Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреҫҫӗ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Новоград Свияжскине вӗсем сайра ҫӳреҫҫӗ, килсен те кремльтен пӗчӗк ушкӑнпа ҫеҫ тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукайпа пӗрле воеводӑсем патне ытти мӑрсасем, турхансем ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫаврака сӑрта йӑлтах воеводӑсемпе стрелецсем йышӑннӑ, ахаль ҫынсем унта ӗҫе кӑна ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ҫакна ҫеҫ астуса юлчӗ: Мускавпа Хусан хушшинче Атӑл юхать, ҫав Атӑлпа ялан ҫарсем ҫӳреҫҫӗ; Атӑл ҫинче тӑвӑл кашлать, кимӗсем шыва путаҫҫӗ; ишеҫҫӗ-ишеҫҫӗ ҫынсем хум ҫинче, ҫӑлӑнса Ҫаврака сӑрт ҫине тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пасара та пулин Хусана мар, вырӑс хулисене ҫӳреҫҫӗ халь вӑл енчи мӑрсасем, Тукайпа Акпарса тата темиҫе ҫынна Утямӑш ҫулталӑк тултарнӑ ятпа ирттернӗ йышӑнӑва чӗнтернӗччӗ, нихӑшӗ те килсе кӑтартмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тен, унта Сююнбике пиччӗшӗсем ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф ывӑлӗсем утлӑ ҫарпа Хусан тулашӗнче ҫаратса ҫӳреҫҫӗ те, хан вӗсене хапха уҫса хулана кӗртет пулать.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана кунашкал тумланнӑшӑн ҫылӑх мар, упӑшка пуррисем те карчӑкла ҫӳреҫҫӗ пирӗн ялта.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп кӑна мар, пурте ҫапла ҫӳреҫҫӗ, — чӑртмахрах сасӑпа тавӑрчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аякка — Пилерпе Пӑлхар хушшине хӑнана ҫӳреҫҫӗ, унта вӗсен тӑванӗсем нумай.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем пуҫӗсене усса чӗмсӗр ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла шыраса тупнӑ хыҫҫӑн Атӑл хӗрринчен вӑрмана ҫул турӗҫ, халь Урасмет ҫыннисем каялла та малалла лашисене ӗрӗхтерсе кӑна ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрле ытларах ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен шӑшисем кӑнтӑрла шӑтӑкӗсене пытанса лараҫҫӗ, ҫӗрле тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Кӗлетре Настаҫ кинеми курнӑ, виҫҫӗн-тӑваттӑн тустарса кӑна ҫӳреҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Акӑ, аквариумра чип-чиперех ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Пӗве хӗррине ҫитрӗм те хам куҫӑмсемпе мӗн курнине ӗненместӗп: тӑп-тӑрӑ шывра чип-чипер карас пулӑсем канлӗн кӑна ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Настаҫ кинеми каҫӑр: «Ухутниксем ҫӳреҫҫӗ», тенине аса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Пысӑк пӗвере киленсе пурӑннӑ карас пулӑсем пирӗн ялпа сыв пуллашрӗҫ те Тарӑн ҫырмаран Хирлепе, Хирлепрен Ҫавала тухрӗҫ, халь ӗнтӗ вӗсем, паллах, таҫта Атӑлта ишсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Пӗччен мар, мӑшӑр тупнӑ, халь иккӗшӗ ялан пӗрле ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ула куракӗсем питӗ кулӑшла: ҫапсан та пуҫран ан лектерччӗр тенӗ пек, айккӑн-майккӑн сиксе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех