Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗн (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗн чирӗ ачине ермӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ун чух амӑшӗн кӑмӑлӗ ҫаврӑнасса кӗтетӗп.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑш ҫемьере амӑшӗн ячӗ Софья пулсан, хӗрӗсем вара, яланах темелле, е Вера, е Надежда, е Любовь ятлӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Апла каламаҫҫӗ пӗчӗккисем, — урӑх ним сӑмах та тупӑнмарӗ амӑшӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан пысӑклаттарнӑ сӑнӳкерчӗке, Эверкки амӑшӗн сӑнӳкерчӗкне, саппун вӗҫӗпе шӑлса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ачи амӑшӗн туйӑмӗсене хӑвӑрт ӑнкарса илет те ҫакӑнпа усӑ курма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Ҫапла каласа хурса минут каялла мӗн пирки сӑмах пынине ас тумасӑр Ван-Конет хӗрӗн амӑшӗн аптӑравлӑхне, Консуэло кӑмӑлӗ пӑсӑлнине, Хуарец старик тӗпчевлӗн пӑхнине чӑтса ҫитереймессе туять.

Выдав таким образом, что не помнит, о чем говорил минуту назад, Ван-Конет не мог больше переносить смущения матери, расстройства Консуэло и пытливого взгляда старика Хуареца.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ашшӗ таврӑннине унӑн пытармалла, пытармалла та пытармалла, ҫавӑнпа та вӑл ирхине амӑшӗн сӑнарне асра тытма ыйтса ашшӗне хӑйӗн тӗллевне пӑрахӑҫламашкӑн ӳкӗтлеме, кирлӗ пулсан — чӗркуҫленсе ларса ыйтма палӑртрӗ.

Скрывать, скрывать и скрывать должен был он возвращение своего отца, и он решил утром просить Франка, ради памяти матери, умолять и просить, если понадобится, на коленях, чтобы отец оставил свою затею.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мӑнттай аякӗ ҫинче выртать, чӗр куҫҫисене янахӗ патне ҫитиех хутлатнӑ — амӑшӗн варӗнчи пепке тейӗн, сӑмсине хыттӑн шӑхӑртса ҫывӑрать.

Детина лежал на боку, поджав ноги коленями к подбородку, как младенец в утробе матери, и зычно свистел носом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Ам шывӗн ҫав тери хитре ҫыранӗсен хушшинчи ҫул ҫӳрев тапхӑрӗнче Мард аванах канчӗ, тасалчӗ; вӑл нумай ҫиет, нумай ӗҫет, амӑшӗн варӗнчи пепкелле канлӗ ҫывӑрать.

За время путешествия среди живописных берегов реки Мард отдохнул, поправился; он много ел, вдоволь пил водку и спал, как младенец в утробе матери.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Амӑшӗн вара ывӑлне курма та, шырама та хӑтланмалла мар.

Мать не должна была стараться увидеть или искать сына.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Ӑна ачаранах — амӑшӗн ытамӗнче чухнех, тинӗсӗн кӑвак стени ҫинче курӑнакан парӑссем енне пӗчӗк аллисене тӑснӑ вӑхӑтранах — моряксемпе карапсем илӗртеҫҫӗ.

Его влекло к морякам и кораблям с детства, с тех пор как еще на руках матери он потянулся ручонками к спускающемуся по голубой стене моря видению парусов.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Кӗтмен ҫӗртен кравать хыттӑнрах хускалма пикенчӗ, вӗчӗрхеннӗ амӑшӗн аллинчилле силленме пуҫларӗ.

Внезапно кровать качнулась сильнее и заходила, как под раздраженной материнской рукой.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Ҫав самантрах кивӗ ҫурт хыҫӗнчен пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе тухрӗ; малта авкаланса-хӑлаҫланса, патаксемпе сулкалашса турӑ ҫынни-ҫапкаланчӑксем кускалаҫҫӗ; ик айккипе арҫын ачасен пӗлӗчӗ сӗнкӗлтетет; чӗнтӗрлӗ вӑрӑм патаксем ҫинче пӗчӗк хунарсемпе ҫветтуйсен сӑнӗсем, амӑшӗн варӗнчи хаяр пит-куҫне пӗркелентернӗ тискер пепкесене аса илтерекен хура йӗрӗхсем силленеҫҫӗ-хуҫкаланаҫҫӗ; вӗсен тавра ҫухӑрашса тата ӗсӗклесе ҫурма ҫутӑ пуҫсен тинӗсӗ тӗркӗшет; ылтӑнланӑ йывӑҫ тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать; тимӗр хоругвисем пӗр-пӗрне лексе чӑнкӑртатаҫҫӗ.

Тотчас же из-за старого дома высыпала густая толпа; впереди, кривляясь и размахивая палками, сновали юродивые; туча мальчишек брела сбоку; на высоких резных палках качались маленькие фонари, изображения святых, скорченные темные идолы, напоминавшие свирепых младенцев в материнской утробе; полуосвещенное море голов теснилось вокруг них, вопя и рыдая; блестела тусклая позолота дерева; металлические хоругви, задевая друг друга, звенели и дребезжали.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

«Ара, ашшӗпе амӑшӗн килне, хӑй ҫуралнӑ киле кайнӑ вӑл!» — тавҫӑрса илчӗ те Варламов йӗре-мӗне пӑхмасӑрах унталла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫулталӑк шалӑвӗн чӗрӗк пайне фараонла выляса ярсан лейтенанта амӑшӗн шурӑ калпакӗ аса килчӗ, — ӑна укҫа ярса памаллаччӗ, вара вӑл хӑйӗн каютине кайрӗ.

Проиграв в фараон четверть годового жалованья, лейтенант вспомнил белый чепчик матери, которой надо было послать денег, и ушел к себе.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ванкуверта Грэя амӑшӗн куҫҫульпе, хӑравпа тулнӑ ҫырӑвӗ шыраса тупрӗ.

В Ванкувере Грэя поймало письмо матери, полное слез и страха.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тин ҫуратнӑ амӑшӗн хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫ пӗр виҫӗ уйӑх каялла ҫав тери япӑхланса ҫитнӗ.

Месяца три назад хозяйственные дела молодой матери были совсем плохи.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Порт коменданчӗ» калавӑн тӗп геройӗ, ҫитмӗл иккӗри Тильс, чунӗпе — чӑн-чӑн романтик, анчах «моряк пулмашкӑн Тильса тытамак чирӗ чӑрмантарнӑ», «ӑна ачаранах — амӑшӗн ытамӗнче чухнех, тинӗсӗн кӑвак капламӗ ҫинче курӑнакан парӑссем енне пӗчӗк аллисене тӑснӑ вӑхӑтранах — моряксемпе карапсем илӗртеҫҫӗ».

Главный герой рассказа «Комендант порта», семидесятидвухлетний Тильс, в душе — настоящий романтик, но «стать моряком Тильсу помешала эпилепсия», «его привлекали моряки и корабли с детства, еще с тех пор, как он на руках у матери протягивал маленькие руки к парусам, видимым на синеве моря».

Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.

Эпир сирӗн профессири ҫитӗнӗвӗрсемпе мӑнаҫланатпӑр, эсир ӗҫпе амӑшӗн кулленхи тивӗҫӗсене, килте хӑтлӑхпа килӗшӗве тытса пыма пӗлнишӗн мухтанатпӑр.

Мы гордимся вашими профессиональными успехами, восхищаемся умением сочетать работу с материнскими обязанностями и создавать гармонию и уют в доме.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/03/08/gla ... et-c-mezhd

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех