Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна паллатӑп: вӑл манран виҫӗм ҫулах ҫӗр червонец илнӗччӗ; эпӗ кивҫен панӑ укҫана илме кӗнӗ пек, ун хыҫҫӑн утрӑм, вӗсемпе пӗрлех хулана кӗрсе кайрӑм».

Он человек мне знакомый: еще с третьего года задолжал сто червонных. Я за ним, будто бы затем, чтобы выправить с него долг, и вошел вместе с ними в город.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Сирӗн йӑли ҫавӑн пек пулмалла ӗнтӗ: порцие икӗ хут ӳстерме ирӗк парсан, эсир ураран ӳкиччен кӳпсе тултарма хатӗр, Христос тӗнне тытакан ҫар тӑшманӗ вара сирӗн шӑлавара хывса илме кӑна мар, сире питрен сурма та пултарать, эсир ҫапах та илтместӗр».

У вас, видно, уже такое заведение: коли позволишь удвоить порцию, так вы готовы так натянуться, что враг Христова воинства не только снимет с вас шаровары, но в самое лицо вам начихает, так вы того не услышите.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пӳлӗме Андрий чиперрӗн куҫпа виҫсе илме те пултараймарӗ.

Которую он начал внимательно рассматривать.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Лав патне пырса тӑрсан вӑл хӑй мӗншӗн килнине те манса кайрӗ: аллипе ҫамкине нумайччен сӑтӑркаласа хӑйне мӗн кирлӗ пулнине аса илме тӑрӑшрӗ.

Пришедши к возам, он совершенно позабыл, зачем пришел: поднес руку ко лбу и долго тер его, стараясь припомнить, что ему нужно делать.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

«Икӗ ҫул каялла, Киевра?» терӗ Андрий, бурса пурӑнӑҫӗнчен мӗн те пулин аса илме тӑрӑшса.

— Два года назад… в Киеве… — повторил Андрий, стараясь перебрать все, что уцелело в его памяти от прежней бурсацкой жизни.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Запорожецсем крепость илме юратман; парӑнтарас тесе йӗри-тавра хупӑрласа тӑнине вӗсем хӑйсемшӗн чыслӑ ӗҫ тесе шутламан.

Запорожцы не любили иметь дело с крепостями, вести осады была не их часть.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫӑлӑнма пултарнисем пурте ҫӑлӑнчӗҫ, ун чухнехи йӗркесӗр те нимскере шута илме пӗлмен ӗмӗр йӑлипе вырӑнтан хускалса тарса пӗтрӗҫ.

Все, что могло спасаться, спасалось; все подымалось и разбегалось, по обычаю этого нестройного, беспечного века.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫав сехетрех темиҫе ҫын Днепрӑн тепӗр енчи ҫар складне, шыв айӗнче тата хӑмӑшсем хушшинче вӑрттӑн упракан ҫар казнипе тӑшмантан туртса илнӗ хӗҫпӑшала илме кайрӗҫ.

В тот же час отправились несколько человек на противуположный берег Днепра, в войсковую скарбницу, где, в неприступных тайниках, под водою и в камышах, скрывалась войсковая казна и часть добытых у неприятеля оружий.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Йӑла тӑрӑх, Кирдяга ӑна илме килӗшмӗн.

Кирдяга, по обычаю, тотчас же отказался.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ку ҫаран тӑрӑх вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫ историне сывлӑм ӳкнӗ курӑк ҫийӗпе чупкаласа ҫӳренӗ ҫулсенчен пуҫласа унта хӑракаласа, хӑвӑрттӑн чупса пыракан хура куҫхаршиллӗ козачкӑна кӗтсе тӑнӑ ҫулсем таранах аса илме пултараҫҫӗ.

Тот луг, по которому они могли припомнить всю историю своей жизни, от лет, когда катались по росистой траве его, до лет, когда поджидали в нем чернобровую козачку, боязливо перелетавшую через него с помощию своих свежих, быстрых ног.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Козак мухтавлӑхне ҫапӑҫса илме вӑхӑт!»

Пора доставать козацкой славы!»

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пӗр мусульманин чирлесе ӳкнӗ те хӑй тарҫине лекарь патне эмел илме янӑ.

Один мусульманин захворал и велел слуге сходить к лекарю за лекарством.

Мусульманинпа тарҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫакна каласа та ӗлкӗреймерӗ вӑл, хӗрарӑм ҫӗҫӗ илчӗ те хӑй упӑшки патне, сӑмсине касса илме тесе пычӗ.

Не успел он это сказать, как женщина схватила нож и бросилась к своему мужу, чтобы отрезать ему нос.

Арӑмӗ упӑшкине юратни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Эсӗ мана сутса ярас пулсан, тӑват-пилӗк ана ҫеҫ илме пултаратӑн, пусас пулсан та — ман аш виҫ-тӑватӑ пайсалӑх кӑна пулать.

— Если ты меня продашь, то получишь только четыре-пять ан, а если зарежешь на еду, мяса моего наберется всего на три-четыре пайсы.

Попугайӑн виҫӗ канашӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл пӗр самантрах урусене тӑпӑлтарса илме пултарать!

Да она тебе вмиг ноги вырвет!

Ырӑ канаша итлеменнисем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Лавккаҫӑ мана улталама, ытлашши илме пултарать!

— Лавочник меня надует — лишку возьмет!

Ҫулҫӳревҫӗпе харампыр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Эпӗ япала илме пӗлместӗп ҫав, — терӗ харампыр.

— Я не умею делать покупки, — ответил дармоед.

Ҫулҫӳревҫӗпе харампыр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тӑрнана илме вара йытта ячӗҫ.

Тогда за журавлем послали собаку.

Сулайман патшапа нумай пӗлекен тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Патша тӑрнана илме лашана ярать.

Царь послал за журавлем коня.

Сулайман патшапа нумай пӗлекен тӑрна ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Упӑте вара пысӑк татӑкне чӗпӗте-чӗпӗте илме тытӑнчӗ.

И обезьяна принялась отрывать по крошке от большого куска.

Йытӑ, кушак тата упӑте ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех