Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял варринчи пушар каланчи ҫинчен радио сасси янраса кайиччен малтан лаштра йӑмрасем тӑрринче кураксем шав тума, шӑнкӑрчсем шӑхӑрма тытӑнаҫҫӗ, укӑлча енчен — яла кӗме юратман тӑри юрри илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Колхоз сачӗ яла икӗ пая уйӑрать е, тӗрӗссипе, тахҫан икӗ ял пек уйрӑм ларакан урамсене пӗрлештерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫук, пулма кирлӗ мар: лешӗ Анаткассем, ку — пачах урӑх ялтан, кусен районӗнче Анаткас ятлӑ ял та ҫук.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акӑ пӗри кунта ял хуҫалӑхне химизацилесси ҫинчен, авиаци ял хуҫалӑх ӗҫӗсене хутшӑнни ҫинчен ҫырать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каҫсерен вӑл, ял-йыш ҫывӑрса кайсан, хӑйсен ялне чупнӑ, ял активисчӗсен килӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗрте-тӗрте ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ӗлӗкхи ял пурнӑҫне, унӑн сӑн-сӑпатне, тӗксӗм енӗсемпе ҫутӑ енӗсене, ял ҫыннисен ӗҫне-хӗлне, хуйхи-суйхине, шухӑшӗ-ӗмӗчӗсене, йӑли-йӗркисене, тӗрлӗ сийсем хушшинчи лару-тӑрӑва писатель аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Халӑх вӑйӗ-тарӗпе кӳпӗнсе пыракан ял пуянӗ-куштанӗсем ялшӑн патша тӳре-шаринчен кая мар хӑрушӑ тӑшмансем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Хамӑр ял хӗрӗсене ют каччӑсенчен упрама хӑтланнине мухтама тивӗҫ те, ҫакна ҫеҫ шута илеймен эсир: ют ял каччи, пуринчен ытла пуян каччӑ хыҫҫӑн чупма шут тытнӑ хӗре ним туса та чарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑр ял каччисене ют ялсенчен уйӑрса илеймен!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калинино ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ольга Смирнова, ял депутачӗ Анастасия Кузьмина пурне те чаплӑ праҫникпе саламларӗҫ, аслӑ ӑрӑвӑн паттӑрлӑхӗ пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑнине ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Программӑна ял ҫыннисен вӑрҫӑри паттӑрлӑхне кӑтартакан презентаци проекчӗ, ял ҫамрӑкӗсен спартакиади, культура мероприятийӗсем, ҫавра сӗтелсем, ыркӑмӑллӑх, патриотизм тата ертсе пырас ӗҫре пулӑшакан мастер-классем кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем – агроволонтерсен слетӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10764-v- ... -slet-nche

Тепӗр виҫӗ конкурсанчӗ – Ярмушка шкулӗнчи ИЗО, технологи тата музыка учителӗ Любовь Максимова, Пӑртасри ял библиотекин библиотекарӗ Ольга Иванова тата Хирпуҫӗнчи ял библиотекин библиотекарӗ Надежда Михайлова – «К знаниям без барьеров» номинацире.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр ентешсемшӗн сассӑрсене ан хӗрхенӗр! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10813-kh ... kh-rkhen-r

Ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов, унӑн пӗрремӗш заместителӗ Вячеслав Горбунов, Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Алексеев, ял хуҫалӑх предприяти-организацийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем акнӑ-лартнӑ уйсене пӑхса ҫаврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине тивӗҫнисем: Владислав Попов – «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» ТМЯО директорӗ тата Олег Корнилов – обществӑн грузчикӗ, Елена Голубцова – Ҫӗрпел ял поселенийӗн ҫар-учет ӗҫченӗ, Наталия Давыдова – Санарпуҫ ял поселенийӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Витӗр касакан сивӗ ҫил ялтан хӗвелтухӑҫ еннерехри вӑрман хыҫӗнчен тулашса вӗрет, умлӑн-хыҫлӑнах татти-сыпписӗр йӑтӑнса килекен хура кӑвак пӗлӗтсене ял еннелле хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергейпе унӑн юлташӗсем, Уҫӑпӑн Начар Упи ялӗнчи тӑванӗсен куҫне курӑнас мар тесе, Чӑваш Яшмине ял витӗр мар, пахчасен хыҫӗпе ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Яла ҫамрӑк учительница килсен, ял Советӗнче ӑна Санюк патӗнче пурӑнма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитес канмалли кун вӗсем иккӗшӗ пӗрле Мария Федотовнӑсен ялне, унӑн ашшӗ-амӑшӗсем патне кайма, вӗсем килӗшсен, ял Советӗнче ҫырӑннӑ хыҫҫӑн пӗрлешме калаҫса та татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитмӗлтен иртнӗ Ларионов ял Советне, Казаков патне, каять те ҫапла калать: «Матвей Александрович, паян-ыранах ятарласа комисси тӑвӑр, ман лавккари пӗтӗм япаласене акт ҫине ҫырӑр та унтах кооператив уҫӑр. Хам пурӑннӑ чул ҫуртра ял Совечӗ пултӑр», — тет.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне Сахар чӗрӗ, вӑл часах яла таврӑнать текен хыпара пӗтӗм ял пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех