Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршывӑн (тĕпĕ: ҫӗршыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушкӑртри «Алтын Солок» автономиллӗ коммерциллӗ мар организацин специалисчӗсем «Беловежская пуща» заповедникри ӗҫтешсене (Беларусь) Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн ҫухатнӑ хура вӑрман пыл хурчӗн беларуҫ популяцине йӗркелеме пулӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт специалисчӗсем Беларуҫри пыл хурчӗн популяцине юсаса ҫӗнетме пулӑшӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... sh-3219536

Пионер Тӑван ҫӗршывӑн тӑшманӗсемпе виличчен ҫапӑҫма хатӗр пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тапхӑрӗнчи уйрӑм ҫитӗнӳсем ҫинчен тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Ӳлӗмрен те малалла ҫапла ҫирӗппӗн утма, тӗл пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме сунатӑп», – тенӗ республика Ертӳҫи Олег Николаев тӑван ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисене.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, «вӗри точкӑсенче» тата служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ҫырман сылтӑм енчи урама та чул сарма палӑртнӑ, анчах та Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнине кура ҫак проекта пурнӑҫа кӗртсе ӗлкӗреймен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Эпир, ял ҫыннисем, ҫӗршывӑн маттур та шанчӑклӑ хӳтӗлевҫипе мӑнаҫланатпӑр, вӑл тӑван яла сывӑ йӗркеллӗ таврӑнасса кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Апла пулсан Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫи ҫавӑн пек чыса, хисепе тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Киччӗ ялӗнче таса шывпа тивӗҫтермелли системӑна тепӗр икӗ урамра тӑвассипе ӗҫленӗ, Кӗршере Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫса вилнисене асӑнса палӑк лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Вӗсем пӗтӗмпех ҫӗршывӑн, регионӑн, районӑн, ялсен экономикине малалла тӑнӑҫ аталантарса пырассипе, ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене хӑтлӑрах, меллӗрех тӑвассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Кам Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче фашистла Германие ҫапса аркатнӑ?

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Атте, вун пӗр орденпа медале тивӗҫнӗ ҫӗршывӑн паттӑр хӳтӗлевҫи, патвар чунлӑ, ӗҫчен, пысӑк сас паллипе ҫырмалли ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗриччӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗтӗм йывӑрлӑхӗпе нушине тӳссе ирттернӗ хӗрарӑмсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.

Мы по праву гордимся женщинами, которые прошли все тяготы Великой Отечественной войны.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Анчах ҫынна ҫын хӗснипе, пусмӑрланипе, улталанипе, ҫӗршывӑн тулашри тата шалти тӑшманӗсемпе кӗрешме те, хӑвна «тӑп-тӑп тытса» активлӑ пурӑнма та сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен моральпе ҫеҫ авӑрланни ҫителӗксӗр (ку тӗлелле те «коммунизм тӑваканӑн мораль кодексне» системӑласа, «пӗҫерсе кӑларма» ӗлкӗрейменччӗ-ха) — чӗрӗ, ырӑ тӗслӗхсем (идеалсем) те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ҫӗршыв-анне ҫав тапхӑрта ҫамрӑк ӑрӑва хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, этемлӗхӗн, ҫӗршывӑн, халӑхӑн ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн те пурӑнма, кӗрешме, ӗҫлеме, мӑртӑхнӑ киввине пӑрахӑҫласа ҫӗннине шырама, ӑслӑлама, пурлӑхпа хитрелӗхе пуянлатма вӗрентсе ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул директорӗ, учительсем, общественноҫ представителӗсем яланхи «сценарипех» вӗренекенсене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа хӗрӳллӗн саламлаҫҫӗ, вӗренӳри, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнсе, кирлӗ пӗлӳсемпе «хӗҫ-пӑшалланса», тумхахлӑ-ҫӑклӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма чӑтӑмлӑх, вӑй-хал, чун-хавал тӗреклӗхӗ, тӑрӑшулӑх суннаҫҫӗ, ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданинӗсем пулса ӳсме пил параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑвашра ҫуралнӑ хурҫӑ ут ҫӗршывӑн пур кӗтессине те саланӗ ак, чӑваш чапне ҫӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ.

В память о солдатах, проявивших мужество во время Великой Отечественной войны, на левом берегу реки Невы была заложена Аллея памяти.

Чӑваш салтакӗсене асӑнса Питӗрте стелла вырнаҫтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34357.html

Вӗсен йӑхне тӑсакан ывӑл-хӗр ҫитме пултаракан сӑваплӑ вырӑн - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса ял варринче лартнӑ палӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех