Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан ывӑнни те хӑйӗн ӗҫне турӗ-турех: унӑн куҫӗсем хупӑнма пуҫларӗҫ, кӗҫех вара вӑл ҫывӑрса та кайрӗ.

Потом усталость взяла свое: глаза начали слипаться, Егорова крепко уснула.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нимӗн чӗнмесӗр тимлӗн итлекен халӑх, хӗрелсе кайнӑ сӑн-питсем, хресченсен хаяр та тимлӗ куҫӗсем, тухса калакансенчен хӑшӗ те пулин акӑлчансемпе американецсем Архангельск крайӗнче мӗнле тискерленни ҫинчен каласа парсан, халӑх хушшинче курайманлӑхпа кӑшкӑрашни — ҫаксем пурте Драницына халӑх интервентсене хирӗҫҫине, халӑх интервентсене чунтан-чӗререн курайманнине татах та татах тепӗр хут ӗнентерчӗ.

Молчаливая, внимательно слушающая толпа, раскрасневшиеся лица, строгие, серьезные глаза крестьян, негодующие возгласы, которые раздавались в толпе, когда кто-нибудь из выступавших рассказывал о страшных, позорных событиях в Архангельском крае, — все это еще и еще раз убеждало Драницына в одном: народ против интервентов, народ ненавидит их смертельно.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хаджи-Муратӑн куҫӗсем кӳренсе йӑлтӑртатса илчӗҫ.

Оскорбившись, сказал Хаджи-Мурат.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Яковӑн куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ те, вӑл Шишигина куҫ хӗсрӗ.

Глаза Якова блеснули, он подмигнул Шишигину.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл пӑхнинче, унӑн сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ, миндаль евӗрлӗ ансӑр куҫӗсем, хӗвелпе пиҫӗхсе хуралса кайнӑ имшеркке сӑн-пичӗ, — ҫаксем пурте унӑн пурнӑҫри пысӑк опытне тата мӗн ачаранпах ӑс-тӑнлӑ пулнине кӑтартса параҫҫӗ.

Большой жизненный опыт и природный ум ощущались в его взгляде и в выражении его худощавого загорелого лица с узкими, миндалевидными желто-карими глазами.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хаджи-Мурат куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳрет, анчах куҫлӑх кантӑкӗсем те унӑн куҫӗсем ӑмӑрткайӑкӑнни евӗрлӗ йӑлтӑртатнине пытараймаҫҫӗ.

Хаджи-Мурат носил очки, но даже стекла не могли скрыть соколиного блеска его глаз.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах унӑн темӗнле тӗксӗм-симӗс тӗслӗ шӑрт ҫитӗнсе ларнӑ сӑн-питӗнчи куҫӗсем сасартӑк хаяр курайманлӑхпа йӑлтӑртатса илчӗҫ.

Но глаза на его темном, заросшем какой-то зеленой щетиной лице вдруг загорелись ненавистью.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Приемнӑйра, пӗчӗк диван ҫинче, Миллера лутака, пысӑк хырӑмлӑ, бакенбардсем пекех сарса пӑрахнӑ мӑйӑхлӑ тата куҫӗсем хӗсӗнсе ларнӑ Брагин полковник кӗтсе ларать.

В приемной, сидя на диванчике, ждал Миллера полковник Брагин, низенький, толстобрюхий, с распущенными, как бакенбарды, усами и заплывшими глазками.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн тута хӗррисем типсе кайнӑ, анчах куҫӗсем Ларри ҫине, Ларри хӑйне лӑпкӑн пӑхнӑ пекех, питӗ лӑпкӑн пӑхаҫҫӗ.

Губы у нее пересохли, но глаза смотрели на Ларри с таким же спокойствием, с каким и он смотрел на нее.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн яланах тӗллевсӗр пӑхакан чалӑш куҫӗсем тарӑхса кайнипе йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ.

Обычно тупое, безразличное выражение его косых глазок сменилось яростью.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тухтӑрӑн пит-куҫӗ татах та ытларах тӑртанса кайнӑ, куҫӗсем шыҫӑнса пӳрленнӗ, Маринкин выртакан нар патӗнче виҫҫӗн тӑраҫҫӗ: Америка лейтенанчӗ, тӑлмачӑ тата Англи салтакӗ.

Лицо доктора еще более опухло, глаза воспалились, возле нар, на которых лежал Маринкин, стояли трое: американский лейтенант, а затем переводчик, сержант-белогвардеец и солдат-англичанин.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейӑн ывӑнса халтан кайнипе куҫӗсем хупӑнаҫҫӗ, темӗн пекех ҫывӑрас килет пулин те, вӑл тухтӑра пӑрахса каймасть.

У Андрея от усталости слипались глаза, но, как ему ни хотелось спать, он не мог оставить доктора.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн ӑслӑ та чӗрӗ куҫӗсем кӑна ӗлӗкхи пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Только умные, живые глаза блестели по-прежнему молодо.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Куҫӗсем айӗ лаптӑкӗ-лаптӑкӗпе юнӑхса кӑвакарса ларнӑ, асап курса пӗтнӗ сӑн-пит тӑрӑх Шенкурск большевикне, Егорова, палласа илме те хӗн.

Глядя на измученное лицо с большими синими кровоподтеками под глазами, трудно было узнать в Егорове одного из ответственных работников Шенкурска.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл ывӑннипе куҫӗсем хуралса килнине, ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухнине туйма пуҫларӗ.

От усталости у него мутилось в глазах, затем он почувствовал капли холодного пота на лбу.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл ыратнине туймасть, анчах куҫӗсем темшӗн ҫунаҫҫӗ.

Боли он не ощущал, только глаза почему-то горели.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Флегонтов та Тихон пекех хӑюллӑ калаҫать, унӑн куҫӗсем харсӑррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Флегонтов отвечал так же смело, как Тихон, глаза у него дерзко поблескивали.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак ҫӳллӗ те имшеркке ҫыннӑн куҫӗсем тӗлӗнмелле йӑлтӑртатнӑн туйӑнчӗ Андрее.

Андрею показалось, что обычно тусклые глаза этого высокого худого мужика странно сверкают.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл тӗмеске ҫинче ларать, унӑн хура куҫӗсем таҫта инҫене, вӑрман ҫинелле, ӑнланса илме ҫук тимлӗхпе пӑхаҫҫӗ йӗри-тавра мӗн пулса иртнине асӑрханӑ та, асӑрхаман та вӑл.

Он сидел на холме, и темные глаза его с непонятным упорством смотрели куда-то в даль, за лесную кромку, он и замечал, и не замечал того, что делалось вокруг.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Выльӑх пӑхакансем мӗн-мӗн туни пӗтӗмпех вӗсен куҫӗсем умӗнче пулса иртет, ун ҫине пӗрле пӑхса савӑнассинчен пысӑкрах хаваслӑх урӑх пулман.

Все созданное и сделанное животноводами проходило перед их глазами, и не было большей радости, как вместе любоваться им.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех