Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кушак ҫури маншӑн таҫта аякка тӑрса юлнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Татьяна ача чухнехи пек карусель патне пырса тӑрса уяв тумӗллӗ ҫамрӑксем ун ҫинче ярӑннине-ҫаврӑннине пӑхса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗре ҫине тӑрса тӑн илтерме тӑрӑшсан та Лариса хӑйӗн ҫынна тӳрех путарса /ун ӑнлавӗпе/ хума пултаракан «лайӑх» сӑмахсене ҫӑвартан кӑларса пӑрахасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тата тепӗр хут асӑрхаттаратӑп: шкулӑн — унта тимлекенсен ачасене лайӑх пӗлӳ панипе пӗрлех кӑткӑс та ҫӑмӑл мар пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тивӗҫлӗ тӑрса, тӑван патшалӑхшӑн, халӑхшӑн вӑй-халне, пултарулӑхне пама вӗрентмелле-хӑнӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Виталий пахчара ашшӗ, Алексей Михайлович, тунӑ юман пураллӑ ҫӑл патне пырса пӗр витре шыв ӑсрӗ те шӑллӗпе пӗрле тунӑ хӳтлӗх хыҫне тӑрса ӑна хӑй тӑрӑх ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хамӑн ура ҫине ҫирӗп тӑрса шутлӑ ҫын пуласчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ручкине сӗтел ҫине пӑрахрӗ те тӑрса алӑкӑн-тӗпелӗн уткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Эсӗ тӑрса юласах тетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Эсир, акӑ, пире валлиех тӑрса юлнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗсен хӑйсен ӑҫта ҫитмелли адрес пур-ха, анчах ҫумра укҫи пуспа ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Улька анчах ӑшӑнса ҫитнӗ вырӑн ҫинчен тӑрса тумланма ҫи-пуҫне майлаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑхӑт чылаййипе усӑ курса, ҫак тӑрӑхра ҫар хӗсметӗнче тӑрса ҫывӑх пӗлсе ҫитнӗ хулана тухса ҫӳрес, унпа сывпуллашас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хреҫҫи ыран-паян тӑхӑнмалли япалисене пӗр ҫыхха пуҫтарчӗ, турӑш кӗтессине пырса тӑрса виҫӗ хутчен сӑхсӑхрӗ те урӑх пӗр сӑмах чӗнмесӗр, хӑй аллипе ҫӗкленӗ, илем кӳнӗ кил-ҫуртран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хреҫҫи вырӑн ҫинчен тӑрса тумланнӑ ҫӗре Левенти трикопа, майкӑпа хӗрарӑмсем патне тухрӗ, хыҫлӑ кивӗ пукан ҫине, ҫӗннисем — малти пӳртре, лаша ҫине утланнӑн ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хреҫҫи вара тӑр пӗччен тенӗ пек тӑрса юлчӗ тесен те йӑнӑш мар.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл сӑмах тупса калаймарӗ, хӗре ачашшӑн ыталаса чуптурӗ те, ҫамрӑксем, юнашар тӑрса, ҫырма леш енчи урам варринчи ҫурт еннелле утрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Совхоз та ӗҫленӗшӗн ытларах тӳлеме пуҫларӗ, машина-тракторӗпе те пулӑшӗ, — сӑмахран тӑрса юлмарӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ача сӗтел умӗнче купӑста тураса тӑракан хӗрарӑма курчӗ те вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса ун патне чупса пычӗ, шӑтӑклаллӑ чӗрҫиттинчен кӑрт-кӑрт туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Тупӑк хуппи чӗриклетсе уҫӑлать, ҫамрӑк ҫын тупӑкран тӑрса тухать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Платникӑн ватӑ ашшӗ пӗччен тӑрса юлать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех