Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑваш сăмах пирĕн базăра пур.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1933—1940 ҫулсенче ҫырнӑскерсем, вӗсем чӑваш поэзийӗн паха тӗслӗхӗсем шутне кӗреҫҫӗ, поэтӑн таланчӗ тӑван халӑх ӑс-хакӑлӗпе, чун-чӗрипе ҫывӑхран та ҫывӑх тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Тилли юррисем» ҫинчен сӑмах пуҫласа янӑ май тата ҫакна калас килет: чӑваш халӑх пултарулӑхӗ юрӑ-сӑвӑсемпе питех те пуян.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн йышӗнче «философсем» пуҫарса янӑ сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем те пайтах.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

И. Я. Яковлев чӑваш халӑхӗ «хӑй чӗлхинче ҫӗр пин сӑмах усрать» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Тилли юррисене» вуласан, куҫ умне чӑваш чӗлхин хӑвачӗ тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑваш хӗрупраҫӗсем тата хӗллехи улахсенче мӗн тӗслӗ юрӑ юрламан-ши?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑваш хӗрарӑмӗсем, ӗҫре арҫынсенчен юлмасӑр (тепӗр чухне ирттерсе те) ӗҫленӗскерсем, уявсенче те «шӑпчӑк чӗпписем пек шӑппӑн» ларман, — юрланӑ та ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тахҫанхи саманасене мар, историллӗ ӗмӗрсене илсе пӑхсан, ҫакӑ курӑнать: чӑваш ҫынни уя суха тума, тырӑ акма кайнӑ-и, улӑха утӑ ҫулма-и, вӑрмана йывӑҫ касма-и, вӑл, йывӑр ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, юрӑ юрланӑ; ӗҫ хыҫҫӑн, пушӑ вӑхӑтсенче, тӑванӗсемпе, юлташ-тусӗсемпе уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗсенче пулнӑ-и, — ку чухне те хӑйӗн юратнӑ юррисене юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑваш халӑх юррисем — паян е ӗнер пуҫланса кайнӑ юрӑсем мар.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

…«Тилли юррисене» вулатӑн та савӑнса ҫапла калатӑп: ку юрӑсенче — тӑван халӑх юрри-сӑввисен тахҫантанпа пухӑнса пынӑ илемӗ, халӑх кӑмӑлӗ, ӑс-хакӑлӗ, чӑваш поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, вӑйӗ, поэт ӑсталӑхӗ, тетӗн, вара ху каланӑ сӑмахсене ҫирӗплетсе пама, сӑлтавлама, ӑнлантарма тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн юлашки вӑхӑтра пичетленсе тухнӑ икӗ кӗнеки пӑхма питех те пӗчӗккӗ, анчах, пӗчӗкҫӗ пулин те, паха кӗнекесем шутне кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Музыка вещанийӗн редакцийӗ чӑваш композиторӗсен юррисене, тӗрлӗ халӑхсен музыкине тата классикӑлла музыкӑна пропагандӑланисӗр пуҫне, хӑйӗн концерчӗсене час-часах республикӑра малта пыракан предприятисемпе колхозсен коллективӗсем ыйтнипе хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Литературӑпа художество вещанийӗ республикӑри малта пыракан ҫынсем, вӗсен пуян опычӗ ҫинчи передачӑсем тӑтӑшах йӗркелет, чӑваш писателӗсен тата тӑванла республикӑсенчи писательсен ҫӗнӗ произведенийӗсемпе паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫав кун «Ҫӗнӗ хыпарсен» кӑларӑмне ултӑ хутчен панӑ, чӑваш поэчӗсем Гагарина чысласа ҫырнӑ сӑввисене микрофон умӗнче вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радиостанцие хута янӑ тӗле Чӑваш АССР Халӑх Комиссарӗсен Совечӗ ҫумӗнче радиоинформаци комитечӗ йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Чӑваш радиостанцийӗ тӑрӑх панӑ малтанхи передача ҫинчен «Канаш» хаҫат хӑйӗн мартӑн 10-мӗшӗнчи номерӗнче «Миллионсен митингӗ» ятлӑ статья пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Чӑваш поэчӗсем хӑйсен сӑввисене вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ваттисем те, ҫамрӑккисем те Шупашкартан чӑваш хорӗ юрлама пуҫласса кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫапла вара, мартӑн 8-мӗшӗнче эфирта чӑвашла калаҫни тата чӑваш музыки инҫете-инҫете хӑватлӑн янӑраса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ку ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлас тесе парти Чӑваш обкомӗпе Халӑх Комиссарӗсен Совечӗ мӗн кирлине пурне те тунӑ, ҫав ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсене хавхалантарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех