Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парас (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа ман аслӑ ул Уҫать ялшӑн тепӗр ҫул; Вырӑс тӗнне кӗрес, тет, Шура парне парас, тет.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Куҫ шӑрҫи пек Чӗкеҫне вӑл вӑрлама парас ҫук, Вӑрӑ-хурах таврашне пусмӑрлама парас ҫук.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Халех вӗсем пеккине, Пухса парас Питӗре», Тесе патша пӗтерчӗ, Тутисемпе елпӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Округри ЗАГС пайӗн начальникӗ О. В. Федотова культура ӗҫченӗсем ҫемье институтне упрас, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тесе те тӑрӑшнине ҫирӗплетнӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна, культорганизаторӗсене В. П. Михайловпа А. Д. Родионовӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ял библиотекарьне Г. Н. Родионовӑна, «Финанс тата хуҫалӑх пулӑшӑвӗ» МКУ ӗҫченне А. Н. Евсеевӑна Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Паян Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчен тухнӑ партизан ҫинчен каласа парас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Республикӑри мӗнпур шкулсенче ачасене воспитани парас енӗпе тӗрлӗ программӑсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Анчах халӗ эпӗ сире, тусӑмсем, Карелин илемлӗ вӑрманӗсемпе кӳллисем ҫинчен мар, унӑн йӳҫӗхсе тӑракан хӑрушӑ шурлӑхӗсем ҫинчен каласа парас тетӗп…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Утмӑлта кӑна-ха Савин, анчах унӑн шурӑ сухалне, пӗркеленнӗ питне, уксах уттине курсан, ӑна никам та ҫитмӗлтен кая парас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫе ветерансем хастар хутшӑннине каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

Халӗ чул саракансем ҫинчен уйрӑммӑн каласа парас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

1965 ҫулта ӑна хуҫалӑхра культура строительствине хастар хутшӑннӑшӑн ЧАССР Верховнӑй Совет Президиумӗн, 1968 ҫулта ҫамрӑксене спортпа патриотла воспитани парас ӗҫе активлӑ туса пынӑшӑн ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн Хисеп грамотисемпе наградӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Вӗсен ыйтӑвӗсене кӗске вӑхӑтра татса парас тӗллевпе муниципаллӑ округ администрацийӗнче Координаци канашне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ҫавӑнпа та хамӑр салтаксене пулӑшас тӗллевпе япаласем, апат-ҫимӗҫ, укҫа парас текенсене калаҫса татӑлса пӗрле ӗҫлеме чӗнсе калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ахалех, ӗҫлемесӗрех укҫа парас ҫук унта…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Мутӑра мар халь тӳрех туй тӑвасси, ытах парне парас тесен, эп хамах мӗн кирлине суйласа илӗп, тет.

Не в моде, говорит, сейчас сразу свадьба проводить, а если так сильно хочется что-то подарить, то сам выберу, что нужно.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Ҫав, аташса кайни ҫинчен каласа парас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫавӑнпа Ленин «Шуррисенчен хӗн-хур курнӑ вырӑнсене пулӑшу парас», — тесе хут ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ачасене аталанса вӑй илсе пыма хӑтлӑ условисем йӗркелесе парас ыйту та кулленех кун йӗркинче пулмалла», - тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Эпӗ те, ҫӑпан пит-куҫа йӳҫӗхтермеллех ыратать пулин те, хама ӑсра Лев Яшин вырӑнне картса, вратарь тивӗҫне чиперех пурнӑҫлатӑп: хирӗҫли командӑри юлташӑмсем ман еннелле пунк! та пунк! кисекен мечӗке (вӑл явкайри «тутӑх тивнӗ» тӗксӗм сарӑ хӗвел тӗслех иккен!) хам хапханалла йӑлттӑм кусма е пуля пек вирхӗнме парас мар тесе, е кирлӗ пек манерленсе, малалла курпунланса, ӳпӗнерех вырӑнтах юлатӑп, е, кил-ҫурта сыхлама кӑкарнӑ сӑнчӑрти талпӑнса вӗрекен лайка евӗр, аллӑмсене палкаса ҫунакан хуранай ҫулӑмӗн йӑлхахӗсем пек вӑлт та валт ывӑта-ывӑта, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле «хум яратӑп», «сирпӗнкелетӗп».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

— Влаҫа чӑн-чӑн демократа Б.Н. Ельцина парас!

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех