Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑпани тепӗр тӑм чӑмаккине те ҫӗклесе пӑрахса салатрӗ, кӑвакалӗсене ывӑс ҫине хурса, хӑмаран ҫапса тунӑ сӗтел пекки ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Демин та, паллах, мӗн хушнине тунӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Телегин сирӗн ывӑлӑра Давида ҫӑлас тесе мӗн пултарнине пӗтӗмпех тунӑ, вӑл командир пулнипе пытарнӑ, тыткӑнра чух та чирлесен — сывалма, выҫӑ чухне — тӑрантарма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мана вара вӑл… э-э… поляксем патӗнчен тарнӑ чухне тискер ӗҫ тунӑ тесе ӗнентерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр ҫакӑ ҫеҫ кӑштах лӑплантарать: темле йӑнӑшсем тунӑ пулсан та, эпӗ совӗҫе, чуна хирӗҫ кайман, ку е вӑл ӗҫе халӑхшӑн усӑллине чӗререн ӗненнипе, шаннипе ҫеҫ туса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӗрӗс тунӑ, — ырларӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир Совет влаҫӗ юлташлӑха хирӗҫ тӑшманла ӗҫ тунӑ хурахсене тытса хупӗ, пӗтӗм укҫана кассӑна тавӑрса партарӗ тесеччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ӗнтӗ ытахаль хурахла ӗҫ мар, ку вал — Совет влаҫне хирӗҫ ятарласа тунӑ провокаци…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак тискер ӗҫе те Мининпа юлташӗсемех тунӑ, тен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗчӗк ҫӗршывсенчи Гитлер васкаса тунӑ «правительствӑсенче» ларакан сутӑнчӑк лакейсем кӑна вӑрӑ-хурахла атаман умӗнче пӗкӗрӗлеҫҫӗ.

Только предательские лакеи, спешно сделанные Гитлером из малых стран, сгибают свои спины перед грабительским атаманом.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Тин кӑна ачашшӑн та ҫепӗҫҫӗн калаҫакан Машук кӑмӑлне такамсем пӗтӗмпех улӑштарчӗҫ тейӗн, тӑрст-тӑрст! уткаласа ҫӳрерӗ вӑл кил ӗҫӗсене тунӑ майӑн, мунчаран таврӑннӑ арҫынсене сӑйланӑ чухне те сӗтел ҫине шап! лартрӗ кӑмакаран кӑларнӑ шаркку чӳлмекне, шапӑр! тӑкса пачӗ йывӑҫ кашӑксене.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак ӗҫе те Телегин вӗслетнипех тунӑ пулӗ теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак пӗчӗкҫеҫ хыпар Крапивина ҫав тери хавхалантарса ячӗ, пӗр-пӗр питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунӑ тейӗн ҫав.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӗрӗс тунӑ, питӗ тӗрӗс! — тӑна кӗчӗ кил хуҫи те.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кун вӗсем ирхи апат тунӑ май кӑшт мухмӑр чӗрткелерӗҫ те каялла Йӗпреҫ вӑрманне мар, пач урӑх енне — Чурачӑкалла тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Апла камсем тунӑ ӑна?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Кожтрест» кантурне ҫаратнӑ пек тунӑ хыҫҫӑн Телегин тепӗр вырсарникунах Йӗпреҫ пасарне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, пӗр-пӗр хура ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн хурахсем йӗрне шӑпах Йӗпреҫ патнелле ҫитеспе тӑнч ҫухатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ачине юратакан е кӗрӳшне хисеплекен ашшӗ тунӑ йӑнӑша тупса палӑртасси, паллах, ним те мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех