Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир Калюкова сутӑннӑранпа вӑрӑ-хурахсен эшкерӗ мӗн чухлӗ тискер ӗҫ тунӑ, ҫавна шутласа пӑхнӑ-и? — терӗ малалла Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем ҫеҫ-и, саботажникссм, ҫын вӗлерекенсем, ҫаратакансем, хӗрарӑмсене пусмӑрлакансем, кӗсъе вӑррисем, урам пуҫтахӗсем мӗн чухлӗ тата…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн чухлӗ милиционера малашлӑха шута илмесӗр вӗрентмеҫҫех ӗнтӗ, так ахаль тӑккаламаҫҫех ура ҫине тин тар акан ҫӗршыва ахаль те ҫав тери кирлӗ укҫа-тенке…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эй, унта мӗн чухлӗ чӑрмав сиксе тухӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Филимон Петрович, тепӗр чухне иртнӗ пурнӑҫа тишкерме тытӑнатӑп та шалт тӗлӗнетӗп: мӗн чухлӗ йӑнӑш туса пӗтермен-ши эпӗ хам ӗмӗрте!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пирӗн ялта ял хуҫайствине коллективизацилесси чарӑнса ларни ӑна нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантармасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Класс тӑшманӗсене мӗн чухлӗ кӑкларӑмӑр ӗнтӗ, вӗсем пур — татах таҫтан тупӑнса пыраҫҫӗ, ҫӗнӗрен шӑтса ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тем чухлӗ врач чӗнтернӗ ун патне, анчах усӑсӑр: чир вӑйлансах пынӑ.

Много врачей было вызвано к нему, но бесполезно: болезнь становилась все сильнее.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Турӑ умӗнче ыйтатӑп, — турӑш енне ҫаврӑнса, виҫӗ хутчен хӗрес хыврӗ ҫавӑнтах, — сана миҫе ҫул кӗтмелле пулать — ҫавӑн чухлӗ кӗтӗп, сывлӑхсӑр таврӑнсан та йышӑнӑп, анчах пӑрах хӑвӑн ӗҫне, тупата, пире тек капла пурӑнма пачах та май ҫук…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паҫӑр кӑна упӑшкине ҫак ҫулсенче тарӑхни, ӳпкелени, кӗвӗҫни, эрленни, намӑсланни, нушаланни мӗн чухлӗ капланса ҫитнине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа тӑкас шухӑшлӑскер, Санюк Антуна куҫран хӗрхенсе-хӗрхенсе пӑхрӗ те: — Юрӗ, — терӗ ассӑн сывласа.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлни кӑна мар, Антун вӗсене чунран пулӑшма хатӗр, мӗн чухлӗ кирлӗ ҫавӑн чухлӗ укҫа парса хӑварма пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков ӑна ҫакӑншӑн мӗн чухлӗ ятламан-ши, анчах хӑйне пуринчен мала хуракан ҫынна ӑҫтан витерӗн…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, пӗлсен-пӗлмесен те, малашне те каплах пулсан, вӑл хӗреснашшӗне, милицие нимӗн чухлӗ те усӑ кӳреймӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук, ҫук, ку ача чайнӑйра манӑн укҫа нумаййине курчӗ-ҫке, угрозыск агенчех-тӗк, нэпман мар, кулак та мар манашкал ҫыннӑн ун чухлӗ пулаймасса тӳрех тавҫӑрса илмелле, ку таранччен тытса, эпӗ камне тӗрӗслемелле…»

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр хуҫӑлнӑ турата ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт иртсен, ӑҫтан сыпайӑн…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темшӗн-ҫке, Мӗтри ялти ялхуҫалӑх юлташлӑхӗпе хытӑ кӑсӑкланчӗ: миҫе ҫын унта, ҫӗрӗ мӗн чухлӗ, патшалӑх еплерех пулӑшать, укҫи-тенки кассӑра чылай-и — пурне те, пурне те ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн чухлӗ ҫынна судра нивушлӗ ӗненмӗҫ?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кам эсрелӗ ҫавӑн чухлӗ ыйтать пӗр четвӗртшӗн? — тӗлӗнчӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Ҫӗпӗртен таврӑнса вӑрӑ-хурах ӗҫне чӑнласах пуҫӑннӑ чухне тӗллевӗ урӑхчӗ-ҫке Антунӑн, ҫын вӗлересси марччӗ, кирлӗ чухлӗ мул пухасси кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, ку таранччен тем те хӑтланнӑ-ха вӗсем, ҫапах тискер ӗҫсем юлашки кунри чухлӗ тумашкӑн тӳр килменччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех