Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата Хусан ун пек пӗрре пырса тапӑннипе илмелли хула та мар вӑл.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эх, хамӑр пырса кӗриччен ниҫта та ямалла марччӗ вӗсене! — хӑйне хӑй вӑрҫнӑ пек калаҫрӗ Петр Серебряный князь.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс ҫарӗсем патша уйӑрса хунӑ наместникпе пӗрле тутарсен шӗкӗр хулине пырса кӗме хатӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода хулана пырса кӗрет, эс ҫав вӑхӑтра тухса каятӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир пырса кӗриччен хуларах пулатӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, ҫакӑн пек кӑткӑс вӑхӑтра, вырӑс воеводи Хусана пырса кӗрес чух, мӑрсасемпе ҫапӑҫни вутпа выляни пулать, — вӗрентсе каларӗ Адашев.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пырса кӗчӗ те воеводӑсене те, патша окольничине те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: вӑл Хусантан пӗччен килмен иккен, хӑйпе пӗрле сакӑрвун тӑватӑ мӑрсана илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ӗҫ калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх пӗр вӑхӑтра пулса иртмелле: Шигалейӗн хӑйӗн ҫыннисемпе Новоград Свияжскине тухса килмелле, вырӑс воеводин, вырӑс стрелецӗсемпе пищальникӗсен ҫав хушӑра Хусана пырса кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунпа пӗрлех воеводӑпа Адашев ӑна ҫапла асӑрхаттарса хучӗҫ: патшаран кӑларнӑ пулсассӑн та Шигалейӗн вырӑссем пырса кӗриччен хуларан тухса каймалла мар.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода сӗтелӗ ҫине патша ҫырнӑ хута пырса хумалла.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Новоград Свияжскинчен пырса ҫитсен Черемисинова тӳрех Шигалей чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода патне ҫывхарас умӗн патша кимми ҫинчи кӗсменпе ишексем ӗҫлеме пӑрахрӗҫ те, пысӑк кимӗ хӑйӑрла ҫырана сулӑм вӑйӗпе ҫеҫ пырса тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана пӗр ҫапӑҫусӑр, юн тӑкмасӑр пырса кӗретпӗр, мӗнле савӑнмалла мар ҫавӑншӑн?

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалей, пӗрре тӑрса кайнӑскер, каллех ун ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пырса кӗмелле те тӳрех княҫсемпе, мӑрсасемпе ҫапӑҫма пуҫламалла.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан керменне пырса ҫитсен тутарсем алӑк ик енпе тӑрса вырӑссене малалла иртме ҫул пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода патӗнчен тухсан вӑл тӳрех Черемисинова шыраса тупрӗ, чупса пырса ӑна ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Арск ҫыннисене ма тытса чармарӑр? — ыйтрӗ вӑл лешсем хӑракаласа ун умне пырса тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуралҫӑ тавӑрса калас вырӑнне йӗннинчен ятаганне кӑларчӗ, ӑна хатӗр тытса Ахмедзян хыҫне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Муллана ирӗксӗр сӗтӗрсе пырса ҫыртарчӗҫ ҫырӑва.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех