Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулсерен пин-пин талантлӑ ҫамрӑк Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫет, Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗн ятне илет.

Ежегодно более тысячи представителей талантливой молодежи становится стипендиатами Главы Чувашии, лауреатами Государственной молодежной премии.

Олег Николаев Раҫҫей студенчӗсен кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/25/glava ... aet-s-dnem

Хӗлле тата муссонсем вӑхӑтӗнче те тавралӑха час-часах тӗтре карса илет, ҫакӑ транспорта ҫӳреме чылай кансӗрлет.

Зимой и во время муссонов часты туманы, что существенно затрудняет передвижение транспортных средств.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫакӑн хыҫҫӑн Тилли юррисенче кӑштах хуйхӑллӑ кӗвӗсем илтӗнме тытӑнаҫҫӗ: вӑл тӗмеске тӑпри ҫинчен те шухӑшласа илет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Урампа утса пыруҫӑн вӑл кӑвак куҫлӑ тухъя пуҫа курать, кӑвак куҫ кӑчӑк туртса чӗнсе илет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӗрик туса илет кӗҫӗн хапха, Тин уявран кӗрет иккен аппа…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сӑвӑҫ ҫав юрӑсене ӗнчӗ суйланӑ пек халӑхран пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа илет те вӗсене поэзин янравлӑ майӗпе шӗкӗлчесе тӑван халӑха каялла тавӑрса парать», тет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Илпек Микулайӗ те «Хура ҫӑкӑр» романӗнче сав тапхӑрах илет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Намиб-Науклуфт — Намибири наци паркӗ, Намиб пушхирӗпе Науклуфт ту хырҫин пысӑк пайне ярса илет.

Намиб-Науклуфт — национальный парк в Намибии, охватывающий большую часть пустыни Намиб и горного хребта Науклуфт.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

Анчах та ӑна туллин вӗҫлеме май килмен, хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман 4 метротрам пур: Дортмунд, Бохум (ҫавӑр пекех Херне хулине те ҫавӑрса илет), Эссен (А 40 автобан ҫумӗпе пыракан ҫӗр ҫийӗнчи линипе тата Мюльхайм хулапа ҫыхӑнтарнӑ) тата Дуйсбург (чӑннипе вӑл Дюссельдорф метротрамӗ шутне кӗрет, унӑн пӗр линийӗ кӑна шутланать).

Однако завершить его в полной мере не удалось, и в настоящее время существуют 4 не связанные друг с другом метротрама: Дортмундский, Бохумский (охватывающий также город Херне), Эссенский (соединённый наземной линией, идущей вдоль автобана А 40, с городом Мюльхайм) и Дуйсбургский (являющийся по сути лишь одной из линий метротрама Дюссельдорфа).

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Галактикӑра ҫӑлтӑрсем ҫуралнине кӑтартакан ҫутӑ ҫуталса илет.

В галактике происходит вспышка звездообразования.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Сӑнар хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа илет, асаилӳ ытамне путать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Вӑтам ывӑлне килӗнче амӑшӗ пӗчченех кӗтсе илет, Павӑл шӑллӗ хӗсметре тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

1941 ҫулхи кӗркунне Николай Егорович ирхине пиччӗшӗ патне ҫыру ҫырать, тепӗр кун каҫхине унран хыпар илет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Пурӑнма хӗсӗк пулнипе Коля Мускава тухса каять, стройкӑна ӗҫе вырнаҫать, арматурщик-бетонщик специальноҫне алла илет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Тӗрлӗ ыйтупа килекенсене вӑл кӑмӑллӑ кӗтсе илет, мӗн пултарнӑ таран ҫийӗнчех пулӑшу пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

Юлташне ыталаса илет те калать:

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӑй чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, хӳме хушӑкӗнчен сад пахчинелле пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актайӗ Уринен шкул сумкине илет те кӗнекесемпе тетрадьсене туртса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Музыка Актая та тыткӑнларӗ, ташлама тытӑнчӗ: йӑлт-йӑлт ҫавӑрӑнкалать, тапӑртаткаласа илет.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗҫӗн юлташӗсем ҫапла тӗпчени ӑна савӑнтарать, вӑл алли ҫитнӗ таран ачасене ыталаса илет те ахӑлтатсах кулать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех