Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Симӗс сăмах пирĕн базăра пур.
Симӗс (тĕпĕ: симӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
О, Маш, симӗс ручкӑпа ҫырса пӑхма юрать-и?

О, Маш, можно, попишу зеленой ручкой?

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Хӗрлӗ-кӑвак, симӗс, тӗттӗм кӑвак тӗссемпе анлӑ усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

Чӑваш Енре хӑмла компетенцийӗн центрне уҫасси, ҫӗнӗ сортсене кӑларса хатӗрлесси, «симӗс ылтӑна» пухса хатӗрлемелли техника тӑвасси тата ытти тӗллевсене те уҫӑмлатрӗҫ коллегире.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

«Раҫҫей 24» телеканалӑн «Симӗс каҫӑм» программӑра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика тӑнӑҫлӑ аталанса пынине пӗлтертнӗ, тӗп тӗллевсемпе паллаштарса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Калаҫса татӑлнӑ вырӑна ҫичӗ сехет ҫурӑра ирхинехи шалпартарах костюм тӑхӑннӑ ҫын мар, симӗс кительпе кӑвак галифе тӑхӑннӑ яштак ҫар ҫынни — аслӑ лейтенант, лётчик килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Симӗс, кӑвак, хӗрлӗ, сарӑ, кӗрен, сенкер чечексем куҫа алчӑратса яраҫҫӗ, ҫемҫе ҫерем ҫинче пӗчӗк те кӑтра путексем сиккелеҫҫӗ, сывлӑшра, чӗвӗл-чӗвӗл туса, ҫиҫӗм евӗр ҫӑмӑл ҫунатлӑ чӗкеҫсем вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫук, тинӗс мар иккен ку, симӗс тулӑ пусси хумханать умра.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Кӑвак хумлӑ тинӗс хумханса каять умра, унтан ҫавӑнтах кӑвак тинӗсрен симӗс тинӗс пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫӑлтӑрсем темшӗн шултра курӑнчӗҫ, анчах тепӗр самантранах чӑлтӑр-чалтӑр туса сапаланчӗҫ те, сывлӑшра кӑвак, хӗрлӗ, симӗс ҫутӑсем ункӑланса шӑва пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тата икӗ сехетрен сӑртлӑх леш енче вӑл симӗс ракета курма тивӗҫ, вара хӑйне хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ман ҫумри шӗшкӗ тӗми ҫинче пӗр симӗс пӗсехеллӗ кайӑк ларать, куҫне сиктермесӗр пӑхать ман ҫине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Атӑл урлӑ паром каҫать, шыв айӗнче унран юлмасӑр хӗрлӗ, симӗс, сарӑ ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса, унӑн тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ кутӑнла мӗлки ишет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Уйӑх та ҫапла пӗр вӗҫсӗр кӑвак ҫутӑ сӑрхӑнтарса тӑтӑр, — ҫулҫӑсен симӗс тӗсӗпе уйӑхӑн кӑвак ҫути пӗрлешсен, ҫутҫанталӑк, ав, юмахри пек хитре!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта пӗлӗтелле кармашакан яштака ӑвӑссемпе шурӑ хурӑнсем, симӗс тумлӑ хырсемпе чӑрӑшсем, кӗреш юмансем, сап-сарӑ мӑйӑрӗсене кӗҫ-вӗҫ ҫӗре сапас пек ларакан шӗшкӗ тӗмӗсем ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Вӗсен йӗрӗ вара симӗс курӑк хушшине хунӑ хура ҫип пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Офицеры» юрӑ ӗнерхи симӗс пакунлӑ салтаксене ҫеҫ мар, пулас чикӗ хуралҫисене те тарӑн шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

— Салам, Гера-Караҫӑм! — симӗс куҫне шуххӑн вылятса кӑмӑллӑн сывлӑх сунчӗ Васса-Васяна.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тусан мӑкӑрлантарса ҫивӗччӗн ыткӑнакан симӗс «Запорожец» аэродром ҫинелле ҫаврӑнса кӗчӗ те тормозне чӑкӑртаттарса Герасим Федотович умӗнче тенӗ пекех чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Э-э, ӑнлантӑм, — кӑвакрах симӗс куҫне хӗссе йӳҫҫӗн кулчӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл правлени ҫурчӗ патне ҫитеспе машинӑпа трактор паркӗнчен симӗс кузов кӑкарнӑ хӗрлӗ «Беларусь» тухрӗ, кӑвак тӗтӗм пашлаттара-пашлаттара хапха умӗнче тенӗ пекех чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех