Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрушӑ (тĕпĕ: хӑрушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл шыв айӗнчен курӑнакан хӑрушӑ чулсем аяккипе сылтӑмалла та сулахаялла ӑстан ҫаврӑнкаласа, тӑвӑр проливпа ишрӗ.

Он ловко пробрался по узкому проливу, искусно избегнув справа и слева подводных камней.

X. Ҫӑлӑнатех-ши? // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫыран хӗррине ҫавра ҫулпа ҫитесси малтан шутланӑ пекех хӑрушӑ мар.

Добраться до берега в легкой шлюпке мне представляется вполне возможным.

IX. Такам ҫӑлӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Чи хӑрушӑ енчен.

— С дурной.

VIII. 9-380 // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Халапсенче калаҫҫӗ-ха ӗнтӗ ҫавӑн пек курӑнусем ҫинчен, халь те корвет халапри пекех хӑрушӑ чул сӑртпа тӑшман флочӗ хушшипе пырать.

В легендах встречаются такие видения, корвет находился как бы посредине между демоном-рифом и флотом-привидением.

VIII. 9-380 // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хӗвеланӑҫӗнче — тинӗс авӑрӗ, хӗвелтухӑҫӗнче — хӑрушӑ ҫапӑҫу.

На западе — крушение, на востоке — ожесточенная битва.

VII. Кам парӑс карать, ҫав шӑпа ярать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Каронадӑпа этем хушшинче хӑрушӑ ҫапӑҫу пулса иртнӗ вӑхӑтра экипаж корвет ҫинче мӗн пулса иртнипе хытса кайса пӑхса тӑнӑ пирки тинӗсре мӗн-мӗн пулса иртнине никам та пӗлмен.

Все время, пока продолжалась эта ужасная борьба экипажа с пушкой, первый, для которого вопрос шел о жизни и смерти, совсем не интересовался тем, что происходило вокруг, на море.

VI. Тараса икӗ енне те тайӑлать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Шӑпах ҫак хӑрушӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ канонир туппа хӑйпе хире-хирӗҫ тӑрса ал вӗҫҫӗн кӗрешме чӗннӗ вӑхӑтра, ӑнсӑртран тинӗс лӑпланнӑ пек пулчӗ, карап пӗр самант выляма чарӑнчӗ, каронада вара ним тума аптранӑ пек пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

В ту минуту, когда канонир решился вступить с пушкой в это ужасное единоборство и вызывал орудие на бой, последнее, вследствие одного из капризов колебания моря, осталось на мгновение неподвижным, как бы изумленным.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӗри пӗр сӑмах чӗнмерӗ, пурте каронада хӑрушӑ ӗҫ туса ҫӳренине пӑхса тӑчӗҫ.

И они замолчали, предоставляя орудию производить свое страшное опустошение.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Каронада хӑрушӑ тӑшман пулса тӑчӗ.

Ведь с этим неодушевленным врагом не так-то легко было справиться.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Батарея вырнаҫнӑ пӳлӗме пӗр утӑм ярса пусма та хӑрушӑ пек туйӑнать.

Да и, действительно, казалось невозможным сделать хоть один шаг в помещении батареи.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Корвет ҫинче хӑрушӑ шӑв-шав ҫӗкленчӗ.

Весь корабль наполнился каким-то зловещим гулом.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Батарея тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан тинӗс хунарӗн ҫути выляса тӑни ҫак хӑрушӑ картинӑна пуҫ ҫаврӑнса каймалла вӑйлӑлатса тӑрать.

Морской фонарь, мигая на форштевене, бросал на это прыгающее чудовище колеблющийся, мерцающий свет.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӗсем ун ҫинчен ҫак хӑрушӑ ӗҫ пуҫланиччен пӗр минут каялла кӑна калаҫнӑччӗ.

Тот человек, о котором они говорили за минуту перед тем.

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хӑрушӑ тупӑ алхасать, малалла ыткӑнать, каялла чакать, ӑҫта кимӗ унта пыра-пыра ҫапать, унтан сасартӑк чупма тытӑнать, сирӗн умран вӗҫтерсе иртсе каять, эсир мӗн тума шутласа хунисене арпаштарса ярать, мӗн тӗл пулнине пӗтӗмпех ҫӗмӗрет, ҫынсене шӑна вӗлернӗ пек лапчӑтать.

Страшное орудие беснуется, летит вперед, отступает, бьет вправо, ударяет влево, проходит, бежит, нарушает всякие расчеты, ломает все, что ему попадается на пути, давит людей, точно мух.

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Патне пыма хӑрушӑ япалана мӗнле чармалла?

Как остановить то, от чего приходится бежать?

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак хӑрушӑ туппа, карапа шыва путарма пултаракан туппа мӗнле ҫӑварлӑхламалла?

Как справиться с такою тяжестью? Как обуздать это ужасное орудие кораблекрушения?

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Карап, хумсем, ҫил вӗрни — пурте ӑна хӑйсен тыткӑнне илнӗ: унӑн хӑрушӑ пурнӑҫӗ вӗсенчен килет.

Ее поведение зависит одновременно и от волн и от ветра, и от судна, — словом, существование ее самое ужасное.

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл ҫапла пурӑнни хӑрушӑ та ӗнтӗ.

Веющей на нее из бесконечности.

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Анчах ҫак хӑрушӑ пысӑк чӗрчунтан — сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайнӑ тупӑран — хӳтӗленме ниепле май та ҫук.

Но против этого чудовища — сорвавшейся с цепи пушки — вы бессильны.

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайнӑ тупӑ сасартӑк акӑш-макӑш хӑрушӑ чӗрчун пулса тӑрать.

Обыкновенная машина вдруг становится диким зверем.

IV. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех