Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилӗ шӑмминчен тунӑ теҫҫӗ пӗлекенсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аякран пӑхсан, пуртӑпа чутласа тунӑ кӳлепе майлах ку ҫын: хулпуҫҫийӗсем урлӑ кашта хунӑ тейӗн, ҫан-ҫурӑме — тӳп-тӳре шерте пек.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Суха тунӑ ҫӗрте Уҫӑп пичче ҫынна шанман.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Суккӑрланнӑ Карачӑм Иванӗ хӑй пӳртӗнче шкул ачисене вырнаҫтарма та кӑмӑл тунӑ, тет, иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Курупкине шур шуҫран тунӑ, пӗчӗк арча майлӑскер, йӗс хӑлӑплӑ, ҫийӗнчен темӗн тӗрлӗ чечек ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ, хупӑлчи ҫине урлӑ каҫа ылтӑн саспаллисемпе «Дюшес» тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа пулӗ, земски управин членӗ — Чӗнерти Тоскиней тавраш, Александр Павлович, Элкей Микулин тӑххӑрмӗш ачи ҫуралсан, кум пулма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗрӗн хӗрачи ҫуралсан, Укҫине аппа хӗреснамӑш пулма та кӑмӑл тунӑ.

Дочка у них родилась, так Уксине не погнушалась — крестной матерью пошла.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ывӑлӗ ӑнлантарса пама тӑрӑшнине нимӗн вырӑнне те хумасть Элкей Микулайӗ: апла пулсан, «Хыпара» хупнисем, питӗ тӗрӗс тунӑ, тет кӑна.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Хуласенче пулса курнӑ ҫамрӑксем текех ӗнтӗ килте тӗртсе тунӑ кӗпе-йӗм тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ, вӗсем фабрикӑра тӗртнӗ пустав пиншаксемпе шӑлаварсем, ҫутӑ кӑсуруклӑ карттуссем, пӗрмечеллӗ атӑсем тӑхӑнса янӑ, хӑшӗсем ҫӑварӗсене пирус та хыпнӑ, хурал пӳртне пухӑнса укҫалла картла та выляҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

— Ҫурт тунӑ чухне эсир ӳплере лартӑр.

— Вы сидели в шалаше, пока строился дом.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Эпӗ мӗн тунӑ вара?

— Что же я делала?

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Халал тӑрӑх — куҫман пурлӑхпа ҫурт унӑн, анчах арчасене уҫса пӑхас шухӑш халӗ ҫеҫ, вӑл пысӑкрах ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн, пуҫне пырса кӗчӗ.

По завещанию дом и движимое имущество принадлежали ей, но замысел и решение вскрыть сундуки явились у нее только теперь, когда она совершила большее.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӗнер ҫанталӑк сулхӑнччӗ; паян ҫумӑр ҫӑвасса шанса — кӑмӑллах мар ҫак кунпа Джесси Ватсонсен, Апербаумсен, Гардингсен ҫемйисене тата ҫӗнме май ҫук ытти крепоҫа ҫитсе килмешкӗн усӑ курас терӗ; хисепсӗр, шухӑшсӑр манерӗпе — ылтӑнран шӑратса тунӑ хӑйне асла хураслӑха ытлашши вӗчӗрхентермесӗр — ҫав ҫуртсене вӑл ҫеҫ ҫаратаять.

Вчера стояла пасмурная погода; рассчитывая, что сегодня польет дождь, Джесси охотно постановила употребить дурной день для посещения семейств Ватсонов, Апербаумов, Гардингов и других неприступных крепостей, где только она, с ее небрежной и беззаботной манерой, могла пограбить, не вызывая особого раздражения, свойственного самомнению, отлитому из золота.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫыпӑҫтарса тунӑ карнизсем иртнӗ хӗлле ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн сӗвӗне-сӗвӗне ӳкнӗ, алӑксем хашакисенче силленеҫҫӗ; чылай ҫӗрте штукатурка тӑкӑннӑ, обой ҫурӑлса хӑйпӑннӑ.

После землетрясения минувшей зимы осыпались лепные карнизы, расстроилась пригонка дверей; во многих местах отстала штукатурка, порвав обои.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана ӑна чӑннипех кураймасть, курайманлӑхӗ ҫав тери ӗшентернӗ ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн кану кӗтнӗн унӑн, Джессин, ури тӗлӗнче каҫару ыйтса ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрас патне ҫывӑх тесе каласан Джесси кулса ярӗччӗ.

Джесси рассмеялась бы, если бы ей сказали, что Моргиана действительно ее ненавидит, и в ненависти своей близка к тому, чтобы рыдать у ее ног, вымаливая прощение, как отдых от непосильной работы.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӗсене вырӑнти администраци тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ каччӑ пушарта шар курнӑ ҫынна пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31958.html

Анчах ытти мӗн пур курӑнура мана уйрӑмах кӑсӑклантараканни — хӗрлӗ плюшран тунӑ икӗ хӑлаҫ калӑпӑш чӗре.

Но более всех других затей привлекло мое внимание сделанное двухсаженное сердце — из алого плюша.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унӑн сассинчи темӗскер мана ачалӑхӑмри пӗр пулӑма аса илтерчӗ; ухӑ ӑсталасан эпӗ — усал ачасен ӳкӗчӗпе — хам тунӑ ҫав хӗҫ-пӑшалӑн авӑнчӑк енӗпе ҫӗртен шелсӗррӗн ҫапнӑччӗ.

Что-то в ее тоне напомнило мне случай детства, когда, сделав лук, я поддался увещаниям жестоких мальчишек — ударить выгибом дерева этого самодельного оружия по земле.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл тӗрлӗ план тунӑ.

Он строил разные планы.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Телее, чӑннипех ылтӑн алӑллӑ маҫтӑр тупӑнчӗ вӗсен тӗлне, виҫӗ-тӑватӑ кун хушшинчех тӗлӗнмелле хитре рамӑсем туса пачӗ вӑл: кашнинех хӑйне евӗр эрешлесе капӑрлатнӑ, лакпа сӑрласа ялтӑртатакан тунӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех