Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрлӗхе сăмах пирĕн базăра пур.
ӗмӗрлӗхе (тĕпĕ: ӗмӗрлӗхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ырра мар-ха та ку ярханах алхасни, хӑйне валли ӗмӗрлӗхе асап тупать те-ха вӑл, пилсӗр этем!

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗнтӗ эпир иксӗмӗр пӗр-пӗрне ӗмӗрлӗхе ҫухатрӑмӑр-ши?

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна ҫак самантра Ахтупайсен кӗҫӗн алӑкӗ уҫӑлса хупӑнассӑнах, унтан Эрнепи чӗрине ӗмӗрлӗхе тыткӑна илнӗ каччӑ сиксе тухассӑнах туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрататӑп сана, савнӑ тусӑм, ӗмӗрлӗхе юрататӑп! — терӗ те Саша, ӑшшӑн ыталарӗ хӑйӗн савнине.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах арҫын юратӑвӗ ӗмӗрлӗхе пымасть иккен.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эс маншӑн ӗмӗрлӗхе чи юратнӑ тус пулса юлӑн…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Савнине пӗтӗм чунтан юратнӑскер, ашшӗ ирӗксӗр юратман ҫынна качча парсан, ӗмӗчӗ ӗмӗрлӗхе татӑлассине туйнӑскер, Елюк хӑй туйӑмне Сашшана палӑртмасӑр пурӑнма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫыннӑн пурнӑҫне ӗмӗрлӗхе пӑсса ят ярасси уншӑн нимӗн те мар иккен: хӑнт та тумасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Тимӗр — тутӑхать вӑл, сӑмалаллӑ хӑма ӗмӗрлӗхе пырать — пӗр шӗкӗ те шӑтарас ҫук, ҫӗрес те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен юратӑвӗ — ӗмӗрлӗхе, хӑйсен юрату киммине ку хутӗнче кил-тӗрӗш ҫыранне пырса ҫапӑнтармӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки юратӑвӗ ӗмӗрлӗхе пымасан мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, шкулта вӗреннӗ ҫулсем ӗмӗрлӗхе асра юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Колхозсем йышӑнса тӑракан ҫӗре вӗсене тӳлевсӗр тата ӗмӗрлӗхе усӑ курма ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Земля, занимаемая колхозами, закрепляется за ними в бесплатное и бессрочное пользование.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ, кӑштахран вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Во время него 37-летнему мужчине из Новочебоксарска стало плохо, и через некоторое время он скончался.

Хоккеист вӑйӑ вӑхӑтӗнче вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31559.html

Франсуа, ӑс-тӑн Ӗмӗрлӗхе шухӑшпа ыталать!..

Дух созерцает Вечное, Франсуа!..

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Ф.Н. Плевако ячӗллӗ ылтӑн тата кӗмӗл медаль лауреачӗ Юрий Кручинин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Вчера, 25 января, ушел из жизни заслуженный юрист Чувашской Республики, лауреат золотой и серебряной медали имени Ф.Н. Плевако Юрий Кручинин.

Юрий Кручинин адвокат пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30852.html

Вӗсенчен кӑшт-кашт кӑна ыйтса пӗлнипех эпӗ вӗсем хӑйсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе ҫӗртни ҫинчен пӗлтӗм, ҫакӑн ҫинчен аса илсенех халӗ манан ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе каять.

Но тут, после самых поверхностных вопросов, передо мной раскрылась картина такого бесчестья, что я не могу спокойно вспоминать об этом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман ӗҫсене ҫав империн летопиҫӗсем ҫине ҫыртарса хурса ятӑма ӗмӗрлӗхе историе кӗртсе хӑвараттӑм.

Мои деяния были бы увековечены в летописях той империи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Патшана, помещиксене, пусмӑрҫӑсене курайман халӑх тӑван ҫӗршыва ҫӑлакана юлашки хут чысланӑ, унӑн ятне ӗмӗрлӗхе упраса хӑварнӑ.

Народ, ненавидевший царя, помещиков, угнетателей, отдавал последнюю почесть освободителю отечества и навеки сохранил его имя.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вара, ҫак руль патӗнче уткалакан — тир тӑлӑп тӑхӑннӑ, ҫӑмламас ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пысӑк ҫын та ӗмӗрлӗхе тухатнӑ пек чарӑнса тӑрать те текех: — Орр-оп! О-урр… — тесе мӗкӗрмест.

И большой человек в рваном овчинном тулупе, в лохматой бараньей шапке, шагающий у руля, остановится недвижимо, заколдованный навеки, не будет рычать: — Орр-оп! О-урр…

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех