Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах виҫҫӗмӗш, тапранса каймалли, чан ҫапрӗ ӗнтӗ, обер-кондуктор шӑхӑртса илчӗ, кустӑрмисем хӑлтӑртатрӗҫ, буферсен чашкисем чанкӑртатрӗҫ, поезд тапранчӗ, — унпа пӗрле карлӑк ҫумне ҫыпӑҫнӑ хайхи агент, йӗрлевҫӗ те тапранчӗ.

Но уже простучал третий, отправной звонок, просвистал обер-кондуктор, лязгнули колеса и сцепки, прозвонили тарелки буферов, поезд тронулся, — и с ним вместе тронулась, прицепившись к поручням, агентская, охранная фигура.

V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Доррен унпа килӗшрӗ:

Доррен подтвердил:

IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Акӑ господин Лодзь хулине каять, тен, пире унпа кайма ҫула май пулӗ.

Вот господин идет в Лодзь, может быть, нам с ним по пути.

III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ унпа хӗпӗртесех тӗл пулнӑ пулӑттӑм.

Я бы с удовольствием встретился с ним.

III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унпа усӑ курса сӑрланӑ лаптӑк сийӗ ҫавна пула тавралӑхри температурӑпа танлаштарсан сивӗлӗхе ытларах упраса хӑварать.

В результате поверхность, на которую она нанесена, сохраняет более холодную температуру, чем все вокруг.

Тӗнчери чи шурӑ сӑрӑ кондиционерсенчен лайӑхрах сивӗтет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29813.html

Ахӑртнех, вӑл леш хура ӳтлӗ хӗрарӑма шыраса тупнӑ пулӗ те, ӑҫта та пулин унпа тата капитан Флинтпа кӑмӑлне тултарса пурӑнать-и тен.

Вероятно, он отыскал свою чернокожую женщину и живет где-нибудь в свое удовольствие с нею и с Капитаном Флинтом.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анчах эпир унпа ӑна йытӑ вырӑнне хурса ҫеҫ калаҫрӑмӑр.

Но обращались все с ним, как с собакой.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмпех, доктор пирӗн крепость ҫине атакӑпа пынӑ кун, унпа малтанхи хут курса калаҫнӑ чухне ыйтса пӗлнӗ.

Все это доктор выведал у него при первом же свидании с ним, в день атаки на нашу крепость.

ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Мерри шӑтӑк тӗпне пуҫхӗрлӗн персе анчӗ, ҫамкине ҫыхнӑ ҫын пӗр вырӑнта ҫаврӑнса илчӗ те, шӑтӑках, унпа юнашар ӳкрӗ.

Мерри свалился головой вниз, прямо в яму.

ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кун хыҫҫӑн Сильвер ман ҫине: «Ҫӑмӑл мар самант», тенӗ пек пӑхса илчӗ, эпӗ унпа пӗтӗмпех килӗшрӗм.

Потом Сильвер посмотрел на меня и кивнул, словно говоря: «Положение нелегкое», и я был вполне с ним согласен.

ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Тӗрӗс, тӗрӗс! — тесе килӗшрӗ унпа Сильвер.

— Верно! Верно! — согласился Сильвер.

XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпир унпа паруссене ҫӗклерӗмӗр те, бухтӑна таврӑнасшӑнччӗ.

Мы с ним поставили паруса и хотели вернуться в бухту.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫак вӑхӑтра шкуна тата унпа пӗрле пыракан челнок шыв юхӑмӗпе хыттӑн пынӑ.

Тем временем шхуна и ее спутник, челнок, быстро неслись по течению.

XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӗсенчен пӗри шурӑ ҫӗтӗк татӑкӗпе суллать, у тепри, никам та мар, Сильвер хӑех, пӗр шикленмесӗр унпа юнашар тӑрать.

Один из них размахивал белой тряпкой, а другой — не кто иной, как сам Сильвер, — невозмутимо стоял рядом.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпир вара ҫийӗнчех унпа килӗшрӗмӗр.

И мы сразу же с ним согласились.

XVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Том вилсен, вӑл тепӗр ялав кӑларса, унпа вилене витсе хучӗ.

А когда Том умер, он достал другой флаг и накрыл им покойника.

XVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Суранланни кӑшкӑрса ячӗ, вара ун сасси ҫумне унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ мар хутшӑнчӗҫ.

Раненый закричал, и крик его подхватили не только те, кто был вместе с ним на корабле.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кӑмӑл ҫук унпа тӗл пулма.

Не хочется встречаться, и все тут.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ирхине калаҫса татӑлнӑ пек, Мила патне кайса, унпа пӗрле задачӑсем те шутлас килмест.

Не хочется ему также идти к Милочке и решать с нею задачи, как договорились они еще с утра.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Эпӗ унпа, сирӗн шкулта калашле, «воспитани саманчӗ» ирттерӗп, — самах пачӗ, кӑштах кулса, Алексей Михайлович.

— Я проведу с ним воспитательный момент, как говорят у вас в школе, — пообещал Алексей Михайлович, усмехнувшись.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех