Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат сăмах пирĕн базăра пур.
апат (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине апат ҫиме пӗр сӗтел хушшине лартӑмӑр.

Сели обедать за общим столом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Унта вара ҫавӑн пекех вырнаҫса ларса, вӑл ирхи апат ҫиме тытӑннӑ.

Здесь, расположившись в той же позе, он принялся за завтрак.

LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кӗсри хӑй хуҫине питех пӑхӑнасшӑн пулман, тутлӑ апат патӗнчен ӑна вӑйпа туртса кайма тивнӗ.

Кобыла очень неохотно подчинилась своему хозяину — пришлось силой оттащить ее от вкусного корма.

LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Лешсем кӑна: «Епле эсӗ ҫулла ху валли апат хатӗрлеймерӗн?» — теҫҫӗ.

Муравьи сказали: «Что ж ты летом не собрала корму?»

Шӑрчӑкпа кӑткӑсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кашкӑр качакана, сыснана, ҫынна шӑршласа пӑхать те калать: «Ку ҫемҫе апат, эпӗ кӑна кайран ҫийӗп, кӳр малтан ҫак ҫӗмӗрен хирлӳне ҫием», — тет.

Волк понюхал козу, кабана и человека и сказал: «Это кушанье мягкое, я съем это после, а прежде дай съем эти жилы на луке».

Кашкӑрпа ҫӗмӗрен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кӑшт тӑрсан, хай апат пӗҫерекен пӑрҫа, ҫарӑк, сухан иртме тытӑнать.

Немного погодя повар стал чистить горох, репу и лук.

Йытӑпа апат пӗҫерекен ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Апат пӗҫерекен пӑру пуснӑ та пыршисене тула кӑларса ывӑтнӑ.

Повар убил теленка и бросил кишки на двор.

Йытӑпа апат пӗҫерекен ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ирхи апат пӗтрӗ ӗнтӗ пирӗн.

Теперь пропал наш завтрак.

LVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Юнлӑ апат ҫӑткӑн тискер кайӑксен аппетитне татах ӳстерсе янӑ пулмалла, вӗсем ӗнтӗ йывӑҫ айӗнче хӑйсен юнланса пӗтнӗ тутисене ҫуласа тӑнӑ.

По-видимому, кровавый обед еще больше раздразнил аппетит хищников, и они стояли теперь под деревом, облизывая свои запачканные кровью морды.

LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫывӑрма выртас вырӑнне пӗтӗм ушкӑн кӑвайт тавра пуҫтарӑнса, каҫхи апат ҫиме ларнӑ.

Вместо того чтобы лечь спать, вся группа собралась около костра.

XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем умне сӗтел ҫине каҫхи апат мар, Мексикӑри кашни авантюристӑн яланхи юлташӗ — испански карт колоди тухса выртать.

На столе перед ними появляется не ужин, а колода испанских карт — неизменный спутник каждого мексиканского авантюриста.

ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Жилин ял тулашне ту ҫине кайма тухнӑ, вӑл крепӑҫ ӑҫтине пӗлесшӗн пулнӑ.

Пошел после обеда за аул на гору, — хотел оттуда место посмотреть.

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл шӑлнӗпе каҫхи апат хыҫҫӑн калаҫнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара яш ача ҫывӑрма кайнӑ пулмалла.

Он беседовал со своим кузеном после ужина, и потом юноша, повидимому, пошел спать.

XXXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Плантатор юлашки хут ывӑлне каҫхине апат хушшинче курнӑ, кайран вӑл ҫывӑрма кайнӑ пулӗ, тесе шутланӑ.

Плантатор в последний раз видел сына за ужином и предполагал, что он после этого пошел спать.

XXXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Генри спальнине кай та вӑл унта пулсан, апат ҫиме чӗнсе кил.

— Пойди в спальню Генри и, если он там, скажи ему, что мы уже кончаем завтракать.

XXXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Америкӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи йӑла ҫакӑн пек: ирхи апат ҫиме пӗтӗм ҫемье пӗр вӑхӑтра пуҫтарӑнмалла.

На юго-западе Америки принято, чтобы к утреннему завтраку вся семья собиралась одновременно к определенному часу.

XXXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл апат ҫисе ларакан старикӗн лаши пӗчченех сухаланине курнӑ та: «Мӗнле санӑн лашу хӑй тӗллӗнех сухалать?» — тесе пырса ыйтнӑ.

Увидал, что старик сидит завтракает, а лошадь одна пашет; барин вышел из кареты и говорит старику: «Как это у тебя, старик, лошадь одна пашет?»

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Старик апат ҫиме ларсан, ачи ӑна калать: «Кӳр, атте, хам сухалам», — тет.

Старик сел завтракать, а мальчик говорит: «Дай, батюшка, я буду пахать».

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫынҫиен, арӑмне итлесе, ачасене пусман, вӗсене апат ҫитерсе хӑй хӗрӗсемпе пӗр пӳлӗме вырттарма хушнӑ.

Людоед послушался, велел их накормить и положить спать вместе с своими девочками.

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Старасти кулса янӑ: «Атя эппин, халӗ эсӗ выҫӑ варлӑ, ахӑр, тытса чарӑп, апат хыҫҫӑн тытса та чараймӑн», — тенӗ.

Староста посмеялся ей и сказал: — Ну, пойдем. Ты теперь натощак, так я удержу; а после обеда и не удержать.

Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех