Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑракан ачине пырса тӗрӗслесен хӗрарӑм тарҫӑсене ӑна сӑнасах тӑма хушса Сююнбике кӑшт тирпейленкеленӗ хыҫҫӑн хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхне хирӗҫ чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Княжна ывӑлӗ, чылай пысӑк ача пулнӑскер, вырӑссене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чух етре пырса тивнипе вилсе выртнӑ, ханӑн аслӑ ывӑлӗсем, Булюкпа Мубарек, пӗр вӑхӑт Хусана килсе пурӑннӑ та тем килӗшменнипе каллех Бахчэ-Сарая тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр тутарне, ыттисенчен чаплӑрах тумланнӑскерне, атамана хирӗҫ илсе пырса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мускава пырса кайнӑ, аслӑ княҫа тӳрӗ кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑма пулнӑ мӑрсасем сутӑнса хан майлӑ ҫаврӑнса ӳкмен-и?

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акӑ кур, — терӗ мӑрса хӗҫе вӗҫертмесӗрех ун умне пырса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ хутчен пырса пӑхрӗ Северьян чӳречерен — икӗ хутӗнче те Нухрат пулас упӑшкипе сӗтел хушшинче саркаланса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Киле пырса ҫӳремеҫҫӗ те-и?

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗненес те килмест, вӑл пирӗн ӑрӑва, пирӗн ачасен ӑрӑвне те пырса тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Хан алӑк патне пырса темле чиновника чӗнсе илчӗ те ӑна Мухамедьяр поэта Пӑлхара куҫарасси ҫинчен хут ҫырса хатӗрлеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Акӑ пирӗн поэт та ҫитрӗ! — терӗ хан хитре хӗрарӑма унпа паллаштарма ҫавӑтса пырса.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сан пата кам пырса харкашса кайрӗ? — сӑмаха ҫавӑн патнех илсе пычӗ хан.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян кӑнтӑрла хан хӑлхине тӗлӗнмелле сӑмах пырса кӗнӗччӗ, Ковгоршад ӑна Булат Ширин ханлӑх ӗҫӗсенчен айккинелле пӑрӑнма шутлать тесе пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑка уҫсанах княҫсен сӑмсине тутлӑ шашлык шӑрши пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тукай мӑрса патне пырса ҫӳреттӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Василь-Новгородра Сӑр таврашӗнчи чӑвашсемпе ҫармӑссем вырӑссем патне пырса вӗсенчен хӑйсене Мускав хӳттине илме ыйтнине пӑхса тӑнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах хальхинче хӑюллӑн пырса шаккани те пулӑшмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уншӑн та тавах ӑна, ҫын кӑтартса янӑ пӳрт алӑкне хӑюллӑнрах пырса шаккатӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, инҫе ҫула кай-ма пуҫтарӑннӑ ҫынна, ҫӗр выртнӑ ялтах асӑрхаттарчӗҫ, мӑн ҫулпа вӗҫӗмсӗр ҫар анать, пырса ҫакланмалли ҫук, ним ыйтса тӑмасӑрах тытса хупаҫҫӗ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет хӑйне янахран пырса ҫапса ыткӑнтарса янӑ хыҫҫӑн тӑна кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет ӑна тепре туртса ҫапасшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, кукленсе ларнӑ Ятламас хӑвӑрттӑн ҫӗкленчӗ те хакима янахран пырса тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех