Шырав
Шырав ĕçĕ:
Елюк, лапка тарринчен кӑштӑртатса анса, милӗксене пуҫтарса хучӗ, унтан питӗрсе лартнӑ ҫенӗк алӑкне пырса уҫрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Купа айне Альберт вӗтӗ хӑрӑк туратсем пуҫтарса чикет, хурӑн хуппине чӗртсе ярать.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Лаши, ҫӗре тӑкӑннӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене пуҫтарса пӗтерсен, хуҫи хыҫҫӑн юртрӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Пуҫтарса хунӑ вырӑнсене сарса хучӗ, кӗтесре тахҫантанпах ларакан турӑшсене ҫенӗке кӑларса пӑрахрӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Вут чӗлхи унӑн питне, каялла тирпейлӗн пуҫтарса хунӑ ҫивӗтне ҫутатать.
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ҫӗрулми кӑларса кӗртмелле, пахча ҫимӗҫӗсене пуҫтарса тирпейлемелле, йӗпе-сапа пуҫланиччен ӗне витине туса пӗтермелле.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Кайран, хучӗсене пуҫтарса хулхушшине чикеҫҫӗ те каялла тухса вӗҫтереҫҫӗ.А потом соберут документы, засунут под мышку и убегут обратно.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Эпӗ ку кӗпене, Чӗмпӗре тӑхӑнса кайма тесе, ҫӳпҫенех пуҫтарса хутӑм.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тепӗр замечани пулсан, шкултан сирпӗнетӗн, — терӗ вӑл, кӗнекене каялла пуҫтарса.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗчӗк купасене капан варри йӗри-тавра пуҫтарса лартрӑмӑр.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Пуҫтарса хур, амӑш, кунта ҫирӗм виҫӗ тенкӗ.
Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Унӑн ҫурпилӗк икӗ утӑм ытлашши, — терӗ Якур тилхепине ункӑласа пуҫтарса.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Уделни тыррине хресченсем чи малтан вырнӑ, ҫапнӑ, типӗтсе мӑкаҫее пуҫтарса хунӑ, — ҫилленсе калать старик, — ҫав тырра вара кантуртисем тата вӗсенчен аслӑраххисем чыхнӑ.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ те, ҫав шухӑшпах, ванса пӗтнӗ премӗксене, кукӑльсене пуҫтарса хуратӑп.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ромӑн кӑтартӑвӗсем ӑмӑртӑва хутшӑнакансене кӑна мар, судьясене те тӗлӗнтернӗ - каччӑ автомата 16,66 ҫеккунтра салатса пуҫтарса рекорда ҫӗнетнӗ, винтовкӑран персе 30 очкоран 26-шне пухма пултарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.
Ватӑ салтаксем виҫ-тӑват ушкӑна пайланнӑ та ишӗлчӗк Дорогобуж хули йӗри-тавра ҫын виллисене пуҫтарса ҫӳреҫҫӗ.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ку ӗнтӗ вӑл пуринчен малтан ҫын виллисене пуҫтарса пытармалла тенине пӗлтернӗ.
III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хулана штурмланӑ чух хӑюлӑх кӑтартнӑ салтаксене пӗррехинче каҫалапа пуҫтарса темиҫе ушкӑна пайланӑ та ҫӑвӑнса тасалма хушнӑ, ҫӗнӗ кӗпе-йӗм пырса панӑ.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Укка ӗсӗклесе пир хушшинчен тухрӗ те ман ҫума пырса тӗршӗнесшӗнччӗ, эп тытмассине туйса алӑк патӗнчи пуҫтарса хунӑ вырӑн ҫумне выртрӗ.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Михапар тырӑ тунине ывӑҫӗпе пуҫтарса тытать те ҫурлипе кӑчӑрт касать.И вот Михабар захватывает в горсть последние стебли и кычырт! — срезает их острым серпом.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.