Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем августӑн 31-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн гектар ҫине кӗрхи культурӑсем акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӗҫленнӗ, хирсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d1%8 ... %bb%d0%b5/

2024 ҫул тӗлне ҫак ӗҫе вӗҫлетпӗр.

К 2024 году эту работу завершим.

Радий Хабиров Пушкӑртра авариллӗ ФАПсем хӑҫан юлманни ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3375410

Унӑн тӗп тӗллевӗ 2024 ҫул тӗлне Раҫҫейре пурӑнакансен 88,8% ытла шывпа тивӗҫтересси.

Его главная цель – обеспечить к 2024 году питьевой водой из систем централизованного водоснабжения более 88,8% жителей России.

Пушкӑртстан шывпа тивӗҫтермелли тытӑма ҫӗнетме хушма укҫа-тенкӗ илет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3408647

Ҫапах та, тухтӑрсем ырми-канми тӑрӑшнине пула, Чӑваш ҫӗршывӗнче (хальхи республика чиккипе илсен) 1864 ҫултан пуҫласа 1914 ҫул тӗлне 5 больницӑран — 25 ҫитнӗ, унта 139 вырӑнран — 565 таран ӳснӗ, 24 фельдшер пункчӗ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Паллах ӗнтӗ, больницӑсем сахал пирки чирлӗ ҫынсене пурне те унта йышӑнма пултарайман, вырӑн ҫителӗксӗр пулнӑ, 1859 ҫул тӗлне Шупашкар уесӗнче 68 пин ҫын валли пурӗ 50 вырӑн, Ҫӗрпӳ уесӗнче 100 пин те 600 ҫын валли 17 вырӑн, Етӗрне уесӗнче 103 пин те 200 ҫын валли 12 вырӑн ҫеҫ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

1864 ҫул тӗлне пурӗ 5 больницӑпа 1 фельдшер пункчӗ шутланнӑ, унта 4 тухтӑрпа 10 фельдшер ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Вара унталла-кунталла пӑхкаларӑм та Атӑл хумӗсем хушшинче чӳхенсе тӑракан хӗрлӗ бакен куҫ тӗлне пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫеҫпӗл юбилейӗ тӗлне.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хӗрарӑмсем ҫырлана е кӑмпана ҫӳреҫҫӗ — хӑшӗ упӑшкапа, хӑшӗ уйрӑм, вӑрттӑн (шур кӑмпа тӗлне пӗлекеннисем).

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

1960 ҫулхи секретариат малтан паллӑ тунӑ тӑрӑх Шупашкарта пулса иртмеллеччӗ Анчах вӑл шӑп республикӑн юбилейӗ тӗлне килнипе Шупашкар вырӑнне Саранск пулса тӑнӑ вара.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Республикӑмӑр «Халӑх поэчӗ» ячӗпе мандат пачӗ, пысӑк Ҫӗршывӑмӑр правительстви, аллӑ ҫуллӑху тӗлне хисеплӗ орден парса, сан пӗтӗм халӑхшӑн усӑллӑ ӗҫне хапӑл турӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Съезд тӗлне Мускава килни кӑлӑхах пулмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑл ҫеҫ Совет Союзӗнчи тӗрлӗ чӗлхеллӗ писательсен иккӗмӗш съезчӗ тӗлне ҫакӑн пек туслӑхпа тӑванлӑх кӗнеки хатӗрлесе кӑларма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тепӗр вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 5-9-мӗш классем валли истори учебникӗсем хатӗр пулӗҫ – ҫӗршыв шкулӗсем историн пӗр линейкине илӗҫ.

К началу следующего учебного года будут готовы учебники истории для 5-9-х классов – школы страны получат полную единую линейку истории.

Пушкӑртстанри аслӑ класра вӗренекенсем историне ҫӗнӗ учебниксемпе вӗренӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3404396

Комсомольски районӗнчи Урмаелте пурӑнакан Ильгиз Пахалов шкул ачисем валли авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне чӑн-чӑн парне тунӑ.

Ильгиз Пахалов, живущий в Урмаево Комсомольского района, сделал настоящий подарок для школьников на 1 сентября.

Ильгиз Пахалов шкул ачисене ҫӳреме кӗпер туса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35807.html

2030 ҫул тӗлне Пушкӑртстанра вӑрман пыл хурчӗсен ҫемйисене 5 пине ҫитерме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман хурчӗсен пылӗ 6 тоннӑпа танлашать // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%AD%D0%BA%D0% ... at-3398061

Паянхи кун тӗлне Пушкӑртстанра вӑрман хурчӗн пылне 60 утарҫӑ туса илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман хурчӗсен пылӗ 6 тоннӑпа танлашать // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%AD%D0%BA%D0% ... at-3398061

2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра чул кӑларакан тата хими, фармацевтика тата клиника медицини, машина тӑвасси, педагогика отрасльсем енӗпе сакӑр кластер ӗҫлет.

К 1 сентября 2023 года в рамках проекта в республике будут функционировать восемь кластеров по таким отраслям, как горнодобывающая и химическая, фармацевтика и клиническая медицина, машиностроение, педагогика.

Пушкӑртра "Профессионалитет" проект шайӗнче йышӑну кампанийӗ вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3401704

Ҫӳллӗ ҫуртсем тӗлне ҫитсен, Хулари пек темӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Июньте Президент 2030 ҫул тӗлне МРОТа икӗ хут ӳстерме сӑмах панӑ.

В июне президент пообещал к 2030 году увеличить МРОТ вдвое.

2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре МРОТа тӳрех 18,5 процент ӳстерме палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... tn-3399685

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех