Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑлтӑр (тĕпĕ: ҫӑлтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтан тӗлӗнет пиншер ҫӑлтӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиншер ҫӑлтӑр куҫне мӑчлаттара-мӑчлаттара хупать, ҫӗр ҫине вӑрттӑн-хӗрттӗн пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗвенте ҫӑлтӑр ҫуллахи каҫа пӗлӗт тӳпине ярса кивет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑлтӑр куҫлӑ Еркиней Чатӑр витӗр ялт курать, Анчах туйӑн йӗркине Шӑлне ҫыртса пӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах маттур Еркиней Ҫӳлти ҫӑлтӑр пек пӑхать, Пур ҫӗрте те ун телей Хӗррипе тан тӑкӑнать: Утмӑл тантӑш каччӑсем Ҫӗр чӗтретсе ташлаҫҫӗ, Туй арӑмсем, хӗр ҫумсем Пӗрне-пӗри мухтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ҫӳлти ҫӑлтӑр — шурӑмпуҫ Хӗвел умӗн хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫак ҫулах декабрӗн 27-мӗшӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ илме тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Чӑнах та, тепӗр уйӑхран «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденне чаҫа пырсах, пӗтӗм салтаксем умӗнче, ырӑ сӑмахсем каласа, кӑкӑр ҫумне ҫакса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Темиҫе разведчик ӗҫне пӗччен тунӑшӑн мана «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденӗ илме тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Пӗр хушӑ «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» колхоз ертӳҫин ҫумӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Оборона министерствин тӗп архивӗнче эпир Алексей Филипповича «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» ордена мӗншӗн пани ҫинчен ҫырса хунине тупрӑмӑр: «Во время прорыва обороны противника в районе местечка Ракув (Польша) 12.01.45 г. огнем своего миномета уничтожил три пулемета, разрушил наблюдательный пункт и подавил огонь одного орудия на прямой наводке. В составе батареи отбил контратаку противника и уничтожил до отделения пехоты противника».

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн вӑл «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр», III-II степеньлӗ «Мухтав», II степеньлӗ «Отечественнӑй вӑрҫӑ» орденӗсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Ҫапла шутларӗ ҫеҫ, сылтӑм аллине ӑнсӑртран ҫур кирпӗч кӗрех кайрӗ, вара пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те шыв юхакан ҫӗрте ҫӑлтӑр пек ҫутӑ асӑрхарӗ, унтан пӗтӗм вӑйран ҫав вырӑна кирпӗчпе тӳплеттерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

— Манӑн саркайӑкӑм теме ирӑк парсам, тархасшӑн, — терӗ вӑл мана, куҫран шӑтарасла пӑхса, — саншӑн эп чиркӳ тӑрринчен сикме хатӗр, санпа пӗрле Ҫурҫӗр полюсне те вӗҫӗттӗм, сана валли ҫӳл тӳперен ҫӑлтӑр татса антарӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Ҫутӑ ҫӑлтӑр ҫинчен, мӗскӗн хӗвел ҫинчен, ӑна хӑйне те хӗн пуль ҫав тери хӗрсе кайма.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак тӳпене ҫутӑ ҫӑлтӑр тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр татӑк хӑмач та, пӗр хӗрлӗ ҫӑлтӑр та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӑхатӑп — пӗчӗк ҫеҫ хӗрлӗ ҫӑлтӑр пек чечек.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑмач питлӗ юлташӗсем, вӑйӑ кӑвайтне алхапӑл сӳнтереймесӗр, тӳрех нимӗн те хуравлаймарӗҫ, унтан кулкаласа-ҫиҫкелесе, ҫӑварӗсенчен хӑш та хаш пӑс палкӑмӗсем хӑшлаткаласа, пӗчӗк ҫӑлтӑр куҫӗсемпе аслӑраххисен куҫӗсенчен чӑр-чӑр-чӑр витӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак пӗр куҫӗнчен, аманнинчен, пичӗ тӑрӑх «янкӑр тӳпери пӗчӗк ылтӑн ҫӑлтӑр» йӑлтӑртатса юхса анчӗ те ҫӗр ҫине пат татӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех