Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакса (тĕпĕ: ҫак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар ывӑлӗ, Петӗр тетӗшӗ панӑ ҫыхха илсе, килне таврӑнчӗ, часах мӗн кирлине шпиль пӑтасемпе ҫапса лартрӗ, унтан, пысӑк ҫӑра ҫакса, питӗрсе илчӗ, уҫҫине, сӑмса тутрипе чӗркесе, шӑлавар кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чиркӳ хӗресӗнчен ҫакса вӗлермелле антихриста! — унтан та кунтан илтӗнсе кайрӗҫ хаяр сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте пулӑшман пулсан, халӗ те тӗнче тӑрӑх хутаҫ ҫакса ҫӳремеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хура пӗккине йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ хӑюпа ҫавӑрса тухнӑ, ҫӳле, чи тӑррине, самаях пысӑк шӑнкӑрав ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, юрӑҫа тӗпсӗр тӳперен ҫакса янӑ куҫа курӑнман ҫип сасартӑк пач татӑлса кайнӑ пекех пулчӗ — вӑл сывлӑшри муклашка пек ҫул ҫине ярӑнса анчӗ те ыраш хӑмӑлӗ хушшине шӑши пек чупса кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ ураллӑ таканран ҫавра ала ҫакса ҫеҫ аламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑйӗнчен пурҫӑн тутӑр ҫакса янӑ, аллине хуткупӑс тытнӑ Иван пӗртте халӗ тарҫӑ пек курӑнмасть, пӑхсан, ялти чи сумлӑ ҫын ывӑлӗ теме пулать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӑх: — Амӑшӗ валли тутӑр парӑр ӑна, тутӑр! — тесе кӑшкӑрсан, уяв хуҫи Антун мӑйӗнчен чечеклӗ тутӑр ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун тавра капӑр тӗрленӗ вӑрӑм алшӑлли ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырӑн хыҫне, стена ҫумне, халиччен курман тӗлӗнтермӗш япала ҫакса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Исмен шывран тухса шултрарах пуллисене пӗрнене тултарчӗ, вӗтӗреххисене шӳрпе тума хуранпа вучаха ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ картишӗнчи ват ҫӑка айне сарлака сӗтел вырнаҫтарса лартрӗҫ, ҫӑка аялти тураттинчен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пӗрне ҫакса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Укҫалла илмелле ан пултӑр тесе пӗрер мӑшӑр ҫӗнӗ ҫӑпата та ҫакса янӑ элчесем ҫурӑм хыҫне.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗсем ҫурӑм хыҫне хутаҫсем ҫакса Кӑрмӑшалла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Горбатый-Шуйский ҫакса вӗлермелле сана тенине мӗншӗн персе ямалла пулнӑ-ха унӑн, ярлыка ҫурса тӑкнине мӗн тума каламалла пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗкхи сӑваплӑ ӗҫӳсене пӗлмесен калаҫса та тӑмастӑмччӗ санпа, тӳрех ҫакса вӗлерме хушаттӑм терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халех ҫакса вӗлермелле сана.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кремль картишне пысӑк чан ҫакса хунӑ пулать, ӑна кӗлле кӗнӗ, кӗлӗрен тухнӑ чухне мар, вӑхӑта пӗлтерсе ҫапаҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашине виҫӗ кунтанах ҫавӑтса тухӗҫ, хамӑра ҫакса вӗлерӗҫ…

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай мӑрсанне Хусанта ывӑлне ҫакса вӗлерчӗҫ ав, вӑл ҫавах Мӗша тӑрӑхне пымарӗ…

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех