Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑнран Анушка ашшӗне хунӑ: ун пекех сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, чӑп-чӑмӑр питҫӑмартиллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, пӗвӗпе Укахвирен кӑшт лутрарах пулин те, ашшӗ евӗрлех тулли.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Наградӑна ашшӗне, мухтавлӑ ывӑл ҫитӗнтернӗшӗн тав туса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ // С.ОРЛОВ. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d0%b9a%d0% ... 82%d0%bde/

Ун ашшӗне ӗлӗк Новгородра архиепископ пулнӑ Макарий чӗнсе илчӗ те ятлӑ-шывлӑ турӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сююнбике ашшӗне ыталаса та чуп туса тӑранчӗ те ӑна тӳрех мӑрса умне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗне ӑс пама юратакан, вырӑнсӑр сӗнӳсемпе куҫа кӗрекен ывӑлӗсене итлемерӗ вӑл, тӳпенелле тинкерсе пӗр-пӗччен шухӑшласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗне юратманнишӗнех хӗрне илмерӗ унӑнне пилӗк ҫул каялла.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫемьери ҫичӗ ачи те вилнӗ, ашшӗне вӑрҫа илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранах сӑвӑ ҫырать // Александр ЕРЕМЕЕВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10646 ... -s-v-cyrat

Кирлӗ пулсан ашшӗне те тутарсен аллине тытса парать ак.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗчӗк Иливан ашшӗне хӑйӗн юратнӑ япали пирки хӑнасем умӗнче асӑрхаттарма хӑяймарӗ, ҫынсем саланса пӗтсен тусеймерӗ вара, сӗрме купӑса тӳрех ашшӗ патне йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ашшӗне курчӗ те ҫынсен аллинчен вӗҫерӗнсе тӳрех ашшӗ кӑкӑрӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе, ӗсӗклесе макӑрма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗне вӑрҫа илсе кайсан, вӑл 1942 ҫулта ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ, Мария амӑшне тӑватӑ ачана ӳстерме пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Кимӗпе ӑсатрӗ вӑл ӑна Пӗлтермешкӗн хӑйӗн ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑваркуҫ таврӑнсан мӗн пулса иртнине ашшӗне пӗтӗмпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ашшӗне те ҫавсемех вӗлерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Михел ывӑлӗ Хӑрӑм тутарсем ашшӗне баскака лартсан, хӑй те тутарсен ҫарне кӗрес тесе ҫунса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унӑн кӗҫӗн ывӑлӗ ашшӗне итлемесӗр хирӗҫсе, патшалӑха уйӑрттарас шутпа кумансен енне тарчӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑвалӑр тискер ашшӗне таса ывӑлӗ патӗнчен!..»

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Софья Георгиевна хытах кӳренчӗ пулӗ мана, анчах ашшӗне шуррисем персе вӗлернине манран пӗлни япӑх та мар: эс хӑв ун ҫинчен часах хӑйса калаймӑттӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кураймасӑрах юлчӗ ашшӗне ачи те…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ашшӗне те хӑйӗнчен хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех