Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑхла сăмах пирĕн базăра пур.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫар ҫыннисем хушшинче лару-тӑру пачах урӑхла пулнӑ, — каҫару ыйтнӑ евӗр каласа хучӗ Меркулов.

— В военной среде была исключительная обстановка, — словно извиняясь, вставил Меркулов.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл кӗтнӗ пек мар, йӑлтах урӑхла пулса тухрӗ.

Все произошло совсем не так, как он предполагал.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла, вӑл пачах урӑхла танк пулнӑ.

Да, это был выдающийся танк.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла, часах акӑ манӑн та «урӑхла» пурнӑҫ алӑкӗ урлӑ ярса пусмалла пулать».

Да, скоро и мне придется переступить через «другую» жизненную дверь».

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Епле каларӗ-ха вӑл: «Ман ҫине ҫынсем урӑхла пӑхаҫҫӗ…»

Как это он сказал: «Люди на меня смотрят по-другому…»

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫынсем ман ҫине урӑхла пӑхаҫҫӗ.

Люди на меня смотрят по-другому.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кала-ха, мӗншӗн апла вӑл — авланиччен ҫынсем ман ҫине пӗр тӗрлӗ пӑхатчӗҫ, авлантӑм — пачах урӑхла пӑхакан пулчӗҫ?..

— А скажи, отчего так бывает: когда я был неженатым — одно ко мне отношение, а женился — совсем другое?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Манӑн пуҫӑм ҫемҫен сулкаланать, ҫӳлте ҫутӑ-кӑвак пӗлӗт ҫӳхе пурҫӑн пек тӑсӑлать, таҫта пӗлӗт айӗнче — чӗтресе тӑракан тӑри.» Ҫук, эпӗ темле урӑхла юрататӑп ҫак тӗнчене, аслӑ уй-хире, тусанлӑ ҫула, вӑкӑрсем ерипен утса пынине…

Надо мной голубое-голубое облачко растянулось так, как кисея в полете, и где-то в поднебесье — дрожащая точечка жаворонка… Нет, я как-то по-особенному люблю этот простор полей, пыльную дорогу, медленную поступь быков…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫыннисем ку чухне пачах урӑхла, вӗсен чунӗ те, кӑмӑлӗ те революцичченхи пек мар.

Люди в это время совсем другие, у них и души, и желания, не такие, как до революции.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Урӑхла пулма та пултараймасть, — терӗ Артамашов.

— А иначе и быть не могло! — воскликнул Артамашов.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хуҫалӑх чылай ҫирӗпленнӗ, колхозниксем ӗҫ ҫине, халӑх пурлӑхӗ ҫине пачах урӑхла пӑхаҫҫӗ.

Хозяйство заметно окрепло, у колхозников появилось совсем иное отношение к труду, к общественному добру.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах калаҫу Сергей кӗтнӗ пек мар, пачах урӑхла пулчӗ.

Однако разговор начался совсем не так, как предполагал Сергей.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла ҫав, хӑйсен хулинчи Геройсем ҫинчен унти ҫынсем урӑхла калаҫаҫҫӗ, вӗсене ытларах юратаҫҫӗ, хайсем те, ачисем те вӗсем пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Да, о героях своего города тамошние люди говорят по-другому, любят их больше, даже дети стараются быть такими же, как и они.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Паллакан Геройсем ҫинчен пачах урӑхла калаҫаҫҫӗ, вӗсене кунта пурте пӗлеҫҫӗ — ҫамрӑксем те, ватӑсем те, — халь тин, портречӗ хулари пахчана илемлетсе тӑма пуҫласан ҫеҫ мар, вӑрҫӑчченех палланӑ вӗсене.

О знакомых героях говорят совсем по-другому, их знают здесь все — и молодые, и старики, — и не только сейчас, когда портрет стал украшать городской парк, а еще раньше, до войны.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫук, вӑл чӑн-чӑн кучер, унӑн лашисем те ялан савӑнӑҫлӑ, тачанки те ыттисенчен урӑхла шӑлтӑртатать, тикӗс ҫулпа чупнӑ чух та питех те илемлӗ сасӑпа кусать, — ӑна итлесе пыма кӑна мӗне тӑрать, уйрӑмах каҫала енне эсир хирте пӗчченех чухне питех те кӑмӑла кантарать: тип-тикӗс вырӑн тӑсӑлса выртать, — эсир итлетӗр, тутлӑ тӗлӗрсе, куҫсем хупӑнаҫҫӗ, урапасем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫнине итле-итле ҫывӑрса каятӑр…

Нет, это был кучер в полном смысле этого слова, у которого лошади всегда веселы и тачанка гремит как-то по-особенному, даже по ровной дороге она катилась с таким приятным звоном, что слушать ее было одно удовольствие, особенно в тот вечерний час, когда вы в поле один, а вокруг лежит равнина, — вы слушаете, глаза слипаются в сладкой дремоте, и вы засыпаете под говор колес…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Урӑхла епле пултӑр? — терӗ те Сергей шухӑша кайрӗ.

А как же иначе? — ответил Сергей.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Паллашнӑ кун Сергей ун ҫинчен пӗр тӗрлӗ шухӑшларӗ, халӗ ӗнтӗ пачах урӑхла шухӑшлать, тата пӑртак вӑхӑт иртсен: «Эпӗ каллех йӑнӑшрӑм», — тейӗ.

В день знакомства с Рубцовым-Емницким Сергей подумал о нем одно, теперь же совсем другое, а пройдет некоторое время, и Сергей, возможно, скажет: «Опять я ошибся».

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах Рагулин хыҫҫӑн тухса калакан сысна фермин заведующийӗ, пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ, ҫаврака питлӗ, тулли ӳт-пӳллӗ, кӗреҫе сухаллӑ Григорий Пантелеевич Нарыжный, пачах урӑхла тухса каларӗ вара.

Зато совсем в другом тоне выступил вслед за Рагулиным заведующий свинофермой Григорий Пантелеевич Нарыжный, мужчина лет пятидесяти, круглолицый, с бородой.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Урӑхла епле!

А как же?

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун сарлака куҫхаршийӗсем хускалнӑран, тути сикнӗрен Ирина ӑсӗпе мар, чӗрипе сиссе илчӗ: Сергей ӑна ирхи сывлӑм ҫинчен каласшӑн пулман, ҫавӑнпа вӑл чарӑнсах, ниме пӗлтермен сӑмахсем каланӑ чухнехи пек мар, темле урӑхла пӑхрӗ.

И по тому, как он сдвинул свои широкие брови, как дрогнули его губы, Ирина не поняла, а скорее почувствовала сердцем: он хотел ей сказать совсем не о росе; он остановился и посмотрел на нее как-то странно, не так, как обычно смотрят, когда говорят незначительные слова.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех