Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫӑва (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнпа паянхи калаҫӑва вӗҫлес, Уярпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва, лайӑх кӑна хатӗрленсе, ҫитес парти пухӑвӗнче сӳтсе явас та мерӑсем йышӑнас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Эльгеев чӑвашсем хура мунчара епле ҫапӑннине пӗрре мар курнӑ-ха, ҫапах калаҫӑва хутшӑнса нимех те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унтан шур ҫӑнӑх улӑштарса килеҫҫӗ имӗш, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Зинаида Степановна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл тарҫисем урлӑ утӑ турттарма кам тухнипе кам тухманнине тӗрӗслерӗ те Чапкунпа каллех ӗнерхи тавлашуллӑ калаҫӑва пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ӗнерхи калаҫӑва асра тытса Чураппана пӗр касмӑк кӑҫалхи пыл леҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку калаҫӑва та Урасмет тепӗр вӑхӑта хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак калаҫӑва илтнӗ Ахтупайпа Ярахви, паҫӑртанпах тем ҫинчен вӑрттӑн пуплекенскерсем, чаппанӗсене хӑварса вӑрмана кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек калаҫӑва халиччен илтсех кайман тата Хусантипе Крымри ӗҫсемпе нихҫан та кӑсӑкланман Урасмет вӑл калаҫнинчен нумайӑшне ӑнкарса та ҫитеймерӗ, ҫапах та хӑш-пӗр япалана, уйрӑммӑнах икӗ мӑрса хушшинче мӗн пулса иртнине вӑл аванах чухласа илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иккӗлле калаҫӑва ват ҫын сӑмахӗ татса парать.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ку калаҫӑва вӗҫне ҫитиччен итлеме вӑй ҫитереймерӗ курӑнать, темле сӑлтав тупса картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет Нухрат кӗнӗ хыҫҫӑн юриех шапӑлтатса калаҫма, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртен хыттӑн кулма пуҫларӗ те халичченхи ҫыпӑҫуллӑ калаҫӑва пӑсса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ҫак калаҫӑва Булат Ширинпа тата бакшей Бозекпа тан хутшӑнса, вӗсене ун чӗрине те нумай вӑхӑт хушши канӑҫ паман ыйтусем тӑрӑх хӑйӗн шухӑшне калӗччӗ — юрамасть.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман шутпала, Мускав Абдул Латифа пире парас ҫук, — тет Ширин кимӗ ҫинче пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсса.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайӑн ку калаҫӑва пӗр сӑмах сиктермесӗр итлес килет, анчах аван мар, Булат Ширин сӑмсуна чикмесен те юрӗ, эсӗ ху ӗҫне ту, хӑнасене пӑх тесе калассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ывӑл мӗнле, сывах-и? — пӳлчӗ ку кичем калаҫӑва упӑшки.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсир ан ухмахланӑр, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Иван Дормидонтович.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ чӑвашсене пит лайӑх пӗлетӗп, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Северьян текенни.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чунӑм тесен те, паллӑ ӗнтӗ — Поля Долгова вӗт, — кӑмӑллӑн калаҫӑва хутшӑнчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кам пӗлмест ӑна, полици агентне! — калаҫӑва хутшӑнчӗ унӑн упӑшки Яков Иванович.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Шупашкарта вара вӗсем влаҫа хӑйсен аллине ярса илнӗ те пуҫа мӗн пырса кӗрет, ҫавна тӑваҫҫӗ! — калаҫӑва хутшӑнчӗ Роднов, — Карл Грасис юлашкийӗсем унта хула Совечӗ туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех