Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫу сăмах пирĕн базăра пур.
ҫапӑҫу (тĕпĕ: ҫапӑҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапӑҫу хӗрме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫапла шухӑшларӑм ӑшра: «Ленинград патне ҫити чакнӑ пулсан та, эпир тискер тӑшмана ҫапса ҫӗмӗрес шанчӑка ҫухатман, вӑл шанчӑк пирӗн кашни атака, кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫак шанчӑк мана та тӑшманпа хаяррӑн кӗрешме вӑй-хал кӳретчӗ».

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ниҫта та фашистсемпе ҫапӑҫу пуҫарма ан тӑрӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пирӗн малтанхи ҫапӑҫу!

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫапӑҫу вӗҫленмен иккен.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Каллех ҫапӑҫу кӗрлет, — кӑмӑлсӑррӑн сӑмах хушрӗ Кирук, хӑй ҫак самантра ашшӗне аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ухта енчен хаяр ҫапӑҫу шавӗ лайӑх илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук тавҫӑрса илчӗ: фронт хӗвелтухӑҫ еннелле куҫса кайнӑ иккен, виҫ-тӑват ҫухрӑмра ҫапӑҫу кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗрисем, алла хӗҫ-пӑшал тытса, ҫӗршыв ирӗклӗхне сыхлакансемпе пӗр ретре, теприсем ҫапӑҫу хирӗнчисене пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Ҫак юлашки ҫапӑҫу хыҫҫӑн пирӗн пата виҫӗ салтак кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫапӑҫу хыҫҫӑн чӗррисемпе вилнисене шута илсен, ҫакӑ курӑнчӗ: пирӗн взводран виҫҫӗшӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Сехет ҫурӑ манерлех тӑсӑлчӗ ҫапӑҫу — юлашкинчен тӑшман «икӗ аллине ҫӗклерӗ-ҫӗклерех».

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Эпир ирех хамӑрӑн ҫапӑҫу пуҫламалли вырӑна йышӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

— Сире хамӑн чи малтанхи ҫапӑҫу ҫинчен каласа парам-ха эппин.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Вӗсен хуҫисенчен чылайӑшӗ ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ҫарпа флота ҫирӗплетес енӗпе пирӗн малашнехи утӑмсен никӗсне ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра илнӗ ҫапӑҫу опытне хумаллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

РФ Президенчӗ ҫапӑҫу хирӗнче вилнӗ салтаксемпе мирлӗ ҫынсене, карательсен аллинчен пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Мӗншӗн тесен кӗркуннехи уйӑхсенче, ҫав тери историллӗ пысӑк событисем пулса иртнӗ тапхӑрта (Октябрьти революци, урамсенчи ҫапӑҫу, тупӑ сасси; каярахпа кунӗн-ҫӗрӗн агитаци ӗҫӗ, час-часах пулакан собранисем) пире вӗренӳрен сӗвӗрнӗ, хамӑр та сӳрӗкрех вӗренме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Пехотӑна ҫапӑҫу хирӗнче хӳтӗлеме ҫӳхе броньӑллӑ, пӗчӗк калибрлӑ тупӑ вырнаҫтарнӑ ҫак танка кӑларассине завод 3 эрнере йӗркелесе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

«Шурӑ ҫурт» подвалӗ фронтри йывӑр ҫапӑҫу хыҫҫӑнхи пек сывларӗ.

Подвал «белого домика» дышал, как фронтовая зона после тяжелых боев.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех