Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗт сăмах пирĕн базăра пур.
йӗкӗт (тĕпĕ: йӗкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Итле-ха, Мирун, ҫав сана пулӑшакан хитре хӗр кам вӑл? — ыйтрӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗтел умӗнчи пукан ҫинче ларакан кӑтра йӗкӗт хут купӑсне нӑйкӑштарса илчӗ, мӑйӗнчен ҫакнӑ шап-шурӑ ал шӑллипе тарланӑ питне шӑлчӗ те пурнӑҫ хавасӗ тапса тӑракан кӗвӗ тӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сана калатӑп пулӗ?! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрчӗ палламан йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кала-ха, тарҫӑ, халь кӑна кайри пӳрте кӗнӗ хӗр кам пулчӗ вӑл? — куҫӗсене вылянтарса ыйтрӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук кайри пӳрте кӗрсе кайнине асӑрхасан, тилӗ ҫӗлӗклӗ йӗкӗт картиш варринчех шанк! хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ямшӑкра пӗрмечеллӗ хура кӗрӗк ҫинчен йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ пусма пиҫиххи ҫыхнӑ йӗкӗт сатуррӑн пӑхкаласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт пӗр хушӑ иккӗленерех тӑчӗ, унтан тин хӑйне ҫамрӑксен хорне ҫырма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт чӗри кӑна ҫаплах-ха мӑлатукпа шакканӑ пекех хыттӑн сиксе тапать.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт куҫӗсемпе хуҫи ҫине пӑхса илчӗ, Шаккур пуҫне сӗлтсе кӑтартрӗ те, ку стакансене илсе каялла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хальхинче хирӗҫлеме хӑяймарӗ, аллисене икӗ хутчен шаплаттарса ҫупрӗ те, пӳрт алӑкӗнчен ҫав самантрах мӑйӑхлӑ йӗкӗт вӑркӑнса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах тепӗр алӑкӗ те уҫӑлчӗ. йӗкӗт Петӗре унта кӗртсе ячӗ, хӑй коридортах тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт, алӑка уҫса, хӑнасене шалалла иртме хушрӗ, хӑй: «Эпӗ халех», — тесе, тепӗр алӑкран кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Крыльца алӑкне вӑйпитти ҫамрӑк йӗкӗт уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ямшӑк, хитре йӗкӗт, кӗсйинчен ҫаврака тӗкӗр кӑларчӗ, шлепкине хывса, сарӑ ҫӳҫне якаткаларӗ, ҫав хушӑрах, сенкер куҫӗсене хӗскелесе, кӳршӗсен чӳречисем еннелле пӑхкаласа илчӗ: хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем пурте куҫӗсене кунталла тӗлленине вӑл аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма-чӑпар ӑйӑр Сахар хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ, куштан йӗкӗт пек, ик-виҫӗ хутчен пуҫне сӗлтсе илчӗ, малти сылтӑм урипе ҫӗре кукалерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Телейлӗ йӗкӗт тӗлне пулах, хӗрӗм, — тав турӗ те хӗре мӑнтӑркка хӗрарӑм ун арки ҫинчех харлаттарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех капан тӑррине икӗ йӗкӗт улӑхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑшӗсен ыран ҫиме те нимӗн те ҫук, — хаш! сывласа илчӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт ҫак самантпа усӑ курса юлас терӗ, хӗре чуптума тӑчӗ, анчах Хрестук шӗвӗр пӳрнипе тутине хуплама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех