Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫурхи (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сана ҫурхи янкӑр тӳпери ирхи хӗвелӗн чи ачаш ылтӑн шевлисем хушшинче сӑнасшӑн пулӑп — асӑрхаймӑп…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аса ҫапла тӗсленсе-капланса килчӗ те тип йывӑҫ таткине тип йывӑҫ таткипе сӑтӑрсан тухакан вут — телей вучӗ — хыптарса ячӗ, чӗрине каллех пыл тутиллӗн вӑркӑштарма пуҫларӗ, хыҫҫӑнах тулман кӑмӑлне йӑмӑхса ыраттарса та, ҫурхи лӗс-лӗс сивӗ ҫумӑрпа ирӗлекен юр пек йӑштарса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав хушӑрах ун ӑшӗнче темскер, ытла та хаклӑскер, йӑшӑлт вӑранчӗ те пӗтӗм чун-чӗрине ыррӑн-ыррӑн хускатса, хумхантарса ячӗ, кӑштахран вара куҫӗ умне майӗпен ытла та ҫывӑх ӗлке, чӗрери ҫурхи хӗвел — Полина сӑнарӗ — ҫӗкленсе-тӗсленсе, хӗрелсе-чечекленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавралӑх вӑрман ҫине каллех пӗр ҫемӗллӗн лӗс-лӗс алланакан сӑпрам, сивӗ ҫумӑрпа (ахальтен мар пуль ҫурхи ҫанталӑк ҫур ӑслӑ, кӗрхи ҫанталӑк кӗтӗк ӑслӑ, теҫҫӗ) кичем те тунсӑх пӑтти пӗҫерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ирхи ырӑ тӗлӗкӗм, ҫурхи ҫутӑ ӗмӗтӗм, чунри вӗҫӗмсӗр ыратӑвӑн тӑмхи…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫхине ӑшӑччӗ, халь, ир еннелле, сывлӑм ӳкнипе пулас, ҫанталӑк ҫӳҫентермеллех сивӗтрӗ, анчах хӗр ӑна туймарӗ, вӑл малалла ерипен, ҫурхи хӗвеле хӑратса ярасран шикленнӗн утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Шуҫӑм киличченех ларса ирттерчӗ Сима хула хӗрринчи вӑрманта, ӑшӑ ыйхӑран вӑраннӑ ҫурхи хӗвел ҫепӗҫ куллипе йывӑҫ тӑррисене ачашласа илсен ҫеҫ вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫурхи хӗвел шевли каччӑ ҫывӑракан пӳлӗме йӑпшӑнса кӗчӗ те ӑна питӗнчен ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрласа ӑшӑтрӗ, тутлӑ ыйхӑран вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫурхи сывлӑшпа киленме, хӗрлӗ лӗпӗш шырама, — хӗр пекех йӑл кулса илчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кинемей, витӗрех курман куҫӗ тӗлне аллине тытса, ҫурхи лӗпӗш пек вӗлтӗртетсе пыракан хӗр хыҫҫӑн чылайччен тӗмсӗлсе пӑхса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрулми валли ҫакнашкал пусӑҫаврӑнӑшӗ лайӑх: сарӑ илепер, кӗрхи тулӑ /улӑмне вӗтетсе хӑвармалла/, ҫӗрулми, ҫурхи тулӑ е урпа /улӑмне вакламалла/.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

«СВ-ПРЕСС» Издательство ушкӑнӗн ертӳҫи Александр Вражкин уява пухӑннисене Константин Иванов тата Нарспи сӑнӗллӗ календарь парнелесе тухни ку ҫурхи пӗрремӗш уяв кӑна мар, Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу пулнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Ҫак ҫурхи уяв ячӗпе Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗ хӗрарӑм ҫыравҫӑсене сӑвӑ-юрӑ кӗрекине пухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Ӑна ҫурхи ирсем тӗтреллӗ, кунсем шӑрӑх та пӑчӑ пек туйӑнчӗҫ.

Утра казались ему туманными, дни — жаркими, душными.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шӑтӑк алӑкран вӗрекен ҫурхи ҫил те пулин кунта нӳрӗпе сивӗ ҫеҫ вӗҫтерсе килет, шӑмшака витерет.

И даже весенний ветерок, проникающий сюда через дырявую дверь, отдает сыростью, холодом и пронизывает до костей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫурхи ир, хӗвел тухас умӗн, вилчӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук пӗр илемлӗ ҫурхи ир пахчана тухрӗ те, шӑпчӑк юррине итленӗ май хӑй те тӳсеймерӗ — юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сӳнчӗ вара телейсӗр музыкҫӑн ҫурхи хӗвелӗ…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗллехи улахсенче те, ҫурхи вӑйӑсенче те унӑн сасси ыттисенчен уҫҫӑнрах илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй Чистай уесӗнче, Ҫӗнӗ Аксу шкулӗнче ӗҫлет, ҫурхи каникула килнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех