Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуртисене, чӑн-чӑн вӑрман касакансем пек, хул ҫине хураҫҫӗ те ачасем хӑва ӳсекен ҫӗрелле чупаҫҫӗ, утрав тӑрӑх вара пуртӑпа чӗрӗ хӑва хуллисене каснӑ уҫах мар сасӑсем янӑраса тӑма пуҫларӗҫ.

Закинув топоры на плечи, как заправские лесорубы, ребята бегут к зарослям тальника, и над островом рассыпаются легкие, приглушенные удары топоров о сырую лозу.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Юханшывӑн сулахай енчи йӑлӑмри анлӑ ҫарансем, кӑваккӑн курӑнакан инҫетри вӑрман тӑрӑхӗ, пӗр виҫӗ километр аяларахри ҫӳлӗ те чӑнкӑ, ишӗлсе тӑракан ҫырансем Костьӑна чӑннипех те килӗшеҫҫӗ.

Косте и в самом деле нравится широкий простор пойменных лугов левого берега, синеющая вдали полоска леса, обрывы кряжа, подступающего к реке километрах в трех ниже по течению.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӗсен тӑррисем вагон патнелле кармашаҫҫӗ, ҫӗрелле пӑхмасассӑн вара, вагон рельссем тӑрӑх курса пынӑ пек мар, йывӑҫсем хушшипе сывлӑшра ярӑнса пынӑ пек курӑнать, сасартӑках вӑл троса татса пӑрахса аялти станци урлӑ, Подол ҫурчӗсем ҫийӗн вӗҫтерсе иртессӗн, ҫапла вара, ҫӳлтенех Днепр урлӑ каҫса кайса, аякра кӑваккӑн курӑнакан вӑрман патне персе ҫитессӗн туйӑнать.

Их вершины тянутся к вагончику, и, если не смотреть на землю, кажется, что он не катится по рельсам, а плывет между деревьями по воздуху, еще немножко и он оборвет трос, перемахнет через нижнюю станцию, дома Подола, да так и понесется поверху через Днепр к синеющему вдалеке лесу.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑрман кӗрлесе кӑна тӑрать.

Гудит кругом в лесу.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вӑрман варрипе такӑр ҫул выртать.

В лесу была хорошая, ровная дорога.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Икӗ политрук вӑрҫӑ ҫулӗпе вӑрман урлӑ пынӑ.

Шли два политрука по лесной военной дороге.

Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Инҫетре, вӑрман хыҫӗнче, пӗлӗт шурӑ тӗтӗмпе капламланса ҫӗкленнӗ.

Вдали из-за леса поднималось облако клубами белого дыма.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Куҫса ҫӳревҫӗсем вӑрман касма, сулӑ ҫыхма хӑнӑхаҫҫӗ.

Кочевники стали рубить леса и вязали плоты.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ кӗҫех вӑрман чӑтлӑхӗнчен ту сакӑлтисен тӑррисем курӑнкалама пуҫларӗҫ.

Но вот, из лесных кущ всё чаще стали подниматься скалистые пики.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑрман хӗрринче, йывӑҫсен хушшинче, йӗплӗ тетел татӑкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

На опушке, между деревьями, висели обрывы колючей сети.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Буланов паперть ҫинче тӑркаларӗ, унтан аллине ҫӗклерӗ те, ыттисен аллисем вӑрман пек ҫӗкленчӗҫ.

Буланов постоял на паперти, потом поднял руку, и тотчас же лес рук вырос над толпой.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Автана вӗҫертсе ячӗ те, Буратино вӑрман витӗр акӑшсен кӳлли патнелле утрӗ.

Отпустил петуха и Буратино пошёл туда, где сквозь листву ярко блестело Лебединое озеро.

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино унӑн хыҫҫӑн, сӑрт айнелле, ҫул урлӑ та хир тӑрӑх вӑрман патнелле ҫавра ҫил пек вӗҫтерчӗ.

Буратино — в вихре — за ним — под гору, через дорогу, по полю, к лесу.

Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Анчах хуларан сылтӑм урисене хура татӑкпа ҫыхнӑ икӗ каҫӑр сӑмсаллӑ бульдог ҫӗмӗрттерсе тухсан, мулкач чӗтренсе илчӗ, — эпӗ аран-аран унӑн ҫине утланса ларма ӗлкӗртӗм, — вӑл вӑрман тӑрӑх вӗҫтере пачӗ.

Но когда из города выскочили галопом два курносых бульдога с чёрными повязками на правых лапах, заяц мелко задрожал всем телом, я едва успел вскочить на него верхом, и он дал отчаянного стрекача по лесу…

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратинона кровать ҫине хурса Артемон вӑрман чӑтлӑхне вӗҫтерчӗ, вӑл унтан паллӑ та чаплӑ тухтӑра — Тӑманана, фельдшерица — Шапана, тата типӗ турат евӗрлӗ Шӑрчӑка, питех те паллӑ халӑх юмӑҫне илсе килчӗ.

Положив Буратино на кровать, собачьим галопом помчался в лесные заросли и тотчас привёл оттуда знаменитого доктора Сову, фельдшерицу Жабу и народного знахаря Богомола, похожего на сухой сучок.

Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Пӗтӗм вӑрман ула-чӑла курӑнса выртать…

Весь лес был полосатый…

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑрман хӗрринче вӑрӑ-хурахсем ӑна каллех хӑваласа ҫитрӗҫ.

У лесной опушки разбойники опять нагнали его.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Унӑн тумтирӗн татӑкӗсем чӑтлӑх ҫумне ҫакланса ҫуркаланса юлчӗҫ, хӑй вӑл тепӗр енне сиксе каҫрӗ те вӑрман патнелле вӗҫтере пачӗ.

Он оставил на колючках клочки штанишек и курточки, перелез на ту сторону и помчался к лесу.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Ай-ай! — тесе ҫухӑрса ячӗ те Буратино, мулкач пек, сӗм вӑрман патнелле вӗҫтерчӗ.

— Ай-ай! — завизжал Буратино и, как заяц, припустился к чёрному лесу.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Малта сӗм вӑрман курӑна пуҫларӗ.

Впереди стал виден чёрный лес.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех