Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмен (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» коллективлӑ сборниксенче кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Республикӑра урӑхла пулма пултарасса кӗтмен те.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Вулакан та пӗлчӗ ӗнтӗ: ҫӑмӑллӑх шыраман вӑл пурӑнакан пурнӑҫра, канлӗх кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ура ҫине тӑма тесе малалла ӳпӗннӗччӗ ӗнтӗ вӑл — ун куҫӗ кӗтмен ҫӗртен Авенир Платонович Ильдеменев куҫӗпе хире-хирӗҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Маларах килнине Павӑл хӑй те пӗлетчӗ-ха, ҫапах Тимахви тете сӑмахӗсем ун кӑмӑлне кӗтмен хыпар илтнӗ пек пӑтратса яратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Петӗр кӗтмен ҫӗртен вилсе выртрӗ те, Чӗкеҫе куккӑшӗ, Хитре Хӗветӗр, хӑйӗн патне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑл ҫӳллӗ хӳме ҫумӗнче лапрана ҫӑрса утнӑ чухне кӗтмен ҫӗртен ҫырмара хайхи шурӑ йытӑ вилли выртнине асӑрхарӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тем те илтӗн санран, тем илтсе те тӗлӗнӗн, анчах ку сӑмахсене нихӑҫан та кӗтмен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӑхма илемлӗ пулмасан та, сасси ял янраса тӑмалӑх!» — тет, Тимуш кӑмӑлӗ кӗтмен ҫӗртен ҫаврӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӗтмен инкек — сехре хӑппи.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эпӗ Григориу арӑмӗ, — урисене явса хучӗ кӗтмен хӑна.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ урӑх пӗр сӑмах хушса калама та ӗлкӗреймерӗм (тӗрӗссипе, каламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ манӑн), мӗншӗн тесен малалла никам кӗтмен ӗҫсем пулса иртрӗҫ — инкекӗ те, ытти те.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Григориу сӑмахӗсем маншӑн кӗтмен сӑмахсемех те пулмарӗҫ, ҫапах вӗсем мана та, Григориуна хӑйне хумхантарнӑ пекех, хумхантарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтан гитарӑна пӗчӗк ачана ыталанӑ пек икӗ аллипе те ыталаса тытрӗ те кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӑватӑ ҫул хушшинче пӗр хут бюллетень илменччӗ пӑхаттирсем — виҫӗмкун кӗтмен ҫӗртен чирлесе ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Строительсем редакцие ҫыру, яни те, ҫырура каланисем те чӑнахах кӗтмен япала пулчӗҫ-им сирӗншӗн?

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр главнӑй инженер кӗтмен ҫӗртен сивӗ сӑмахпа тӗртсе илни ӑна хытах пӑлхатса янӑ пулас: унӑн питҫӑмартийӗсем писев сӗрнӗ пек хӗрелсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑнсӑртран, пачах кӗтмен ҫӗртен итлеме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Туруновсем мана ӗмӗр тӑршшӗпе вӗчӗллӗ ҫӳремелӗх мӑшкӑл кӑтартрӗҫ, — кӗтмен ҫӗртен тӗксӗмленсе, кичеммӗн каласа хучӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— А эпӗ — кун пирки, — каллех ҫырӑва тӗксе илчӗ редактор, — ӑна танлаштартӑм кӗтмен ҫумӑрпа.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех