Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, унӑн иртнӗ пасартах милици агентне хӑй хыҫҫӑн пыма каламаллаччӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ, сӑмахран, иртнӗ хӗле Ҫӗпӗрте ирттертӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каялла разъезда Мӗтри хыҫҫӑн чӗнмесӗр утнӑҫемӗн Сӑпани Ванькка паҫӑр мунчара калани пирки те, халь ыйтни пирки те, Сидор умӗнче пулса иртнӗ тӗлпулу пирки те татах та татах шухӑшласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ тимлесе итлерӗ, унтан тем каласа хӑварчӗ те чайная кӗчӗ, кунта пурте йӗркеллех-и тенешкел, пӗтӗм зала пӑхса ҫаврӑнчӗ, Сӑпани умӗпе иртнӗ чухне, пуҫне сулса, хӑй хыҫҫӑн тухма систерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани иртнӗ пухура илтнӗ тӑрӑх, хутне милицие те яма йышӑннӑччӗ, апла-тӑк унта мӗн ҫырнине Хӗлимун хӑлхине ҫитерме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ывӑлӗ, авӑ, Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне вӗренме кӗнӗ тенӗччӗ иртнӗ тӗлпулура, ун пирки те ыйтса пӗлсен пӑсмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Филимон Петрович, тепӗр чухне иртнӗ пурнӑҫа тишкерме тытӑнатӑп та шалт тӗлӗнетӗп: мӗн чухлӗ йӑнӑш туса пӗтермен-ши эпӗ хам ӗмӗрте!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, чунсӑррисем кӑна мар, чӗрӗ чунлисем те халӗ пусӑрӑнса пурӑнаҫҫӗ: ялсемпе иртнӗ чухне урамсенче ҫынна мар, ахаль чух ялан хӗвӗшекен анчӑксене те сайра куратӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӳсӗрпе харкашса илесси вӑл арҫынсен пулкалать, уншӑнах пӗр-пӗринчен уйрӑлса каймӑпӑр, — терӗ те Калюков Машука, халь тин пулса иртнӗ тытӑҫу вӑхӑтӗнче самантрах урӑлнӑскер, пӳртрен шӑппӑн тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫу варри тахҫанах иртнӗ ҫав ӗнтӗ, ҫанталӑк ӑшши-сиввипе пит палӑрсах каймасан та, вӑхӑт кӗркунне енне сулӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртнӗ эрнере кӑна кооператив лавккине хӑнана кӗрсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑ вӑрӑ-хурахсене те, тытӑҫу вӑхӑтӗнчи хӗрӳлӗх иртнӗ хыҫҫӑн, пӑртак шухӑшлаттарчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, ӑна ӳстерме тытӑннӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Яланхи пекех, пуҫне каҫӑртса, талпӑнарах утать вӑл, ҫапах Крапивин умӗпе иртнӗ чухне, темшӗн, уттине вӑрахлатрӗ, хӑюсӑртараххӑн пускаларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каласа пачӗ вара Ванькка, ҫавна май ҫулталӑк каялла пулса иртнӗ хӑрушӑ ӗҫе хӑй те тепре аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах вӑл вучахра пӗчӗк хуранпа, иртнӗ ҫулла типӗтсе хунӑ cap ҫип утине ярса, шыв вӗретрӗ, унтан сӗтел ҫине чӑваш ҫӑкӑрӗ пысӑкӑш кулач, сахӑр кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тыткӑнра ҫапла пулса иртнӗ тесе вара ӗнентерме май пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман ӗнтӗ вӑхӑчӗ иртнӗ, — алӑ сулчӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫын тепӗр чух ҫав ҫӗр каҫах кӑлкан пек шуралса каять, вунӑ, ҫирӗм ҫул иртнӗ чухнехинчен ытларах ватӑлать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрла иртнӗ тӗлелле тара тытнӑ лавҫӑ Калюкова кирлӗ ҫӗре илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех