Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсем хӑрушлӑхрине туйса, тутарсем «Алла! Алла!» (Турӑ! Турӑ) тесе кӑшкӑрашса тарнӑ, ҫарпуҫӗсем вӗсене «Тыр! Тыр!» (Тӑр, тӑр) тесе кӑшкӑрнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫынсене Стенькке-утаман ҫинчен калакан кивеле пӗлмен юмаха аса илтерчӗ, хӑй те Стенькке-утаман мӗлки пек, хӑй вӑйне туйса илнӗ халӑх сӗмӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй патне ҫынсем пынине туйса, вӑл куҫне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра Алюнов та, хӗр тем кӑмӑлсӑр пек пулнине туйса, шухӑша кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара кам миҫерине хӑвах туйса илӗн…

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкай мучи те ыттисемпе танах, ҫамрӑк ҫын пек савӑнса, хӑйне хаваслӑ, телейлӗ туйса кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусанкка вара хӑй текех патька-патшана кирлӗ маррине туйса, Укаслу хыҫҫӑн тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урхамахӗ вара, хуҫин ҫирӗп аллине туйса, тӳрех пӗр вырӑнта тапӑртатма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑлӑнӑҫа туйса илни, хӑй вӑйне туйса илни васкама чӗнчӗ, тарма хушрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫак кашкӑрсенчен чи хӑрушши хӑшӗ иккенне тӳрех туйса илнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик, ӑна туйса, каллех калаҫа пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачасем иккӗшӗ те ҫак илемлӗхе туйса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку шухӑша Елена Максимовна ырлас ҫуккине туйса именчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Эсир ӗҫ тӑватӑр, эпир ыйхӑ чӑптисем, — терӗ Елена Максимовна, Кирукпа Паҫук умӗнче хӑйне темле айӑплӑ пек туйса.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пулӑсем, капкӑна ҫакланнине туйса, сикме тытӑнчӗҫ, анчах Кирук ӑскӑч анине пуҫри карттуспа хуплама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Раҫҫей УФАС Чӑваш Енри Управленийӗ ыйтусене ҫирӗп асӑрхава илнине палӑртаҫҫӗ, апла пулсан, йӗркесӗрлӗх регионта ҫук, пур ҫӗрте те саккунпа килӗшӳллӗн, яваплӑха туйса мӗнпур ӗҫсене йӗркелесе пыни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Кадет ятне ан манӑр, ӑна ҫӳлтен ҫӳле ҫӗклесе, хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса яланах пурнӑҫласа пырӑр!» – тесе чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Пирӗн несӗлӗмӗрсем, аслӑ ӑрури ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, пире мирлӗ пурнӑҫ парнелессишӗн хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа ялан пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Коллектив малашне те пур ӗҫе тӗплӗн палӑртса, тӳрӗ кӑмӑлпа тата яваплӑха туйса пурнӑҫласан районти халӑх шывпа, ӑшӑпа тата юхса тухас тытӑмпа пӗр кӑлтӑксӑр усӑ курӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12051 ... iv-cterecc

Хирӗҫ чӗнсе ыррине курас ҫуккине туйса, Павӑл чӳрече умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех