӑх Самуила каланӑ: «пирӗн патша Саул пулмалла-и?»

12. Тогда сказал народ Самуилу: «Саулу ли царствовать над нами»

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иавис ҫыннисем [Нааса] каланӑ: ыран сирӗн пата тухӑпӑр, вара эсир пирӗн тӗлӗшрен хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑвӑр, тенӗ.

10. И сказали жители Иависа [Наасу]: завтра выйдем к вам, и поступайте с нами, как вам угодно.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Саул хӑйӗн тарҫине каланӑ: эпир кайӑпӑр-ха, пирӗн ҫав ҫын валли мӗн илсе каяс-ха? пирӗн хутаҫра ҫӑкӑр та юлмарӗ, Турӑ ҫыннине парнелеме парне те ҫук; мӗн пур-ха пирӗн? тенӗ.

7. И сказал Саул слуге своему: вот мы пойдем, а что мы принесем тому человеку? ибо хлеба не стало в сумах наших, и подарка нет, чтобы поднести человеку Божию; что у нас?

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Анчах халӑх Самуила итлеме килӗшмесӗр ҫапла каланӑ: ҫук, пирӗнпе патша хуҫалантӑр, 20. эпир те ытти халӑхсем пекех пулӑпӑр: пире хамӑрӑн патша сут туса тӑрӗ, пирӗн умра ҫӳрӗ, пирӗн ҫапӑҫусене ертсе пырӗ, тенӗ.

19. Но народ не согласился послушаться голоса Самуила, и сказал: нет, пусть царь будет над нами, 20. и мы будем как прочие народы: будет судить нас царь наш, и ходить пред нами, и вести войны наши.

1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вара Вефсамисра пурӑнакансем каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнче, ҫакӑ сӑваплӑ Турӑ умӗнче, кам тӑма пултарайӗ? пирӗн патӑмӑртан Вӑл кам патне кайӗ? тенӗ.

20. И сказали жители Вефсамиса: кто может стоять пред Господом, сим святым Богом? и к кому Он пойдет от нас?

1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вара вӗсем: пирӗн Ӑна мӗнле ӳкӗнӗҫ парни кӳмелле-ши? тенӗ.

4. И сказали они: какую жертву повинности должны мы принести Ему?

1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Филистимсем апӑссене, тухатакансене [тата ӑрӑмҫӑсене] пухнӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа арчипеле мӗн тумалла-ши пирӗн? ӑна хӑй вырӑнне мӗнле ӑсатмаллине вӗрентӗр-ха пире, тенӗ.

2. И призвали Филистимляне жрецов и прорицателей [и заклинателей] и сказали: что нам делать с ковчегом Господним? научите нас, как нам отпустить его в свое место.

1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вара ҫынсем ярса, Филисти ҫӗрне тытса тӑракансене пурне те пуҫтарнӑ та ҫапла каланӑ: Израиль Туррийӗн арчине каялла ӑсатӑр; вӑл пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе ан пӗтертӗр тесессӗн, ӑна хӑйӗн вырӑнне тавӑрмалла, тенӗ.

11. И послали, и собрали всех владетелей Филистимских, и сказали: отошлите ковчег Бога Израилева; пусть он возвратится в свое место, чтобы не умертвил он нас и народа нашего.

1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗсем Турӑ арчине Аскалон хулине ӑсатнӑ; Турӑ арчи Аскалона пырса ҫитсессӗн, Аскалон ҫыннисем сехӗрленсех ӳкнӗ: Израиль Туррийӗн арчине кунта пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе пӗтерес тесе илсе килчӗҫ, тенӗ.

10. И отослали они ковчег Божий в Аскалон; и когда пришел ковчег Божий в Аскалон, возопили Аскалонитяне, говоря: принесли к нам ковчег Бога Израилева, чтоб умертвить нас и народ наш.

1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Геф ҫыннисем] каланӑ: эппин, Израиль Туррийӗн арчи [пирӗн патӑмӑра] Гефа куҫтӑр, тенӗ.

И сказали [Гефяне]: пусть ковчег Бога Израилева перейдет [к нам] в Геф.

1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вара вӗсем Филисти ҫӗрне тытса тӑракансене пурне те хӑйсем патне пуҫтарнӑ та каланӑ: Израиль Туррийӗн арчипе пирӗн мӗн тумалла-ши? тенӗ.

8. И послали, и собрали к себе всех владетелей Филистимских, и сказали: что нам делать с ковчегом Бога Израилева?

1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫакна курсассӑн Азот ҫыннисем каланӑ: Израиль Туррийӗн арчи пирӗн патӑмӑрта ан юлтӑрах — Израиль Туррийӗн алли пирӗншӗн те, Дагон туррӑмӑршӑн та йывӑр, тенӗ.

7. И увидели это Азотяне и сказали: да не останется ковчег Бога Израилева у нас, ибо тяжка рука Его и для нас и для Дагона, бога нашего.

1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӳлхуҫа пек сӑвапли урӑх ҫук; Сансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук; пирӗн Турӑ пек тӗрекли урӑх ҫук.

2. Нет столь святаго, как Господь; ибо нет другого, кроме Тебя; и нет твердыни, как Бог наш.

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вара [Вооз] хӑйӗн хурӑнташне каланӑ: хайхи Моав ҫӗрӗнчен таврӑннӑ Ноеминь хӑй упӑшкин — пирӗн Елимелех тӑванӑмӑрӑн — анине сутать; 4. эпӗ ҫак хыпара сан хӑлхуна кӗртес терӗм, сана калас терӗм: ҫакӑнта ларакансем умӗнче, халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче ил эсӗ ҫав анана; тӳлесе илессӳ килсессӗн — тӳлесе ил; тӳлесе илессӳ килмесессӗн — мана кала, эпӗ пӗлсе тӑрам; сансӑр пуҫне илме тивӗҫлӗ ҫын ҫук, сан хыҫҫӑнхи вара — эпӗ, тенӗ.

3. И сказал [Вооз] родственнику: Ноеминь, возвратившаяся с полей Моавитских, продает часть поля, принадлежащую брату нашему Елимелеху; 4. я решился довести до ушей твоих и сказать: купи при сидящих здесь и при старейшинах народа моего; если хочешь выкупить, выкупай; а если не хочешь выкупить, скажи мне, и я буду знать; ибо кроме тебя некому выкупить; а по тебе я.

Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать; 3. ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн; 4. вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.

2. Вот, Вооз, со служанками которого ты была, родственник наш; вот, он в эту ночь веет на гумне ячмень; 3. умойся, помажься, надень на себя [нарядные] одежды твои и пойди на гумно, но не показывайся ему, доколе не кончит есть и пить; 4. когда же он ляжет спать, узнай место, где он ляжет; тогда придешь и откроешь у ног его и ляжешь; он скажет тебе, что тебе делать.

Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ноеминь ӑна тата каланӑ: вӑл пире ҫывӑх ҫын; вӑл пирӗн хурӑнташ пулать, тенӗ.

И сказала ей Ноеминь: человек этот близок к нам; он из наших родственников.

Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех