Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уҫнӑ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анкарти алӑкӗ уҫнӑ ҫӗре вӗсене Лука хуса ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Революцилле листовкӑсене чӑвашла пичетлесе кӑларма Микула Услон ялӗнче, ашшӗ киле кӗнӗ ҫуртра, вӑрттӑн ӗҫлекен типографи уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи тата тӗп пасарти, аш-какайпа ытти ҫимӗҫе тӗрӗслесе тӑракан ҫӗнӗ лабораторисем уҫнӑ, вӗсенче хулана республика тулашӗнчен кӳрсе килекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине радиаци тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармасӑр сутма юраманнине, хулари предприятисенче экспорт енӗпе ӑсатакан выльӑх-чӗрлӗх продукципе чӗртаварне тӗрӗслессине йӗркеленӗ, ветеринари службине ҫӗнӗ кадрсемпе ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Уява официаллӑ уҫнӑ тӗле пӗлӗтсем кӑшт сирӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Мастер-класа уҫнӑ май Светлана Чикмякова тӗп редактор малтанах район хаҫачӗн историйӗ, тӗрлӗ тапхӑрти аталанӑвӗ пирки кӑсӑклӑ каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Фестивале уҫнӑ ҫӗре районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ те хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Сергей, лавккана шалтан питӗрсе, картишне тухрӗ, подвалӑн уҫнӑ алӑкӗ умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ялти хӗрӗ вӑхӑтра тухса уҫнӑ пулсан, ку япала пулас ҫукчӗ…»

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗншӗн паҫӑрах каламарӑн? — чӗтрекен сассипе ыйтрӗ хӗрӗ, алӑка уҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ленин вӑл Чӗмпӗрте ҫуралнӑ, ашшӗ чӑваш ялӗсенче шкулсем уҫнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрле пулсан, вите патне кашкӑр йӑпшӑнса килнӗ, тислӗк купи ҫине улӑхса, пуҫӗпе алӑка тӗртсе уҫнӑ та — шала, сыснасем патне, сикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

1929 ҫулта Вӑрнарта зооветтехникум уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Революци хыҫҫӑнах мӑнастире хупнӑ, 1919–1922 ҫулсенче ун ҫурчӗсенче учительсем хатӗрлекен виҫӗ ҫуллӑх курссем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

1896 ҫулта 6 чӑваш хӗрӗ Кушлавӑш вӑрманӗнче хӗрарӑмсен мӑнастирне уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн 1957 ҫулта ҫеҫ кирпӗчрен тунӑ ҫӗнӗ шкул уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

1925 ҫулта ҫӗнӗ шкул уҫнӑ – хальхи Ленин тата К.Маркс урамӗсен кӗтесӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Хӑма ҫуракан цехсем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Ҫӗнӗ пурнӑҫа уҫнӑ пысӑк алӑк.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне уҫнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей ФСБ регионти Управленийӗн пуҫлӑхӗн Альберт Савинцевӑн шухӑшне ырланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Ҫӗнӗ объекта уҫнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалӑх тытӑмӗнче тӑрӑшакансене ырланӑ, ӳлӗмрен те ялта пурӑнакансене валли хӑтлӑ условисем йӗркелесе парассипе Чӑваш Ен Правительстви ҫине тӑрсах ӗҫлессе хыпарланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех