Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян конюх хӑйӗн качакине пӑхассипе вӑхӑт ытларах ирттерчӗ пулас, колхоз витине ирхи апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ ҫитрӗ, вӑл пынӑ ҫӗре Левентей пур витесене те тӗрӗслесе тухма ӗлкӗрнӗ, халӗ Сехре Иванне конюхсен ҫуртӗнче кӗтсе ларать.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫемйи ирхи апат ҫисе ӗҫе кайма хатӗрленнӗччӗ, ҫав хушӑра алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте ҫул ҫинче ывӑнса халран кайнӑ Михала кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

2024 ҫулта муниципалитетсем хушшинчи «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» троллейбус маршручӗсем уҫӑлмалла, ҫакӑ асӑннӑ хуласем хушшинче пассажир транспорчӗпе ҫӳрессипе, уйрӑмах ирхи тата каҫхи сехетсенче, ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама май парать.

Также в 2024 году планируется открытие межмуниципальных троллейбусных маршрутов сообщением «Чебоксары – Новочебоксарск», что позволит решить проблему транспортной доступности между городами, особенно в утренние и вечерние «часы пик».

Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/30/ole ... nika-avtom

Ирхи 8 сехет тӗлӗнче Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 38-мӗш ҫуртри пӗр хваттер чӳречинчен ҫӑра тӗтӗм явӑнса тухнӑ.

Около 8 часов утра из окна одной квартиры в доме 38 на улице Ленинского Комсомола стал валить густой дым.

Шупашкарта ирех хваттер ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33354.html

Вырсарникун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкар районӗн Шорчекасси ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗнче пахча ҫимӗҫ упрамалли складра пушар тухнӑ.

В воскресенье, 30 октября, в 3 часа утра на сельскохозяйственном предприятии в Шорчекасах Чебоксарского района возник пожар на складе для хранения овощей.

Шорчекассинче чутах ҫӗрулми ҫунса кайман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33324.html

Тин ҫулҫӑ сарса сар хӗр пек тирпейленнӗ ҫамрӑк хурӑн ҫине ӑсан пырса ларать, хӑйӗн мӑшӑрне кӗтсе илеймесӗр ешӗл кӑчкӑна пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫӑтса ирхи апат тӑвать.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑпкари пӗчӗк ача пӗр тапкаланмасӑр ыйхӑран вӑраннӑ пек, ирхи вӑрман майӗпен чӗрӗлет.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗшнерен вӗсем ирхи шуҫӑм киличчен те тухмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ансӑр чӳречесенчен ирхи хӗвел урисем тӑсӑлса кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирпе ирех фермӑра мӑшӑр — ирхи сӑвӑмра.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Шкул аякра пулнипе вӑл ир-ирех тӑрса шкула кайнӑ, ирхи час ҫутӑлманнипе ҫула ҫутатас тесе патак ҫине керосинлӑ татӑк яваласа ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Чутайсем кӑмакана ирхи хутнине те, яшкипе шарккуне чугун савӑтра пӗҫернине те хӑнӑхма тивнӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Ҫак кунтан пуҫласа Альбина Борисовна ирхи шуҫӑмпах вӑранса ӗҫе васкать, хуҫалӑхри лару-тӑрӑва хӑй курса хаклама, сиксе тухнӑ ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Вӗтӗр-шакӑр, культура ӗҫченӗсем, иртен-ҫӳрен, уява килнисем пурте Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Василиса Архиповӑпа ирхи зарядкӑна тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 3 сехет ҫурӑра Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче 46 ҫулти арҫын пӗрле пурӑнакан 45-ри хӗрарӑмпа вӑрҫӑнса кайнӑ.

В половине третьего утра 11 октября в деревне Турмыши Янтиковского района 46-летний мужчина поссорился с 45-летней сожительницей.

Арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе 38 хут чикнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33174.html

Ирхи апат хыҫҫӑн эпир тухса каятпӑр…

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй вара, шкулта вӗреннӗ чухнех радиопа тӑрса ирхи зарядка тума хӑнӑхнӑскер, халӗ те ҫав йӑлана пӑрахмасть.

Куҫарса пулӑш

Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/

Ку ӗҫе каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 7-чен тӑваҫҫӗ.

Эта работа выполняется с 6 часов вечера до 7 утра.

Общество транспортне дезинфекцилеме тытӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32858.html

Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусене ирхи вӑхӑта куҫарӑр – чи тухӑҫлӑ пулӗ.

Все важные встречи в этот период планируйте на утренние часы - они будут самыми продуктивными.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑйӗн арҫынннисем тӑнине курса пӳрт умне Эрнепи чупса пычӗ, чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе вӗсем валли кӑмкана шыв ярса пачӗ, тӑла-ҫӑпата йӑтса тухрӗ, васкасах ирхи апат хатӗрлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех