Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтса (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маринӑн шухӑш-туйӑмӗ ҫинчен Тамарӑран ыйтса пӗлме ӗмӗтленекен Герасим Федотович ана вӗҫленессе вӗткеленсех кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Таҫта ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑнма ӗлкӗрнӗскер юлашки мода хушнӑ пек ҫӗлетнӗ чечеклӗ кӗпе пахалӑхне кӑтартас тенӗ пек пӳлӗмре калла-малла кумнӑ хыҫҫӑн диван ҫине Герасим Федотовичпа юнашар ларчӗ, унран ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курни ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркашран пирус ыйтса илсе ҫӑвара хыпрӑм, анчах ӑна шӑрпӑкпа тивертме ӗлкӗреймерӗм: махорка пӗрчи тип пыра сӗртӗнсе йӗкӗлтерӗ те, ӳсӗрме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Глафира тупӑннӑ-ши, ашшӗне пытарма килнӗ-ши?» — шухӑшларӑм эпӗ, анчах ҫав хӗр ҫинчен ыйтса пӗлме хӑяймарӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хамӑн ман отпуск вӗҫне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ: фермӑра ӗҫлекен хӑш-пӗр ҫынсенчен пушар ҫинчен ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн кӑнтӑр тӗлӗнче чӑматана ҫӗклесе район центрне тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Арӑмран эрех мар, ҫӗпре тӑрри те ыйтса илейместӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ хам кӑна сыснапа укҫа пирки ыйтса пӗлме пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кам вӑл ҫӗрлехи ҫын – ыйтса чӑрманмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Эс мана ят ыйтса пӗлме тӑратрӑн-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑйсем патне пырса курма ыйтса малтан хӗрӗм кӑна ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫавнашкал шухӑш унӑн Хыркассипе район центрӗ хушшинче автобус ҫинче те, хваттерӗнче те, ирхине ӗҫе ҫитсен те пуҫран кайма пӗлмерӗ, ҫавӑнпа вӑл пай пуҫлӑхӗ патне кӗчӗ, хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ хут тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Эпир вара вӑл ӑҫтисем иккенне те, мӗн ятлине те ыйтса пӗлме ӑс ҫитереймерӗмӗр, — пӑшӑрханчӗ Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Унран хӗлле те юр кивҫен ыйтса илейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухнине аппаран хӑйӗнчен ыйтса пӗлӗр, — чеен куларах хуравларӗ Лариса.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ӑна лӑплантарма, мӗн пулса иртнине ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ ирҫесен ҫарпуҫӗ чӑвашсен шухӑш-ӗмӗтне ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗсем ҫинчен, Чулхула кӗпӗрнаторӗ патне ҫар ыйтса ҫын яни, Пугачев майлисене тыта-тыта хупни ҫинчен каласассӑн хӑйӗн пуҫӗ сывӑ юлмассине пӗлет пачах ҫӑвар уҫас ҫук ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та вӑл малтан сутӑнчӑкран мӗн пулса иртнине тӗплӗн ыйтса пӗлес терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша ӑҫталла кайнине ыйтса пӗлес пулать вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сюльдяшов ун хыҫҫӑнах Чулхула кӗпӗрнатӑрӗ патне, ҫар ыйтса, ҫын ячӗ, помещиксене вӗлерме чарчӗ, хӑй тин кӑна тупа туса тӳрӗпе пурӑнма сӑмах панине манса, государь-император ҫыннисене тӗрмене хупма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех