Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляса (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ эсир тӑшмансене ҫӗнтеретӗр, тен, пӗр-пӗр ӗҫе выляса илетӗр.

В данный период вы победите всех своих врагов, и даже, возможно, выиграете какое-то дело.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑйӑ клубӗсене лекесрен асӑрханӑр: пысӑк укҫа выляса яма пултаратӑр.

Избегайте посещения игровых клубов: вы рискуете проиграть много денег.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, ӗҫре преми парӗҫ е эсир ӑнсӑртран лоторейӑра выляса илетӗр.

Возможно, на работе дадут премию к празднику или вы неожиданно выиграете в лотерею.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Лотерейӑра выляса илес, тупӑш илес шанчӑк пур.

Существует вероятность обрести небольшой выигрыш или получить денежную прибыль.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Суд ӗҫӗсене выляса ярсан укҫа-тенкӗ тӑкакӗ пулӗ.

Серьезные финансовые потери могут быть при неудачах в судебных процессах.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавах выляса яратӑр.

Проиграете…

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн мӗн тумалла – ҫавна тӑватӑр, ӗлкӗрсе пырсан укҫа юхсах тӑрӗ, выляса ярсан енчӗкри тата банк карточки ҫинчи сумма савӑнтармӗ.

Вы просто делаете то, что должны, понимая - если преуспеете, то деньги польются рекой, а если проиграете, то наличные в кошельке и на банковском счету совершенно не утешат.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юрату вӑййи выляса илме те юрать.

К тому же вы можете позволить себе ни к чему не обязывающий флирт.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тунтикун эсир тӗслӗх пулатӑр, анчах лидер рольне выляса ӗҫтешсен шухӑшӗсене шута илме ан манӑр.

В понедельник Водолеи станут примером для подражания, но играйте роль лидера, и не забывайте прислушиваться к мнению сослуживцев.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чаплӑ Батухан вара выляса тухса кайрӗ-им Пӑлхар ҫӗрӗ урлӑ?

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗррехинче вӑл протодьякон рольне ӑста выляса панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗнех вара — выляса пӑх.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ялсенче капла выляса пани Ваҫҫа чӑвашран кулни пулать, — малалла выляма чарчӗ ӑна Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пассажсем епле ҫырнӑ Чайковский! — тепӗр хут пӗр-ик ҫемӗ выляса пачӗ Слуцкий.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чим, Андрей, мӗн выляса савӑнтарӑпӑр эпир ҫав нэпмансене?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кусемсӗр пуҫне Чеховӑн «Табак сиенӗ ҫинчен» сцена-монолог уйрӑмах ӑнӑҫлӑ иртрӗ: ӑна Эльгеев выляса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Выҫӑпа аптракансене пулӑшмалли эрнелӗхре Эльгеевпа Данилов Чеховӑн «Хирурги» тата «Усал шухӑшлӑ ҫын» миниатюрисене выляса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Нивушлӗ ҫитес юбилей кунӗнче те пӗрле выляса савӑнтараймӑн пире?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хӑть юлашки хут пултӑр, Ухатер рольне выляса парасах пулать сан, Павлуш, медицина асамҫи пулса лариччен.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хам выляса парас шухӑшӑм та пурччӗ Ухатер рольпе.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех