Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахлатса (тĕпĕ: ахлат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр снарячӗ, лӑпах чакса пыракан тӑшманӑн сапаланчӑк ушкӑнӗ варрине ӳксе, хӑватлӑн ахлатса илчӗ.

Один из снарядов орудия, бившего на поражение, разорвался среди отступавшей неприятельской цепи.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сулахай флангран, мулкач пек ывтӑнса, хӑй тӗлӗнчен пуля шӑхӑрса иртмессерен ҫӗре тӑсӑла-тӑсӑла ӳксе, Геворкянц чупса килчӗ, — ахлатса илсе, Бунчук патне пырса йӑванчӗ.

А с левого фланга заячьими скачками вскидывался Геворкянц, падал от каждой пролетавшей над ним пули, — охая, прыгал к Бунчуку:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑша наркӑмӑшлӑ газ пек курайманлӑх тӑвӑнса тулнипе Бунчук сывлӑш ҫавӑрайми пулса ҫитрӗ; вӑл сӑнран кӑвакарса кайса, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ, йывӑррӑн ахлатса илчӗ.

Он чуть не задохнулся от хлынувшей в него ядовитой, как газ, ненависти; бледнея, заскрипел зубами, застонал.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрремӗш залп хыҫҫӑнах Григорий, пуля пырса тивнипе, ахлатса ҫӗре ӳкрӗ.

После первого же залпа, сбитый с ног пулей, Григорий, охнув, упал.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кле-кле-кле-кле-вззи-и-и! — пӗрремӗш ҫурма рота салтакӗсен пуҫӗсем ҫийӗн, сывлӑша пӑрапа пӑраласа шӑтарнӑ пек, ҫивӗччӗн шӑхӑра-шӑхӑра, хӑрушла ахлатса вӗҫеҫҫӗ снарядсем; унтан пӗр самантлӑха шӑп пулса килет те, хаплатса ҫурӑлнӑ сасӑсем таҫта инҫетре, Стаход шывӗ урлӑ каҫмалли кӗпер ҫывӑхӗнче, илтӗнсе каяҫҫӗ: бах!.. бах!..

Кле-кле-кле-кле-вззи-и-и! — заквохтали с нарастающей силой снаряды, как буравом, высверливая воздух, со скрежетом проносясь над головами солдат первой полуроты; мгновение тишины — и далеко, возле переправы через Стоход, облегчающий гул разрывов: бах!.. бах!..

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей кровать чӗриклетнине илтрӗ, старик ахлатса, мӗн илтнине ӗненмесӗр, чавси ҫине таянчӗ.

Сергей слышал, как заскрипела кровать, как старик поднялся на локоть.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗрене ҫӗре ахлатса ӳкрӗ те кӑшт кусса кайрӗ Варенькӑпа Глаша вӑкӑрсене ҫавӑтса пычӗҫ — мӑйрака сӳсменӗнчен урапа вырӑнне алӑ туни хулӑнӑш сӑнчӑр сӗтӗрӗнсе пырать.

Бревно со стоном упало на землю и немного откатилось, Варя и Глаша подвели быков — вместо дышла от ярма протянулась длинная, в руку толщиной, цепь.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ачам, кӑйкӑрӑм! — ахлатса ярать кӑкӑр туллин Хлопуша.

— Дитятко, сокол! — крик-стоном метнулся хрип из груди Хлопуши.

Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Куҫҫуль тумламӗ вара, пӑрҫа пек пысӑкскер, Пугачевӑн сухаллӑ пичӗ тӑрӑх юхса анать те, сивӗпе шӑнса ларса, кӗмӗл пек, ахлатса янӑракан тумлам пек, ҫакӑнса юлать.

— И слеза, огромная слеза, размером в горошину, поползла по заросшей щеке Пугачева и тут же, застыв на морозе, повисла серебряной, стонущей каплей.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хуралпа тимӗр тӑлӑллӑ ҫын тухса кайсан, Рейнсдорп канлӗхлӗн ахлатса илет те Гришаткӑна хӑй патне пыма кӑчӑк туртать.

Когда стража и колодник ушли, Рейнсдорп самодовольно крякнул и поманил к себе Гришатку.

Хӑрушӑ ҫын // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Мӗн япала пулчӗ ку! — тӗлӗннипе ахлатса илчӗ Кошевой.

— Что ж это! — ахнул Кошевой.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳллӗ те шатра салтак, ахлатса кулкаласа, санитар пулӑшнипе урапа ҫинчен анать.

Рябой высокий солдат, охая и улыбаясь, слезает при помощи санитара.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрес ҫаккине кӗпи айне чиксе хучӗ, хӑравҫӑн йӗрӗнкелесе шыва кӗрсе тӑчӗ, кӑкрине, хулпуҫҫийӗсене йӗпетрӗ, ахлатса илсе чӑмрӗ, унтан Григорий хыҫҫӑн хӑваласа ишме пуҫларӗ; вӗсем иккӗшӗ казаксен ушкӑнӗнчен уйрӑлчӗҫ те пӗвен леш хӗрринелле, вӗтӗ хӑва тӗмӗсемпе тӗмленсе ларакан хӑйӑрлӑ ҫыран еннелле ишсе кайрӗҫ.

Гайтан сунул под рубаху, вошел в воду с опасливой брезгливостью, помочил грудь, плечи, охнув, нырнул и поплыл, догоняя Григория; отделившись, они плыли вместе к тому берегу, песчаному, заросшему кустарником.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карабинне кӑларма ӗлкӗреймерӗ те вӑл, ӑна Крючков лаша урлах сӑнӑпа яшлаттарчӗ, вара нимӗҫ, аллипе тӗксӗм-кӑвак мундире кӑкӑр тӗлӗнчен туртса ҫурса, хыҫалалла ӳпӗнсе кайрӗ, хӑраса-тӗлӗнсе ахлатса ячӗ:

Он не успел вытащить карабин, через лошадь его достал пикой Крючков, и немец, разрывая на груди темно-синий мундир, запрокидываясь назад, испуганно-удивленно ахнул:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Темӗн чухлӗ ут чӗрнисемпе пӑталаннӑ ҫӗр янӑравсӑррӑн ахлатса илчӗ.

Глухо охнула земля, распятая под множеством копыт.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн ку? — ахлатса ячӗ Наталья, чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе Петро ҫине хӑравҫӑллӑн пӑхса.

— Чего же это? — охнула Наталья, испуганно пялясь на Петра.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ахлатса илсе, пӗтӗм пуҫӗпех шыва чӑмрӗ, ҫапах та тилхепине алӑран ямарӗ.

Охнув, Григорий окунулся с головой, но вожжей не выпустил.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, пилӗк ыратнипе ахлатса, туйи ҫине тайӑнкаласа, сухаҫӑсене ӑсатма тухрӗ.

Опираясь на костыль, охая от боли, ломавшей поясницу, он вышел проводить пахарей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лиза, ахлатса, Митькӑн тути ҫумне чӑмӑртанчӗ те, Митька вара сарӑрах тӗслӗ кимӗрен икӗ утӑмра чарӑнса тӑчӗ.

Ахнув, она прижалась к растрескавшимся Митькиным губам, и Митька стал в двух шагах от серой стенки баркаса.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, ахлатса, туяна ярса тытрӗ те вӑранса кайрӗ.

Охнув, Митька схватил костыль и проснулся.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех