Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑн сăмах пирĕн базăра пур.
авӑн (тĕпĕ: авӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ чӳк, уй чӳкӗ, ҫерҫи чӳкӗ, авӑн пӑтти, авӑн сӑри…

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тыр вырнӑ, авӑн ҫапнӑ, ҫӑкӑр пӗҫернӗ…

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Авӑн уйӑхӗн вӑтӑрмӗш кунӗнче вырӑссем крепость хӳмин Арск енчи сыпӑкне тар хурса сирпӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗррелӗхе эпир мӗнле авӑн ҫапнине пӑхса ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп хам икӗ ҫыншӑн авӑн ҫапма юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр ирхине вӑл ӑна авӑн ҫапма кайма каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кунӗ-кунӗпе ӗҫлесен те бригадир каҫхине авӑн ҫапма хӑвалать, тепӗр кунне каллех тырӑ вырмалла, каҫхине каллех — аван ҫапма.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Авӑн ҫапса таврӑнакан колхозниксем юрлани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Атту ҫӗркаҫ авӑн та ҫапаймастӑмарччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кӗҫӗр авӑн ҫапас пулать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Ҫитет ҫанталӑка пӑхӑнса, кӗҫӗр авӑн ҫапатпӑр, — терӗ колхоз председателӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Электричество трансформаторӗ валли ҫу ниҫта та тупса пулмарӗ, икӗ кун хушши авӑн ҫапӑнмарӗ, сушилка ӗҫлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Йӗпеннӗ кӗлтепе авӑн ҫапаймӑн, пылчӑклӑ ҫулпа машина ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Вӑрласан икӗ чӑматан япала мӗнле илсе килӗн? — калаҫкаларӗҫ авӑн ҫапакан хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

— Университет ҫӳллӗшӗ, чӑнах та, ик ҫӗр утмӑл метр-и? — сырса илчӗҫ ӑна авӑн ҫапма пынӑ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Кӑнтӑр Казахстанри авӑн уйӑхӗн юлашки кунӗсем…

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫавӑнпа авӑн уйӑхӗнчи сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ вырӑнсенчи пуҫлӑхсен ӗҫне хакламалли аргументсенчен пӗри пулса тӑни куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ку сӑн ӳкерчӗке Иван авӑн ҫапнӑ чухнех ярса панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ача пахчине 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ.

Детский сад должен был заработать еще в сентябре 2021 года.

Ача пахчине... ачасене кӗртмен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33596.html

Ӗнер ял ҫыннисем васкасах авӑн ҫапса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех