Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тен, ӑслӑ шухӑш тупӑнӗ».
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗпӗрнатора эпӗ хам Пӑкачав майлӑ пулнӑ пек хӑтланни ӑслӑ маневр ҫеҫ иккенне каласа ӑнлантаратӑп…»
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗрӗн ӑслӑ та шӑп вӑхӑтлӑ сӑмахӗ ун ҫиллине ирттерсе ячӗ курӑнать.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ йӑлана хисеплесе упракан халӑх пирки те ман — ҫав сӑмахах: ӑслӑ, пысӑк чунлӑ, ҫутӑ ӗмӗтлӗ вӑл.
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Турӑ пекех ӑслӑ ҫын вӑл, Аванкай мучи, — терӗ.
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑслӑ каларӗ Хусанкка.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах асту, шӳтӳ пӗрре те ӑслӑ мар.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӳпере унта ӑслӑ, ҫӗр ҫинчи пек чикӗ ҫук, вырӑнӗ пурне те ҫитет-ҫке…
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ытла ӑслӑ каларӗ-ҫке!»
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Кӑвапине каснӑ чухне, — пӗлтерчӗ вӑл пурте илтмелле, — «Аҫу пек ҫирӗп те вӑйлӑ, ӗҫчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртӑ тытма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та, тӑшманпа кӗрешме те пултар. Патька-патша пек ӑслӑ, пархатарлӑ, ҫынсемпе тарават, ырӑ кӑмӑллӑ пул. Вӗсем сан ҫинчен ӗмӗр ырӑ сӑмах кӑна калаччӑр», — терӗм.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑслӑ та ӑста ҫынччӗ.
Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӑтмаха ӑсаннӑ маттуртан та маттур Зарубин, ӑслӑ та тавҫӑруллӑ Хлопуша, нимрен хӑраман Белобородов1…
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслушӑн карчӑк ӑслӑ, пурне те кирлӗ ҫын, сиплӗҫ.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сирӗн шухӑшсем, кӑмӑлсем, Чаплӑ ӑслӑ сӑмахсем, — Илтсен чунӑм хӗпӗртет, Хавасланса ҫӗкленет.
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Вӑл ырӑ, ӑслӑ этем.
Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Шахматла ӑна ӗмӗртен ӑслӑ ҫынсем вылянӑ, шухӑшламалли япала вӑл.
Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.
— Ҫапла кӳлӗ хӗрринче пуҫ ватса ҫӳренӗ те председатель пӗррехинче, ӑслӑ шухӑш шӑмпӑлт! кӑна пырса кӗнӗ унӑн пуҫне.
Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.
Ачасем «ӑслӑ» вӗллене тӑватӑ урокра туса пӗтерме шантарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай ачисем смартфон ҫинчи пускӑча пусса пыл пуҫтарӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34547.html
Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче ӑс пухакан ачасем «ӑслӑ» вӗлле шутласа кӑларнӑ.
Хӗрлӗ Чутай ачисем смартфон ҫинчи пускӑча пусса пыл пуҫтарӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34547.html
Хурал чупса пырса чӗнекен куҫӗнчен хӑмӑр куҫӗпе ӑслӑ кӑна пӑхать.
Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.