Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмӑл (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн хими производствин ӗҫченӗсемпе, энергетикӗсемпе, строителӗсемпе, ҫӑмӑл промышленноҫ предприятийӗсемпе чапа тухнӑ.

Новочебоксарск славится своими химиками, энергетиками, строителями, предприятиями легкой промышленности.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/26/gla ... aet-s-dnem

Спортсменсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе, шывра ишессипе, алӑ вӑйне виҫессипе, кире пуканӗ тӗкессипе, волейболла, мини-футболла выляссипе, винтовкӑран тӗл перессипе, канат туртассипе тата шашкӑ вӑййинче тупӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫсем мала тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%87%d0% ... 85%d0%bda/

Эпир ҫӑмӑл мар вӑхӑтра пурӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Малта та, хыҫалта та кузов тулли ҫын лартнӑ грузовиксем, ҫӑмӑл машинӑсем вашлаттарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Малтанхи хыпар тӑрӑх, ҫӑмӑл автомобиль хуҫи руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/inkek/2023-08-20 ... ln-3395422

Республикӑри тӗп автоинспектор Владимир Севастьянов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Лада-Гранта» ҫӑмӑл автомобильпе ҫӑк турттаракан «Газель» ҫапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/inkek/2023-08-20 ... ln-3395422

Ҫӑмӑл ача ҫӑм тапать тенешкел, туссем нумай шутласа тӑман, Челябинска тухса вӗҫтернӗ, ара, вӑл хулара Кольӑн аппӑшӗ пурӑннӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Вӑл хӑйӗн предметне питӗ лайӑх пӗлет, унччен ӑнланайман самантсене ҫӑмӑл чӗлхепе каласа парса ӑнланма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Кашни урока хӑйнеевӗрлӗ, интереслӗ ирттерсе вӑл физика вӑрттӑнлӑхӗсене ачасене уҫса парать, ҫӑмӑл чӗлхепе ӑнлантарса материала ӑса хывма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Анатолий Аврамовичпа калаҫма та, ӗҫлеме те ҫӑмӑл, паха сӗнӳ-канашпа та пулӑшма пултарать, — тенӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Унӑн ҫӑмӑл тата ҫӑк турттаракан машинӑсен рулӗ умне ларма тӳр килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Темиҫе теҫетке ҫул хушши кунта ӗҫлекенсем кимӗпе ишсе килнӗ, кайран вара ҫӑмӑл мар ҫулпа чӑнкӑ чул сӑрт ҫине хӑрушла ҫӳллӗш ҫине хӑпарнӑ.

Много десятилетий подряд работники добирались сюда на лодке, чтобы потом взобраться на опасную высоту по трудному подъему среди скал.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Шӑматкун каҫхине Атӑл ҫинче Амоксар утравӗнчен Шупашкар округӗнчи Атӑл±ял тӗлӗнче юханшывӑн сылтӑм ҫыранне каҫакан моторлӑ ҫӑмӑл кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Вӑйӑ программине мини-футбол, баскетбол 3х3, волейбол (пляж), бадминтон, ҫӑмӑл атлетика эстафети, канат туртни кӗрет.

В программу игр входит мини-футбол, баскетбол 3х3, волейбол (пляжный), бадминтон, легкоатлетическая эстафета, перетягивание каната.

Уфари Физкультурник кунӗнче массӑллӑ мероприятисем иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... te-3382262

«Атӑл» стадионра футболла выляма, ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑсталӑха туптама, пӑр тӳремне туса пӗтерсен вара хоккей вӑййи е тата спортӑн ытти енӗпе ӑсталӑха ӳстерсе пыма май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл» стадиона реконструкцилессипе палӑртса хунинчен чылай маларах та строительство ӗҫӗсене пурнӑҫласа пыраҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/08/atl- ... -huninchen

Хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмӑл машина вара самаях сиенленнӗ.

Легковая машина красного цвета при этом выглядит сильно поврежденой.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пушар сӳнтерме тухнӑ машина пӑтӑрмаха лекнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35648.html

Ҫӑмӑл машина ӑна ирттерсе яманран вӑл унпа ҫапӑннӑ, кайран тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ.

Поскольку легковая машина не пропустила его, он столкнулся с ней, а потом вылетел на тротуар.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пушар сӳнтерме тухнӑ машина пӑтӑрмаха лекнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35648.html

Пирӗн пек ҫула ҫитмен ҫамрӑксене ӗҫ тупма ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫула ҫитменнисене ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/

Почтальонсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар.

Куҫарса пулӑш

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫуралнӑран унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех