Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

республикӑри (тĕпĕ: республика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Парада пухӑннӑ мӗнпур ҫынна Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Афганецсен республикӑри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Матвеев хӗрӳллӗн саламланӑ, чӑнласах та мероприяти ҫитӗнекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Петр Васильевичсен кил картинче Тарановпа калаҫнӑ чух хӑйне ҫӗр уйӑрса паманшӑн колхоз председательне Аксанова кӑна ӳпкелетчӗ, хальхинче вара унран районти тата республикӑри хӑш-пӗр ӗҫлӗ ҫынсене те ят тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялӗ пысӑк, пирӗн республикӑри пӗр-пӗр район центрӗ пек.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем кашни тӗл пулмассеренех шахматла выляма хыпкаланнӑ, иккӗшӗ те ҫав вӑйӑ теорине пачах чухламан вӑйсӑр шахматистсем мар: Сулагаевӗ икӗ-виҫӗ хутчен район чемпионӗн ятне те ҫӗнсе илнӗ, Тарановӗ вара ҫамрӑкрах чух хулари турнирсене хутран-ситрен хутшӑнкаланӑ, чемпион пулмах вӑй ҫитереймен те, ҫапах та тепӗр чух республикӑри чи сумлӑ шахматистсенех парӑнтарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иртнӗ ҫул республикӑри сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне аталантарма 27 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха сиплев пулмалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60567

Ҫав ҫулсенче республикӑри малта пыракан хуҫалӑхсен йышӗнчи вырӑнти «Слава» совхоз ҫак мероприятие йӗркелесе ирттерме хастар хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Майӑн 4-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра «Единая Россия» партин «Российское село» проекчӗн координаторӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председатӗлӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ С.Г.Артамонов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем П.С.Краснов, Ю.А.Попов тата республикӑри влаҫ органӗсен представителӗсем ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/

Сӑмах май, кунта республикӑри тӑватӑ округран – Элӗк, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне шкулӗсенчен 120 педагог пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Кӑҫал республикӑри ӗҫ династийӗсене Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тимофеевсен педагогикӑри пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – 515 ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0% ... %82%d0%b0/

Ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса пама республикӑри электротехника пӗрлешӗвӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Правительствине тухма хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60624

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра туса ирттерме республикӑри хуҫалӑхсен пӗтӗм май пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

«Ҫак фестиваль-конкурс иртнӗ тапхӑрта республикӑри библиотекӑсенче чылай мероприяти иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пысӑк уява республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри 27 йӑх-несӗл хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Шупашкарти Мускав администрацийӗ тата республикӑри прокуратура уйрӑмӗн ӗҫченӗсем те килсе кӑмӑла ҫӗклекен парнесемпе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Шӑпӑрлансене ача-пӑчан республикӑри клиника больницинче сиплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Палӑртма кӑмӑллӑ: республикӑри ачасемпе ҫамрӑксем патшалӑх символӗсем ҫинчен, культурӑпа йӑла-йӗрке, чӑваш халӑхӗпе тӑван ҫӗр кун-ҫулӗ ҫинчен ытларах та ытларах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсемпе чӑнласах кӑсӑкланаҫҫӗ.

Приятно отметить, что все чаще и больше интерес к госсимволам, культуре и традициям, истории чувашского народа и края проявляют дети и молодежь республики.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/04/29/glava ... aet-s-dnem

Республикӑри хуҫалӑхсем пӗтӗмпе 19,222 пин тонна удобрени хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Республикӑри 10 муниципаллӑ округра ҫӗр улми лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Кӗрхи культурӑна имҫамлассипе хуҫалӑхсенче хастар ӗҫлеҫҫӗ, республикӑри 11 хуҫалӑхра тӗпрен пурнӑҫланӑ ку ӗҫсене.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑри хуҫалӑхсенче 161,1 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче тыр-пула акса хӑварнине пӗлтернӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех