Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑра сăмах пирĕн базăра пур.
сӑра (тĕпĕ: сӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ҫул ҫавӑн пекех виҫӗмҫулхинчен сӗт ҫимӗҫӗ хатӗрлесси - 8,3, ӗҫме кӑларасси 17,1 процент /ҫав шутра сӑра - 22, эрех - 36,8/ сахалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Сӑра пире лекмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Строительство начальникӗ земснаряд коллективӗсене ҫапла пӗлтернӗ иккен: кам Атӑл урлӑ ҫурран чи малтан каҫать, ҫавна пӗр пичке сӑра паратӑп, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пирӗн вара сӑра пичкишӗн те кӗрешӳ пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Унта мӗн яран, ҫӑла пӑрахнӑ пек витӗрех анса каять: эрех, сӑра, кӑрчама, ханша, чей, йӳҫӗтнӗ сӗт тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Упӑшки курортра чухне ятарласа сӑра туса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

— Арӑмсемсӗр ниҫта та каяймастпӑр эпир, Хӗветӗр, пирӗн вӗсене йӑтсах ҫӳрес пулать, вӗсем пире яшка вӑхӑтра пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, сӑра туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Шывран сӑра та, кӑрчама та, «шӑпӑртне» те туса парӗҫ мӑшӑрусем.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Сӑра пички пек тапчам хӗрарӑм хура куҫӗсемпе ман ҫине чӑрлаттарса пӑхса илчӗ: — Ҫамрӑк ҫын, черете тӑр, мӗн пӑравус пек хашкаса мала пырса тӑтӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

— Итле-ха, йӑмӑк, эпир ҫак юлташпа вӑтӑр ҫул иртсен пӗр-пӗринпе тӗл пултӑмӑр, ача чухне пӗрле ӳснӗ, — калаҫма пуҫларӗ вӑл, — ҫав ятпа пире ҫур литр эрех, чаплӑ апат, ҫыртмаллисем, пӗрер кӗленче сӑра илсе килсе пар.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Хӗвел те, кану ҫуртӗнчи сӑра сутакан йӑпӑлкка Кулюҫ пекех, сап-сарӑ, кулса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Амӑшӗ, эсӗ сӑра ӑшӑт-ха, кӑштах сивви тартӑр…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Кашни килмессерен ҫапла хӑратса, ҫаратса тухса каять, — терӗ Сантӑркка, хӑнасене тепрер курка сӑра парса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Стражник умне самантрах пӗр стакан эрех, сӑра, пӗр турилкке типӗтнӗ пулӑ, ҫӑмарта пырса та ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӑнтӑр Сантӑр хӑнасем умне икӗ курка чашкӑракан сӑра, пӗр турилкке типӗтнӗ пулӑпа ҫӑмарта лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халех сире пӗрер курка сӑра паратӑп…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫакна пӗлсен, Лавр Кузьмич артель мастерскойӗнчен сиксе тухрӗ те ҫывӑхри киоскра умлӑ-хыҫлӑ икӗ курка сӑра ӗҫрӗ, ҫапах хыпса ҫуннӑ ӑшне кантараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӗр айӗнче вӑл ҫӳлтинчен чылай аслӑрах, унта хӗллесерен вуншар пӑт ҫӗр улми выртать, катки-каткипе тӑварланӑ хӑяр, помидор, кӑмпа, йӳҫӗтнӗ купӑста, пан улми, банки-банкипе тӗрлӗ ҫырларан тунӑ варени, кӗленчесенче улма-ҫырла эрехӗ, пысӑк пичкере хӗлӗпех сӑра татӑлмасть…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Тытӑр-ха, Софрон Михалч… килти сӑра… так ахаль шыв ӗҫесрен вӗретнӗскер…

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ашӑ сӑра ӗҫӗр-ха, килӗр-ха, утса ӗшеннӗ хыҫҫӑн кӑшт урана кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех