Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫӑра (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурал хӗрӗсене нумай вӑрҫӑра пулнӑ ҫар пуҫлӑхӗсем вӗрентетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑрҫӑра хыт пуйма пулассине сисрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑрҫӑра ҫапӑҫмалли ӑсталӑха пӑлхарсем ашшӗнчен ывӑлне кӑна парса хӑваратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн Октябрьти Аслӑ революципе граждан вӑрҫине астӑвакан ҫынсем ҫеҫ мар, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнисем те сахаллансах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Вӑрманта упапа кӗрешнӗ чухне, вӑрҫӑра тӑшманпа ҫапӑҫнӑ чухне Тукай нихҫан та вилӗм ҫинчен шухӑшламан, нихҫан та хӑйне хӗрхенсе тӑман.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам ертсе кайӗ-ши Хусан ҫарне ҫитес вӑрҫӑра?

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эх, мӗскӗн арҫынӗсем, — тет Пинеҫ инке, — шӑнасем пекех пӗтеҫҫӗ-ҫке вӗсем вӑрҫӑра чухне.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫ ытла та канӑҫсӑрланчӗ, упӑшкасем ялан вӑрҫӑра та вӑрҫӑра

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрҫӑра

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрҫӑра ҫапӑҫасси — вӑл арҫын ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ундрицов унран пӗр ҫул ҫеҫ аслӑрӑх, анчах вӑл парти членӗ, вӑрҫӑра та ҫапӑҫса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрҫӑра виле турттарма та нумай лаша кирлӗ, — чӑнласах каларӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ывӑлӗ, Гриша ятлӑскер, вӑрҫӑра вилнӗ, тет, хӗрачи Мускавра пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй вӑрҫӑра чух Карповсем унӑн шӑллӗне — Павлуша пӑрахманнине ӑҫтан манӑн!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чиркӗве пынисен чылайӑшӗн савӑнӑҫ куҫҫулӗ те тухнӑ; теприсем вӑрҫӑра пуҫне хунӑ тӑванӗсем пулнӑ пирки хурланса макӑрнӑ, турӑш умне ҫурта ҫутса лартнӑ, асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Миша та тӑванӗсем патне ҫырман темелле мар, анчах каялла чылайӑшӗнчен ответ илеймен: хӑшӗ вулама-ҫырма пӗлмен пирки ҫыру ярайман, хӑшӗ тахҫанах Михала пекех вӑрҫӑра, хӑшӗ ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ юлашкинчен: Вилнӗ вӑрҫӑра Ҫапӑҫнӑ чухне, Пытарнӑ ӑна Ылттӑн тупӑкпа Тинӗсӗн тӗпне, — тесе пӗтерчӗҫ.

и как, наконец, Пал он, сражаясь, На поле бранном, Схоронили его В гробу золотом Да на дне морском…

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Атӑл епле вӑрҫӑра ҫӳрени ҫинчен, епле вӑл пысӑк юмансене, армути ҫӑмланӑ пек, турта-турта кӑларни ҫинчен харӑс янратаҫҫӗ.

на дружное пение о битвах Адыл-батыра, о том, как выворачивал он дубы, словно полол полынь,

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Элкей Михали, ҫулӗпе ватах мар пулин те, пурнӑҫра нумай курнӑ, вӑрҫӑра та пулнӑ, аманнӑ, тӗрле халӑх ҫыннисемпе, тӗрлӗ политикӑлла юхӑм ҫыннисемпе тӗл пулма тивнӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Вӑл ҫапӑҫу хирӗнче, вӑл — вӑрҫӑра

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех