Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юрать, юрать, — терӗ Сехре, пӗрремӗш хут ӗҫе каяссине ҫиленмесӗр йышӑнса.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл та Сехрене килте лартӑр тет пулӗ ӗнтӗ, нимле ӗҫе юрӑхсӑр тесе шутлать пулӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл пӗрре утӑ турттарма кайса килчӗ, тепре вӑрлӑх турттарма тухрӗ, урӑх Марине бригадир ун патне ӗҫе чӗнме пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрмана яма ӑна наян терӗҫ пулӗ ӗнтӗ, ун ячӗ вӑрмана каякансен списокӗнче ҫукчӗ, ытти ӗҫе ниҫтах та чӗнсе каймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Конюхран кӑларнӑ хыҫҫӑн Сехре Иванӗ пӗр вӑхӑт хушши колхозра нимле ӗҫе те хутшӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ӗҫе туса пӗтермесӗр тепӗр ӗҫ илес мар, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пуррине пур та, ӗҫе тин тытӑннӑ вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Час-часах ытти ҫӗрте ниҫта ҫук ӗҫе туса хурать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл парторгпа колхоз председательне вӑрман хатӗрлес ӗҫе вӑхӑтра тытӑннӑшӑн ырласа илчӗ, эртел ӗҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир ку ӗҫе мӗнле хаклама пӗлнине кӗркунне курӑпӑр: мана тӗрӗс ӑнлантӑр пулсан, эсир лайӑх кок-сагыз ӳстермелле, кок-сагыз сахал тухсан вара — начар ӑнланнӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фантазие вӑрҫӑ пӗтиччен чарса тӑрас пулать, ун пек ҫӗнӗ ӗҫе аппаланма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ, хам пулсан, ку ӗҫе сан бригадӑна панӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗмӗрсе тӑкас тесе Сталин пире пурсӑмӑра та хамӑр ӗҫе, тата тӑрӑшарах тума хушать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Малтанхи ҫул хӑшӗ-пӗрисем ӗҫе виҫҫӗ-тӑваттӑ пырса каламасӑр та тухмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, хӑйӗн темӗн пек вӑй пуҫтарӑннине туйса илсе, фермӑра пырса тӗкӗнмен пӗр кӗтес хӑвармарӗ, пур ӗҫе те ҫӑмӑллӑн, выляса тенӗ пек, турӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ӗҫе тӗрӗс тӑваҫҫӗ, тепӗрне вара пӗрре те эп шутланӑ пек тумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле ӗҫе чӗнеҫҫӗ — тух, сан ачу-пӑчу ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫре маттур пулмалла, хушнӑ ӗҫе вӑхӑтра тумалла, анчах коллектив ӗҫне хӳтӗлеме те пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку пӗтӗмӗшле сӑмахсем Ятман кӗтнӗ сӑмахсем пулмарӗҫ-ха, вӑл агроном ӗҫе тӗплӗрех тишкӗрессе ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сӑмах илчӗ, Симуна хӳтӗлесе, фермӑсем ҫинчен тата та ытларах чарӑнса тӑчӗ, Тутаркас комсомолецӗсем лашасене пӑхас ӗҫе йӑлтах хӑйсен аллине илни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех