Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайӗ (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм кӗлеткин ҫӳлти ҫур пайӗ тӑртанма, туртӑнма пуҫланине туйса, халӗ тытамак тытнӑ пекех чӗтрекенскер, мӑшлата-мӑшлата, шӑлне шатӑртата-шатӑртата, аялти-ҫӳлтине асӑна-асӑна, Пурис ҫӗлен юнне сӑхнӑ тӗлтен шӑнса хытӑрканӑ пӳрнисемпе пӑчӑрта-пӑчӑрта кӑларасшӑн самайччен муталанчӗ, вӗтеленчӗ, ҫурмаланчӗ, анчах, мӗн тӑвас тенине тума ытла та майсӑр пулнӑ пирки, унӑн тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ, вара вӑл ӑшши-пӑшши шӑтӑкран хӑтӑлса тухма хыпаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паха тырпулӑн, выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсен ытларах пайӗ ҫав-ҫавах патшалӑха ӑсанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Республикӑри предприятисенче тӑрӑшакансен виҫҫӗмӗш пайӗ - бюджет организацийӗсенче ӗҫлекенсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх - асӑннӑ фонда укҫан пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Ҫакӑ, сӑмахран, кӗленчере алюмини оксичӗн пайӗ пысӑк пулнипе курӑнать.

На это, в частности, указывает высокое содержание оксида алюминия в стекле.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Пединститутра лекцисем шӑпах каҫпа пулса иртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен студентсен ҫурри яхӑн пайӗ кӑнтӑрла учрежденисенче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Тепӗр уйӑхран, Чӑваш Пайӗ ҫине тӑнипе, мана полкран хаҫат патне, «Канаш» редакцине, куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Вӑл хӑйне парти организмӗн пӗр пӗчӗк пайӗ кӑна тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Укҫа-тенкӗн пысӑк пайӗ ҫӗре арендӑна панинчен пырса кӗнӗ — 8669 пин тенкӗ (60 процент).

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Колесниковшӑн, Урсекиешӗн, Капаклыпа Пенишорӑшӑн вӗренекенсен ытларах пайӗ сасӑларӗ.

Большинство голосов получили Колесников, Урсэкие, Капаклы и Пени-шора.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сифон пайӗ кӑна!

Обыкновенная сифонная головка!

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ну, сӑмахран, ниме тӑман деталь, сифон пайӗ.

Ну вот, например, какая-то деталь, головка сифона.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Спектаклӗн иккӗмӗш пайӗ — мастер тарӑхнипе будкӑри пӑхӑр листисене вӑркӑнтарнине кӑтӑртни — питӗ те ҫивӗччӗн иртрӗ: Урсэкие хӑй мӗн курнине пӗтӗмпех сӑнласа пачӗ.

Второе действие, когда мастер в гневе выбросил из будки листы, пошло живее: Урсэкие изображал то, что он сам видел и пережил.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫӗршыв, ҫутӑ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ… — хӑй ытла та хытӑ тарӑхнине аран-аран чарса, вӑл картта умӗнчи ҫамрӑка ӑнлантарма пикенчӗ, ҫав самантрах хӑй карттӑн хӗвеланӑҫ пайӗ еннелле пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ.

— Страна, источник света… — с трудом сдерживая свое раздражение, продолжал он втолковывать ученику, указывая на западную часть карты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Паллах, пӑтранчӑк шывра пулӑ тытма юратакансем пуррине эпир лайӑх пӗлетпӗр, ҫапах та… — Хородничану ку хутӗнче те хӗрӳленсех калаҫрӗ, — пирӗн пысӑках мар ҫӗршывӑмӑр латинла ҫемьен пӗр пайӗ пулса тӑрать…

Конечно, мы знаем — есть любители ловить рыбу в мутной водице, но… — Хородничану и на этот раз говорил с большим жаром, — небольшая наша страна является частью латинской семьи…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«2021 ҫулта 4,5 пин ҫын е 1400 ҫемье хӑйӗн пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатрӗ, вӗсен чӗрӗк пайӗ пӗлтӗр йышӑннӑ ҫӗнӗ пулӑшу майӗсемпе усӑ курчӗ. Ку вӑл ипотека тӑрӑх тӳлемелли малтанхи тӳлеве татма пӗр хутчен уйӑракан укҫа-тенкӗ тата тӑлӑх ачасене, ҫул ҫитмен 8 е ытларах ачаллӑ ҫемьесене паракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗ».

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Пирӗн ГИБДД пайӗ хамӑрӑн ӗҫе хак паракан 2022 ҫулхи кӑтартусемпе республикӑра Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш вырӑн (районсем хушшинче - пӗрремӗш) йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Икӗ тӗрлӗ территори пайӗ, иккӗшӗ те начар мар аталанса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Укҫа-тенкӗн ытларах пайӗ ЖКХ тытӑмне ҫӗнетсе улӑштарма тӑкакланасси те планра пур.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Амӑшӗн пайӗ ҫинчен ҫеҫ шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех