Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сурӑх сăмах пирĕн базăра пур.
сурӑх (тĕпĕ: сурӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типӗтнӗ сурӑх ашне кӑмчӑртаттарса кӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Михел сӗлехине юхтарса сурӑх ашне ҫисе ларатчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пырне тасатма пыллӑ сӑрана, ӗҫкелесе илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сурӑх тирне йывӑҫ тавра чӗрке, ӑна ҫапса, чышса чӑмӑрусене ҫирӗплет.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫ ҫинчи ҫӗлӗкӗ те ахаль сурӑх тирӗ пек кӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кам ҫинчен пултӑр, эпӗ сурӑх тирӗ тӑхӑннӑ кашкӑр ҫинчен, пӗтӗм халӑха улталаса этем сӑнарӗпе ҫӳрекен шуйттан ҫинчен калатӑп!

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кӑшт уралансан пӗр-ик сурӑх е пӑру та хушса пама пултарӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп сурӑх пусса чӳклемелле пулать тенӗччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пачах урӑххи ҫинчен — Тукай Сӑр таврашӗнче ҫӳренӗ хушӑра килте темиҫе сурӑх вилни, хуҫа ҫуккине кура ӑна тарҫӑсем итлеми пулни, Атӑл хӗрринче такам пӗр кимме вӑрласа кайни ҫинчен калама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Кашкӑр хӑй тӗллӗн ҫеҫ пулсан та тискер, анчах сурӑх тирӗпе витӗнсен тата хӑрушӑрах».

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку уйӑхшӑн ун чухлех укҫа кирлӗ мар: тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе килсе панӑччӗ вӑл ялтан, сар ҫу та, сурӑх какайӗ те.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ачи кӑтра ҫӳҫлӗ теме, Микихверӗн хӑйӗн те ҫӳҫӗ шӑрт пек мар-ҫке — ӗнсе хыҫӗ сурӑх ҫӑмӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Валькка, сурӑх ҫӑмне илнӗ пек картлашкаллӑ каснӑ сар ҫӳҫне аллипе хыҫкаласа илчӗ те кӗрнеклӗ ҫи-пуҫне каҫӑртса, хӑлха илтмен ҫынна каланӑ пек, татса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ай, няням, ури сикнӗ пулӗ, кӑҫаттине хачӑпа касас, унсӑрӑн хывас ҫук ӗнтӗ ӑна, — терӗ те Павлуш асламӑшӗ сурӑх ҫӑм касмалли пысӑк хачӑ пырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Таси паха, турри пурах — пӗтеттӗмӗр эпир унпа иксӗмӗр те: упӑшкипе ҫирӗм ҫул пурӑнса та, пӗр ача туса параймарӗ «хӗсӗр сурӑх».

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Австралире сурӑх питӗ нумай усраҫҫӗ, уйрӑмах ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Унтан «Амгунь» ятлӑ танкер ҫине лекрӗ, ку хӑй тӗллӗн ҫӳрекен судно Австралирен тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршыва сурӑх тата банан ҫӑвӗ турттарать.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Тискерчӗксен тумӗ — сурӑх е качака тирӗ, ӑна хӗрлӗ тӑмпа сӑрланӑ, хӗрлӗ сӗм ҫинче — ансат хура эрешсем.

Одеты дикари были в овечьи и козьи шкуры, окрашенные красной глиной; по красному фону чернели неприхотливые узоры.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кӑштахран акӑ ӑшаланӑ чӑх какайӗ, сурӑх какай кукӑлӗ, техӗмлӗ пылак ҫӑкӑр, апельсин, слива, персик, пылак пӑр, сахӑрлатнӑ мускат мӑйӑрӗ, типӗ иҫӗмпе финик «килсе ҫитрӗҫ».

Потом принесли жареных цыплят, пироги с бараниной, сладкий душистый хлеб, апельсины, сливы, персики, мороженое, засахаренные мускатные орехи, изюм и финики.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тирӗкре — сурӑх какай ҫӑвӗпе, миндальпе, коринкӑпа, иҫӗм ҫырлипе хутӑштарнӑ, лимон касӑкӗсемпе витнӗ рис сӑрчӗ.

На нем высилась куча риса, облитого бараньим жиром, перемешанного с миндалем, коринкой, виноградом и обложенного разрезанными лимонами.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак корольсем табак, шур эрех ыйтаҫҫӗ те ҫакӑншӑн хӑйсен арӑмӗсене сӗнеҫҫӗ, ҫакӑнпа килӗшмесен европейсен япалисене мӗнле те-тӗр усӑллипе ылмаштараҫҫӗ: качака, сурӑх, чӑх-чӗп, ҫу, рис, ҫӑмарта, улма-ҫырла.

Короли эти просили табаку, водки и бесстыдно предлагали своих жен, но, получая отказ, вынуждены были обменять на продукты европейцев нечто более практичное: коз, овец, кур, масло, рис, яйца и фрукты.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех